Культура
![]() Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Йошкар-Оларан таврӑннӑ. Унта вӑл гастрольпе пулнӑ. Иртнӗ канмалли кунсенче артистсем ҫармӑссене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем Мари Элти ҫамрӑксен театрӗнче шӑматкун кӑнтӑрла «Снежная королева» (0+), каҫхине «Поллианна» (12+) спектакльсем кӑтартнӑ. Чӑваш артисчӗсене курма халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ. «Тавах Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсене тав», – тав туса ҫырнӑ «Полианна» спектакле пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫармӑссен театрӗн сайтӗнче. Вырсарникун кӑнтӑрла «Елка и Белка» (0+) юмах кӑтартнӑ. Вӑл ачасене те, аслисене те килӗшнӗ. «Малашне те килӗр!», – тесе йыхравланӑ вырӑнтисем. Ҫитесю канмалли кунсенче, раштав уйӑхӗн 12 тата 13-мӗшӗсенче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Козьмодемьянскра пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри фельдшерсем те телемедицина пулӑшӑвӗпе усӑ курайӗҫ. Ку меслет врачсене пӗр-пӗринпе инҫет ҫыхӑну мелӗпе канашлама май парать. Кӑшӑлвирус инфекцийӗ алхаснӑ вӑхӑтра ку пулӑшу пушшех те питӗ кирлӗ тесе пӗлтереҫҫӗ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче. Кӑҫал 26 пульницӑра 35 телемедицина пункчӗ йӗркеленӗ. Ҫапла вара республикӑри мӗнпур медицина учрежденине телемедицина мелӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Инҫет ҫыхӑну мелӗпе тухтӑрсем федераци шайӗнчи медицина центрӗсенчи пултаруллӑ та ӑста специалистсемпе канашлама, консультаци илме пултараҫҫӗ. Кӑҫал ун пек майпа ҫыхӑнасси 30 процент ӳснӗ, 5 пине ҫывхарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Вӑрнар районӗнчи Пӑртасри шкулта вӗренекен ачасен кӑнтӑр апатне килтен чиксе кайма тивет. Мӗншӗн тесен унти шкул столовӑйӗ хальхи вӑхӑтра ӗҫлемест. Хальхи вӑхӑтра кӑна та мар, ӑна 50 талӑклӑха хупса хунӑ. Столовӑй епле ӗҫленине Роспотребнадзорӑн вырӑнти специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Вӗсем савӑт-сапа катӑккинчен пуҫласа кранри шыв юрӑхсӑрри таранах тупса палӑртнӑ. Столовӑйӗнчи хӑш-пӗр оборудовани пачах ӗҫлемен. Кӑлтӑк ҫине кӑлтӑк тупса палӑртнине кура столовӑя вӑхӑтлӑха хупса хума йышӑннӑ. Ҫак тавӑҫпа суда тухнӑ. Унтисем тивӗҫлӗ йышӑну кӑларса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар Ҫӗнӗ 2021 ҫула кӗтсе илме хатӗрленет. Кӑшӑлвируса пула кӑҫал массӑллӑ мероприятисем пулмӗҫ. Ҫапах хула урамӗсенче асамлӑх хуҫаланӗ. Кӑҫал Хӗрлӗ лапамра 6 метр ҫӳллӗш тухья вырнаҫтарма палӑртнӑ. Вӑл юрӑ-кӗвӗллӗ фонтан вырӑнӗнче пулӗ. Тухьяпа юнашар 14 метр ҫӳллӗш чӑрӑш лартӗҫ, ӑна илемлетӗҫ. Ача-пӑча лапамӗнче кукша пуҫ евӗр лампӑсем ҫутатӗҫ. Сцена ҫине лотос евӗр 6 арт-объект вырнаҫтарӗҫ. Кӑҫал конкурссем, акцисем, фестивальсем, концертсем дистанци мелӗпе пулӗҫ. Шкулсенче, ача пахчисенче уявсем ашшӗ-амӑшӗсӗр иртӗҫ. Аниматорсене те чӗнме юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Аслан Тимофеев. stroyfak.chuvsu.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри тепӗр ҫичӗ ҫынна спорт мастерӗн ятне панӑ. Кун пирки ЧР Спорт министерстви пӗлтерет. Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче РФ спорт министрӗ Олег Матыцин пирӗн республикӑри ҫичӗ спортмена спорт мастерӗн ятне парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Камсем тивӗҫнӗ-ха ҫак ята? Спорт мастерӗн ятне Никита Григорьев биатлонист, Аслан Тимофеев каратист тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех хӑлха илтменнисен спортӗнче ку списока Ксения Анишева, Александр Садовников кӗнӗ. Спорт аэробикинче ҫитӗнӳсем тӑвакан Эллина Аркадьева, спорт гимнастки Екатерина Ермолаева, ухӑран перекен Роман Кравченко спорт мастерӗ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ocoronavirus.ru сайтри сӑн Паян республикӑра 2 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен 325 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ку эрнере кӑна 47 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне 13413 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 12355-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 118 ҫын чирленӗ, 38 ҫын кӑна сывалнӑ. Раштавӑн пӗрремӗш эрнинче 850 ҫын кӑшӑлвируспа аптӑранӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра кӑшӑлвирус пуррине тупса палӑртнӑ 733 пациента сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() don24.ru сайтри сӑн Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳртре пурӑнакан 58 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл аппӑшне пуртӑпа вӗлерме тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 17 сехетре арҫын килӗнче пулнӑ. Хайхискер 65 ҫулти аппӑшне курайманнипе ӑна вӗлерме шутланӑ. Арҫын пуртӑ йӑтнӑ та ун патне кайнӑ. Ӑна пуҫӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ. Анчах ирсӗр ӗҫне вӗҫне ҫитереймен – аппӑшӗ килтен тухса тарса пулӑшу ыйтнӑ. Хӗрарӑм халӗ пульницӑра выртать. Арҫынна вара тытса чарнӑ. Палӑртмалла: вӑл унччен ҫынна вӗлернӗшӗн судпа айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kalendargoda.com сайтри сӑн Чӑваш Енре раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канӑпӑр-и? Ку ыйтӑва республикӑра сӳтсе явни пирки унчченех пӗлтенӗччӗ. Ҫавна май сасӑлав та ирттернӗ. Пӗтӗмлетӳ паллӑ. «Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмри страницинче. Ыйтӑма 40 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 90 ытла проценчӗ раштавӑн 31-мӗшӗнче канассишӗн сасӑланӑ. Анчах Ҫӗнӗ ҫулта каннӑшӑн ҫынсен пӗр шӑматкун ӗҫлесе татма тивӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheboksari.bezformata.com Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисен строительствине халалланӑ пӗрлехи информаци ресурсӗ ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫлесе кайӗ. Аса илтерер: ЧР Элтеперӗ Олег Николаев 2021 ҫула шӑпах ҫак хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халаллама йышӑннӑ. Сайта йӗркелесе пыракана конкурс ирттерсе палӑртӗҫ. Саккас параканӗ – ЧР Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви. Ҫӗнӗ проект ҫак хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне асра тытма пулӑшӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 10 пайран тӑрӗ. Пӗри медиацентр пулӗ. Унта галерейӑна, хыпарсене, тӗп мероприятисем пирки информаци вырнаҫтарӗҫ. Сайта кӗрекенсен те сӑнӳкерчӗксем, видео вырнаҫтарма май пулӗ. Хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсем уйрӑм пайра пулӗҫ. Сайтра истори факчӗсемпе, архив докуменчӗсемпе паллашма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Благовещенский» микрорайонта та ача пахчи пулӗ. Ӑна 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Пушкин урамӗнче Ял хуҫалӑх академийӗн инженери корпусне хирӗҫ тума палӑртнӑ ача пахчинче 240 шӑпӑрлан валли вырӑн пулӗ. Икӗ хутлӑ ҫуртра 12 ушкӑн пулӗ, вӗсенчен 4-шӗ – 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫул тултарнӑ ачасем валли. Кашни ушкӑнра 20 ачаран ытларах пулмӗ. Хальхи йышши ытти ача пахчи евӗрех, унта та бассейн, апатланмалли блок, медицина блокӗ, буфет, ҫывӑрмалли пӳлӗмсем пулӗҫ. Кружок ирттермешкӗн те пӳлӗмсем уйӑрӗҫ. Аукционра малтанхи хак – 265,5 миллион тенкӗ. Заявкӑсене раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫав кунах ҫӗнтерӳҫе палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |