Экономика
![]() m.progorodsamara.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем банкра 150 миллиард тенкӗ ытла упраҫҫӗ. Кун пирки Наци банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтернӗ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен уйрӑм ҫын вклачӗсен виҫи пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 13,2 процент тӳснӗ. Ҫапла вара банкра тытакан укҫа виҫи 153 миллиард тенке ҫитнӗ. Пиӗн республикӑра пурӑнакансем Раҫҫейрисем пекех — укҫана тенкӗпе упрама кӑмӑллаҫҫӗ. Банка хунӑ «кӗмӗлрен» тенкӗллӗ вклад виҫи — 91,8 процент. Банкри укҫана 1,4 миллион тенкӗ таран страхлаҫҫӗ. Ҫапах та вӑл е ку кредит учрежденине суйличчен банкӑн лицензи пуррипе-ҫуккипе кӑсӑкланмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри артистсем хӗвеллӗ Грузие юрӑ саламӗ ӑсатнӑ. Аса илтерер: чӳк уйӑхӗнче Грузири «Bravo Metekhi» ушкӑн «Вӗҫ-вӗҫ, куккук» юрра ҫырса илнине Инстаграмра вырнаҫтарнӑччӗ. Вӑл унтан тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ушкӑна, тӗрлӗ ҫын страницине, сарӑлчӗ. Грузинсем шӑрантарнине чӑвашсем ӑшшӑн йышӑнчӗҫ, вӗсене тав туса ҫырчӗҫ. «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юрра пирӗн халӑх питӗ юратать, ӑна эпир пурте пӗлекен мухтавлӑ чӑваш ывӑлӗ Андриян Николаев космонавт та килӗштернӗ. «Article» вокал ушкӑнӗ (вӑл та арҫынсенчен тӑрать) Вахтанг Кикабидзен «Чито-гврито» юррине (пирӗнтен чылайӑшӗ ӑна «Мимино» фильм тӑрӑх пӗлет) шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн паянхи черетлӗ ларӑвӗнче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская коронавируспа чирлекенсен шучӗ ачасен хушшинче икӗ процент чакнине, 30-59 ҫулсенчи ҫынсен хушшинче ӳсме тытӑннине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ яланхиллех Шупашкарта пысӑк пулин те ҫак хисеп юлашки вӑхӑтра кӑштах чакнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче ӳссе кайнӑ. Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Алексей Кочнев ку эрнере 52 тӗслӗхе шута илнине асӑнса хӑварнӑ. Кил хуҫисем нумаях пулмасть Мускавран ӗҫлесе таврӑннӑ иккен. Хӗрлӗ Чутай районӗнче шута илнӗ 22 тӗслӗхрен 10-шӗ — ватӑ ҫынсем. «Чирленисенчен 6-шне стационара вырттарнӑ, ыттисем килтех сипленеҫҫӗ», — тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров. Оперштаб ларӑвӗнче Етӗрне тата Тӑвай районӗсенчи тӑрӑма та тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнче пурӑнакан 49 ҫулти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 15 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Суд вӑл ҫынна вӗлернине ҫирӗплетнӗ. Ку инкек кӑҫал ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун арҫын Шупашкарта мунча комплексӗн пӗр ҫуртӗнче пулнӑ. Ӳсӗрскер 20 ҫулти тата 21-ри пӗлӗшӗсемпе хирӗҫсе кайнӑ. Асли ҫамрӑккисене ҫӗҫӗпе чикнӗ. 20 ҫулти каччӑ вилнӗ, тепри чӗрӗ юлнӑ. Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен те судра явап тытнӑ. Вӑл ун чухне ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн суд сакки ҫине ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан Елена Зубова лотерейӑра ҫурт выляса илнӗ. 48 ҫулта ывӑлне ҫуратнӑ хӗрарӑмшӑн ку питӗ пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Вӑл машина туянма ӗмӗтленнӗ, ҫавӑнпа ҫурт вырӑнне укҫа илес тенӗ. Ку ҫапла пулса иртнӗ. Елена пенси илме кайнӑ. Унта ӑна вак укҫа парайман, лотерея билечӗ илме сӗннӗ. Ҫапла вӑл виҫӗ билет туяннӑ. Вӗсем тӳрех ывалӗпе тупӑшӑва кайнӑ, билет пирки маннӑ та. Кайран аса илсен тӗрӗслеме шутланӑ. Ҫурт выляса илнӗ иккен! Тепӗр икӗ билечӗ 100 тата 500 тенкӗ выляса илнӗ. Халӗ Елена лотерейӑра выляса илнӗ укҫапа машина туяннӑ. Унпа ывӑлне ӑмӑртусене илсе ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар прокурорӗн должноҫне урӑх ҫын йышӑннӑ. Ку тивӗҫе юстицин аслӑ советникне Александр Шабалкина шаннӑ. Ҫӗнӗ прокурор – 45 ҫулта. Вӑл Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ, Хусанта юридици факультетне пӗтернӗ. Юлашки виҫӗ ҫулта Александр Шабалкин Канаш районӗнчи прокуратурӑна ертсе пынӑ. Унччен Улатӑр, Красноармейски прокуратурисенче ӗҫленӗ. Вӑл – Раҫҫей прокуратурин хисеплӗ ӗҫченӗ. Унччен Шупашкар прокурорӗн тивӗҫӗсене Дмитрий Фуражкин пурнӑҫласа пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() msk.mosreg.ru сайтри сӑн Шупашкарта инфекци корпусӗ тума палӑртнӑ. Ку тӗллевпе, Чӑваш Ен правительстви пӗлтернӗ тӑрӑх, миллиарчӗ-миллиарчӗпе уйӑрӗҫ. Чӑваш Енре инфекци корпусне тӑвас ыйтӑва РФ Сывлӑх сыхлавӗн тата Финанс министерствисенче сӳтсе яваҫҫӗ. Ведомствӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна тумашкӑн 24 ытла миллиард тенкӗ кирлӗ. Проектпа смета докуменчӗсене хатӗрлемешкӗн кӑҫал республика хыснинчен 11 ытла миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Аса илтерер: кӑҫал Шупашкарта ача-пӑча инфекци пульници ҫумӗнче ҫӗнӗ корпус уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() m.progorodsamara.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кашни кунах кӑшӑлвирусран вилеҫҫӗ. Паян ав тепӗр 9 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен 349 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне 13784 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 12494-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 130 ҫын чирленине палӑртнӑ. Сывалакансем 79-ӑн пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 941 пациент килте е пульницӑра сипленет. Палӑртмалла: республикӑра чӳк уйӑхӗнче кӑшӑлвирусран вилекенсем нумаййӑн пулнӑ. Ку уйӑхра вара – пушшех те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Редакцирен: Владимир Николаевич Тимофеев редакцине хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ (яланхи пекех, кнопкӑллӑ телефонпа усӑ курса, чӑвашла саспаллисене нушаланса пичетлесе...). Унта вӑл тӗп хулари театрсен ертӳҫӗ пуканӗсене кам-кам йышӑнма тивӗҫли пирки ҫырать, ҫамрӑксен театрне чӑвашлатмалли пирки. Эпир ӑна пичете хатӗрлерӗмӗр, кӑшт орфографи енчен юсарӑмӑр. Унӑн чӗнӗвне пичетленӗ май, палӑртас килет. Ытти МИХсенчи пекех, пӗр-пӗр чӗнӗве пичетлени пирӗн редакци унпа килӗшнине е килӗшменнине пӗлтермест. Пирӗн тивӗҫ — пичетлесси, ҫын шухӑшне сирӗн пата ҫитересси. Вырӑс ҫынни В.А. Фошин малтан Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ, кайран культура министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленипеле Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вӑй хунӑ Е.В. Николаева Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрӑн директорӗ пулса тӑчӗ. Ӗҫлеме вӑл маттур ӗҫлет. Анчах, чӑваш чӗлхине юратакан ҫын мар вӑл! Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ пулса тӑтӑр вӑл! Чӑваш наци конгресӗн паллӑ ӗҫченӗ, мухтавлӑ юрӑҫ В. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫалхи раштавӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Калинин урамӗнчи пӗр киоска ҫаратнӑ. Кун пирки 72 ҫулти арҫын полицине пӗлтернӗ. Унта ҫав ҫын сувенир продукцине сутнӑ. Киоскра ӗҫлекен патне палламан арҫын пырса укҫа ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫленӗ. Пуҫтах этем вӑрах шухӑшласа тӑман — сентре ҫинчи 10 тенкӗлӗх юбилейлӑ укҫасене илме тытӑннӑ. Сутуҫӑ ӑна чарса пӗтереймен. 20 тимӗр укҫана илсе вырӑнтан ҫухалнӑ. Ҫаратакан ҫынна йӗрке хуралҫисем кӗҫех тупса палӑртнӑ. Вӑл судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ. Халӗ вӑл судран тарса ҫӳренӗ. Вӑрра тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |