Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
stihi.ru сайтри сӑн
stihi.ru сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне республикӑра тепӗр 4 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ҫапла ку таранччен вируса пула 272 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне 12449 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 11496-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне сывалакансен йышӗ нумай пулнӑ: 290 ҫын чире парӑнтарнӑ. Палӑртмалла: пандеми пуҫланнӑранпа кунашкалли пулман. Пӗр талӑкра 124 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ.

Паянхи кун тӗлне кӑшӑлвирус пуррине тупса палӑртнӑ 681 ҫын пульницӑра е килте амбулатори мелӗпе сипленет.

 

Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ӗнер 21 сехет те 40 минутра Шупашкарти Радонежский тата Калинин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫул-йӗр правилисен пӑснӑ водителе тытса чарнӑ. Вӑл «Ауди» машинӑпа пулнӑ.

Тӗнче тетелӗнче ку хыпара вулакансем ҫав ҫын чӑваш эстрада юрӑҫи, шомен Данила Ленский тесе палласа илнӗ. Тытса чарнӑ ӳсер водитель чӑнах та республикӑра паллӑ ҫын пулни пирки темӗн пакӑлтатнӑ имӗш.

Ӗҫ-пуҫ ҫапла пула иртнӗ: «Ауди» хирӗҫ ҫул ҫине тухса бордюр патӗнче ҪҪХПИ инспекторӗсен машини патӗнче чарӑннӑ. Ҫеккунт та иртмен – машина тапранса кайнӑ. Инспекторсем – ун хыҫҫӑн.

Тытса чарнӑ водитель ӳсӗр пек курӑннӑ. Машинӑн номерӗ темшӗн салонра пулнӑ, водитель ӑна документсемпе пӗрле кӑтартнӑ. Инспекторсем ун тӗлӗшпе икӗ протокол ҫырнӑ: руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн тата патшалӑх номерӗсӗр ҫӳренӗшӗн.

 

Культура

Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ музей-ҫурта уҫнӑранпа паян 80 ҫул ҫитнӗ. Сумлӑ дата пирки Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова ҫыравҫӑсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче паян аса илтернӗ.

Слакпуҫӗнчи музей комплексӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, К.В. Ивановӑн музей-ҫуртне уҫма Пушкӑртстан правительстви 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче йышӑну тунӑ. Музея поэт ҫуралнӑ килте уҫнӑ. Ӑна йӗркелекенӗ Петр Кудряшев пулнӑ. Поэт ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа 1940 ҫулта палӑк та лартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/museumslakbash
 

Спорт
Михаил Вансяцкий страницинчи видеоран касса илнӗ сӑнӳкерчӗк
Михаил Вансяцкий страницинчи видеоран касса илнӗ сӑнӳкерчӗк

Тӗмен облаҫӗн чысне хӳтӗлекен Татьяна Акимова паян каллех черетлӗ медале тивӗҫнӗ.

Аса илтерер: ҫак кунсенче Тӗменте биатлон енӗпе Раҫҫей кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ иртет. Хӗрарӑмсем паян масс-стартра тупӑшнӑ. Ентешӗмӗр, ӗнер пасьютра ҫӗнтерӳпе савӑнтарнӑ Татьяна Акимова, паян каллех мала тухнӑ. Биатлонисткӑсем 12,5 километра ӑмӑртнӑ.

Татьяна Акимова ӑмӑртусене ку сезонта Тӗмен облаҫӗшӗн хутшӑнать. Унӑн мӑшӑрӗ Вячеслав каланӑ тӑрӑх, спортсменкӑна кӑҫал Чӑваш Ен пулӑшман.

 

Персона
Нина Яковлева. drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Нина Яковлева. drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисткине Нина Яковлевӑна Чӑваш Республики Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев эрнекунах, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» пайра пичетленӗ.

Аса илтерер: халӑх юратнӑ артистка кӑҫалхи ҫулла 80 ҫул тултарнӑ. Юбилей каҫне театрта раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Уяв 18 сехетре пуҫланӗ. Нина Яковлева – Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки.

 

Вӗренӳ
one-school.ru сайтри сӑн
one-school.ru сайтри сӑн

2014 ҫултанпа 11-мӗш класра вӗренекенсем раштав уйӑхӗнче, пӗрремӗш юнкунӗнче, сочинени ҫыраҫҫӗ. Ку вырӑс чӗлхипе ППЭн пӗр пайӗ шутланать.

Кӑҫал пандемие пула сочинение каярахпа ҫырӗҫ. Ҫӗнӗ расписание РФ Ҫутӗҫ министерствипе пӗрле Рособрнадзор ҫирӗплетнӗ. Унпа килӗшӳллӗн 11-мӗш класра вӗренекенсем пӗтӗмлетӳ сочиненине 2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫырӗҫ. Ҫавӑн пекех хушма кунсене те палӑртнӑ: ака уйӑхӗн 21-мӗшӗ тата ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗ. Ун чухне сочинени ҫырса «зачет» илменнисем тата экзамена тӗрлӗ сӑлтава пула килейменнисем пӗлӗвне тӗрӗслӗҫ.

 

Республикӑра

Ватӑ арҫыннӑн судра явап тытма тивӗ. Ӑна сӑсар тытнӑшӑн 500 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме е 2 ҫул таран тӗрмене хупма пултараҫҫӗ.

71 ҫулти арҫын «Пойма реки Сура» ҫутҫанталӑк заказникӗн территорийӗ ҫинче капкӑн лартнӑ. Унта сӑсар ами лекнӗ. Саккуна пӑсса чӗрчуна тытнине ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Ватӑ сунарҫа шӑпах сӑсара капкӑнран илме килнӗ чухне тытса чарнӑ.

Палӑртмалла: арҫын сунарпа 1965 ҫултанпа кӑсӑкланать, унӑн чӗрчуна тытма ирӗк те пур. Вӑл заказник территорийӗнче чӗрчунсене тытма юраманнине пӗлсех ҫакна тунӑ.

 

Сывлӑх
bizbi.ru сайтри сӑн
bizbi.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Россия-24 телеканалпа пыракан «Факты» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл тӳрӗ эфирта иртнӗ.

Олег Алексеевич Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вакцина тунӑ ҫынсем ӑна мӗнлерех чӑтса ирттерни пирки каласа кӑтартнӑ. Аса илтерер: прививкӑна чи малтан «хӗрлӗ зонӑра» ӗҫлекен тухтӑрсене тунӑ.

«Спутник V» вакцинӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнчи тӗрӗслевӗпе килӗшӳллӗн пире вакцинӑн пысӑках мар партине пачӗҫ. Чи малтан кӑшӑлвируслӑ пациентсемпе ӗҫлекен тухтӑрсем вакцинациленнӗ. Вӗсем ҫакна йӗркеллех чӑтса ирттернӗ. Пур тухтӑр та хӑйне лайӑх туять, «хӗрлӗ зонӑра» малалла ӗҫлеҫҫӗ», - каласа кӑтартнӑ Олег Николаев. Вӑл каланӑ тӑрӑх, прививка тӑвас кӑмӑллисене хальлӗхе списока кӗртеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68275
 

Персона
Михаил Вансяцкий страницинчи сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж
Михаил Вансяцкий страницинчи сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ коллаж

Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри мухтавлӑ спортсменӗсенчен пӗри, Татьяна Акимова биатлонистка, Раҫҫей кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнчи пасьютра ҫӗнтернӗ.

Хальхи вӑхӑтра Тӗмен хулинче хӗрарӑмсен биатлонӗн Раҫҫей кубокӗ иртет. Унта Татьяна Акимова та ӑмӑртать.

Аса илтерер: вӑл пысӑк спортран вӑхӑтлӑха кайнӑччӗ, мӗншӗн тесен ентешӗмӗр ача ҫуратрӗ. Сӑмах май каласан, пъедестал ҫине паян вӑл хӗрӗпе тухса сӑн ӳкерӗннӗ. Татьянӑн сылтӑм аллинче – пӗчӗк хӗр пӗрчӗкӗ, сулахаййинче – чечек ҫыххи.

Татьяна Акимова Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командинче мар-ха. Вӑл унта татах лекессе тем пекех шанас килет.

Сӑмах май каласан, ентешӗмӗр Тӗмен облаҫӗшӗн ӑмӑртать. Ҫавӑншӑн Дмитрий Губерниев спорт комментаторӗ Чӑваш Ен Элтеперне «Матч» телеканалӑн тӳрӗ эфирӗнче ӳпкелесе каланӑ. Ун пек спортсменсене пулӑшмаллах тенӗ вӑл.

 

Сывлӑх
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне тепӗр 130 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ку – каллех рекорд.

Шел те, каллех вилекенсем пулнӑ. Хальхинче 3 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Ҫапла майпа ку таранччен 268 ҫын каварлӑ вируса пула вилнӗ. Ҫуррине яхӑнӑшӗ, 123 ҫын, чӳк уйӑхӗнче вилнӗ.

Ку таранччен пирӗн республикӑра 12325 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 11206-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 42 ҫын чире парӑнтарнӑ.

Паянхи кун тӗлне 766 ҫын (вӗсен кӑшӑлвирус пурри ҫирӗпленнӗ) пульницӑра е килте амбулатори мелӗпе сипленет.

 

Страницӑсем: 1 ... 1353, 1354, 1355, 1356, 1357, 1358, 1359, 1360, 1361, 1362, [1363], 1364, 1365, 1366, 1367, 1368, 1369, 1370, 1371, 1372, 1373, ... 3937
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 12

1907
118
Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
107
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ.
1920
105
Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
1928
97
Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...