Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре Шупашкарти Гузовский урамӗнчи ҫуртра пушар пулнӑ. Пушарнӑйсем унта шкул ачине ҫӑлнӑ. Ҫак урамри 36-мӗш ҫурта 1973 ҫулта хута янӑ. Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, 4-мӗш хутри хваттерте розеткӑран ҫулӑм тухнӑ. Килте вара 11 ҫулти арҫын ача пулнӑ. Ача розетка ҫунма тытӑннине курсан ҫухалса кайман, кухньӑри алӑка /пушар унта пулнӑ/ хупнӑ та пӳлӗме кайнӑ, унта чӳречене уҫса пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Иртсе пыракан хӗрарӑм пушарнӑйсен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем 4 минутран ҫитнӗ. Вӗсем тимӗр алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ, хваттерте ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Алексей Емельянов аслӑ прапорщик ачана хваттертен илсе тухнӑ та тухтӑрсен аллине панӑ. Пушара вӗсем хӑвӑртах сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |