Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() «За рулем» порталтан илнӗ сӑн Паян ирхине 8 сехетре Шупашкарта ҫӑмӑл тата васкавлӑ пулӑшу машини ҫапӑннӑ. Ҫул-йӗр ҫинчи транспорт инкекӗ Гладков урамӗнчи 25-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх «Соларис» ҫӑмӑл машшинӑн водителӗ айӑплӑ шутланать, вӑл васкавлӑ пулӑшу карети сасӑллӑ тата мӗлтлетекен сигналпа пынине пӑхмасӑрах сулахаялла пӑрӑнма шутланӑ. Чӑваш Енри ШӖМӗн УГИБДД-ра пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмахра никам та шар курман. Васкавлӑ пулӑшу машини ачана лартса пынӑ. Каярах ӑна тепӗр экипаж медицина учрежденине илсе ҫитернӗ. Транспорт хатӗрӗсен водителӗсем иккӗшӗ те урӑ пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |