Пӑтӑрмахсем
![]() cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн Ӗнер, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав кӗперӗ ҫинче темиҫе машина ҫапӑннӑ. Аварире ачасем те шар курнӑ. Юрать-ха, вилекенсем пулман. Кӑнтӑрла «Мазда» водителӗ дистанцие пӑхӑнман, ҫавна май вӑл харӑсах темиҫе машинӑпа ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗри – «Лада Гранта». Унӑн салонӗнче икӗ ача пулнӑ. Аварире водитель тата ачасем аманнӑ. Авари саманчӗ видеокамера ҫине лекнӗ. Шӑпах «Мазда» водительне пула тухнӑ та ҫак авари. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ, ҫул ҫинчен тухса кайса отбойнике ҫапӑннӑ, унтан – «Лада Грантӑпа». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |