Паян 11 сехетре Шупашкар тата Хыркасси хушшинчи, Чантӑр ҫывӑхӗнче, ҫул ҫинче хӑрушӑ авари пулнӑ. Шел те, ҫухату та пысӑк. Аварире ача тата аслӑ ӳсӗмри пӗр ҫын вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес» водителӗ, 67-ри арҫын, Шупашкар еннелле кайнӑ чухне ҫул пӑрӑнӑшӗнче руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса «Мицубисипе» ҫапӑннӑ. «Мерседес» водителӗ аварире чӗрӗ юлайман. «Мицубисире» пулнӑ 6 ҫулти хӗрача та, шел те, вилнӗ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ, «бустер» ҫинче ларнӑ.
«Мерседес» водителӗн 63-ри арӑмӗ, «Мицубисири» арӑмӗпе упӑшки /хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ/ тата вӗсен 4-ри ывӑлӗ чӗрӗ юлнӑ, анчах аманнӑ. Пӗчӗк арҫын ача ятарлӑ креслӑра ларнӑ.