Пӑтӑрмахсем
![]() Паян 13 сехет те 45 минутра Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗ ҫывӑхӗне хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта пӗчӗк ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. ЧР ШӖМӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фиат» рулӗ умӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «Приорӑпа» ҫапӑннӑ. Хӗрарӑмӑн 3 ҫулти ывӑлӗ ятарлӑ ларкӑчра ларнӑ-ха, анчах вӑл ӑна пиҫиххипе ҫаклатман. Машинӑсем ҫапӑнсан ача салонран тухса ӳкнӗ. Шел те, пульницӑна илсе кайнӑ чухне арҫын ача вилнӗ. «Приорӑра» пулнӑ водительпе пассажира тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |