Хулара
![]() Инстаграмри @21mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче вӑйпитти арҫын 8 ҫулти ачан телефонне илсе тарнӑ. Анчах вӑл видеокамера объективне лекнӗ. Пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулса иртнӗ. «Чебоксарец» лавкка тӗлӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнти шкул ачи смартфонпа утнӑ. Вӑл видео пӑхса пынӑ. Ҫавна асӑрханӑ вӑйпитти этем ачаран телефон ыйтнӑ. Вӑл ӑна васкавлӑн шӑнкӑравласа илмелли пур тесе каланӑ. Кайран арҫын телефона туртса илнӗ те вырӑнтан тапса сикнӗ. Йӗрке хуралҫисем видеокамера ҫине лекнӗ арҫын телефона туртса илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Сӑнӳкерчӗкри этеме палласа илекенсене йӗрке хуралҫисене 8-999-756-45-85, 8-999-756-05-34 е 102 телефон номерӗсемпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |