Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье ҫак кунсенче тӑван тӗпренчӗкне чутах ҫухатман. Пӑтӑрмах ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 15 сехет те 35 минутра пулнине «Ҫыхӑнура» форумра паян пӗлтернӗ.
Шупашкарти Тӗп пляжн сылтӑм енче 10 ҫулти ача шӑтӑка лекнӗ, путма пуҫланӑ. Инкек пирки ҫӑлавҫӑсене хӗрачан амӑшӗ пӗлтернӗ. Вӗсем ачана шывран туртса кӑларнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра шыва путса 6 ҫын вилнӗ, ҫав шутра икӗ ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑрнар районӗнче 6 ҫулхи арҫын ача велосипедпа пӗве ҫывӑхӗнче ярӑннӑ чух шыв кӗрсе ӳкнӗ, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Шупашкарти Афанасьев урамӗ тӗлӗнчи пляжра 14-ри яш Атӑла путнӑ.