Персона
![]() «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ Алексей Леонтьев истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва РФ Ӑслӑлӑх тата аслӑ вӗренӳ министерстви юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Алексей Петрович — Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен Союзӗн пайташӗ. Чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн «Хыпарӑн» йӗркелӳҫи тата редакторӗ Николай Никольский пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тата «Хыпар» хаҫат кун-ҫулне нумай тӗпченӗ. Паха ҫав материалсене пухса «Минувшее и настоящее» кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл 640 страницӑран тӑрать. Алексей Леонтьев куҫару ӗҫӗпе те самай тӑрӑшнине пӗлетпӗр. Сӑмахран, Александр Гринӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарса 5 томпа пичетленӗ. Ӗҫе хӑтлама К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейне 2014 ҫулта пуҫтарӑнсан педагогика наукисен кандидачӗ Роза Петрова-Ахтимирова: «Чӑвашла хайлавсем Грин хӑй ҫырнинчен те вӑйлӑрах пулса тухнӑ», — тесе ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() auto-kruto.ru сайтри сӑн ҪҪХПИн Шупашкарти экипажӗ Елчӗк районӗнче водителе тытса чарнӑ. Хӑйсемпе пӗрле алкотестер пулман. Вӑл урӑ е ӳсӗр пулнине палӑртма районти тӗп пульницӑна илсе кайнӑ. Пульницӑра алкотестер пулнӑ-ха, арҫын сывланӑ, анчах экран ҫинчи кӑтартӑвне вӗсем пичетлеймен. Алкотестер юсавсӑр пулнӑ-мӗн. Водителе урӑх алкотестерпа сывлаттарнӑ-и е ҫук-и – пӗлтермен. Анчах ҫакӑ паллӑ: прокуратура тӗп тухтӑр тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Халӗ пульницӑн ҫӗнӗ алкотестер туянмалла пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствинче «Мускав — Чулхула — Хусан» автоҫула тӑвас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. «М-12» ҫул пирӗн республикӑри Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш, Тӑвай районӗсем урлӑ иртмелле. Пирӗн регионта унӑн тӑршшӗ 98 ҫухрӑмпа танлашӗ. Ҫула 2024 ҫулхи ҫур-кунне туса пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫул-йӗр тӑвас ыйтупа яваплисем ӗҫе кӳлӗннӗ ӗнтӗ. Ятарлӑ дирекци йӗркеленӗ. Халӗ территорие планлас енӗпе кирлӗ хутсене хатӗрлеҫҫӗ. Машинӑсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳремеллискер «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай» ҫулӑн пӗр пайӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Илья Бархатов сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Пахчаҫӑсен союзӗн ертӳҫи Юрий Соколов Челябинск хулине 70 пин хыр хунавӗ, 2-шер пин чӑрӑшпа юман, 800 ҫӑка парнеленӗ. Хунавсене пахчаҫӑ Мускав облаҫӗнчи тата Чӑваш Енри пахчасенче ӳстерет. Ыркӑмӑллӑх акцийӗпе Челябинск хулине вӑл ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, пырса ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне кӗпӗрнаттӑра вӑл 20 кедрпа 50 юман парнеленӗ. «Хулара Космонавтсен аллейине уҫма сирӗн ертӳҫӗсем ирӗк парсан эпӗ 120 кӑвак чӑрӑш илсе килнӗ пулӑттӑм», – тенӗ Юрий Соколов «74.RU» онлайн-медиа журналисчӗсене. Вырӑнти ертӳҫӗсем ҫеҫ мар, Челябинск ҫыннисем те Юрий Соколова тав тӑваҫҫӗ. «Ҫын-тӑк ҫын! Пирӗн хушӑра ҫавӑн пек ҫынсем пулсанччӗ!», «Пур пек ҫавӑн пек ҫынсем!!! Йывӑҫсем чӗрӗлччӗр кӑна, пысӑк тав ӑна!», «Чӑвашсем – ӗҫчен халӑх. Маттурсем. Шупашкарта питӗ таса!», — тесе ҫырнӑ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() pxhere.com сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр арҫын ҫынна пулӑшас тесе укҫасӑр юлнӑ. Пӑтӑрмах Совхоз урамӗнчи пӗр ҫурт умӗнче пулса иртнӗ. 51 ҫулти арҫын патне пӗр ҫамрӑк пынӑ, ӑна вӑл йӑпӑртлӑха шӑнкӑравлама телефон пама ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ. Телефонпа айккинелле пӑрӑнсан хайхи этем арҫын телефонӗ ҫинчен хӑйӗн картти ҫине укҫа куҫарнӑ. Ҫавна ҫирӗплетекен ҫырусеӗе ҫийӗнчех хуратнӑ. Ҫынна пулӑшма килӗшнӗ арҫын укҫа ҫухалнине темиҫе сехетрен ҫеҫ сиснӗ. Вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем Тӑвай районӗнчи 25 ҫулти ҫамрӑка тытса чарнӑ. Вӑрланӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Паян Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерци техникумӗнче «Ҫамрӑк профессионалсем» VII наци чемпионачӗн финалӗнче юниорсем хушшинче ҫӗнтернӗ пике апат пӗҫерессин ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ. Ача епле пӗҫернине пӑхма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пырса ҫитнӗ. Шупашкарти 64-мӗш вӑтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен ача пӗҫернӗ пулӑран вӗри апат тата тӑпӑрчӑран курага тата апельсин хуппи ярса хӑпарту пӗҫернӗ. Ача епле хатӗрленине общество апатланӑвӗн предприятийӗсенче тата шкул апатланӑвӗн комбиначӗсенче ӗҫлекен ӑстасем хутшӑннӑ. Дарья хатӗрленӗ тӑпӑрчӑ хӑпартӑвӗ Элтепере те килӗшнӗ. Вӑл ӑна шкул менюне кӗртме республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине сӗнессине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() otdyhateli.com сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӗнче тетелӗнчи паллашу сайтӗнче пӗр арҫынпа ҫыру ҫӳретнӗ. Лешӗ хӑйӗнпе ҫар ҫынни, ют ҫӗршывран тесе паллаштарнӑ. Кӑштахран арҫын хӗрарӑмпа ҫемье ҫавӑрас кӑмӑллине пӗлтернӗ. Авланма «шухӑш тытнӑ» арҫын Раҫҫее килес ӗмӗтлине пӗлтернӗ. Анчах пӗр чӑматанпа епле куҫса килейӗн? Багажшӑн 500 пин тенкӗ тӳлемелле тесе каланӑ. Анчах тӑкака хӗрарӑма ҫине илме ыйтнӑ. Раҫҫее куҫса килсен тӑкака сӑплаштарма шантарнӑ. Качча кайма ӗмӗтленекен хӗрарӑм юратнӑ ҫыншӑн тем тума хатӗр пулнӑ курӑнать. Хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн арҫын тата ыйтнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм улталаннине ӑнланса илнӗ, йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ирттерекен мероприятисем республикӑра малалла пыраҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн Тӗп клубӗн тытӑмӗ «Юмах ҫӳпҫи ӳкерчӗкӗсем» ӳкерчӗксен конкурсне ирттерӗ. Курава тӑван тавралӑха юратма вӗрентес, тӑван чӗлхене, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине упраса хӑварас, чӑваш фольклорӗпе кӑсӑклантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Пултарулӑх конкурсне хутшӑнакансен ӗҫне ҫула кура виҫӗ ушкӑна уйӑрса хаклӗҫ: 6 ҫултан пуҫласа 14 ҫулчченхисем таран, 15-25 ҫулчченхисем, 25 ҫултан аслӑраххисем Конкурса йӗркелекенсем ӗҫсен скан-копийӗсене йышӑнаҫҫӗ. Кирек епле материал ҫине ӳкерме пулать. Техники те тӗрлӗрен юрать. Ӗҫсене юпа уйӑхн 28-мӗшӗччен dk-u@mail.ru электрон адреспа йышӑнӗс. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 52-78-10. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫанталӑк сивӗтрӗ. Анчах синоптиксем каллех савӑнтараҫҫӗ – ку эрне варринче Чӑваш Ене тепӗр хутчен ӑшӑ килӗ. Ыран сывлӑш температури 12-17 градус таран ӑшӑнӗ. Анчах ҫиллӗрех пулӗ, ҫавӑнпа ӑшӑрах тумланма ан манӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче термометр кантӑрла 18-20 градус кӑтартӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗ пирӗн пата уйӑх варринче таврӑнӗ. Ун чухне пирӗн пата Скандинави антициклонӗ килӗ. Ҫумӑрпа пӗрле юр ҫӑвас хӑрушлӑх та пур. Синоптиксем палӑртнӑ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче каллех ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк тӑма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheb.ru сайтри сӑн Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу корпусне, «Ҫурҫӗр» клиника пулнӑскере, каллех кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пуҫлӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫак пульница ку енӗпе ӗҫленӗ ӗнтӗ. Кӑшӑлвируспа чирлекенсем сахалланма тытӑнсан вӑл хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗ патнех таврӑннӑ. Халӗ ав пульницӑн каллех кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма тивӗ. Унта халӗ сипленнӗ пациентсене албулатори сиплевӗ ҫине куҫарнӑ. Хӑшӗ-пӗрне, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, профильлӗ уйрӑмсене куҫарнӑ. «Ҫурҫӗр» клиника пулнӑ пульница пациенчӗсене халӗ пурӑнакан вырӑнти терапевтран пулӑшу ыйтса сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |