Культура
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче Владимир Галошев режиссерӑн мультфильмӗсене хӑтлӗҫ. Мероприяти 10 сехетре пуҫланӗ. Унта «Радуга», «Аслати», «Пихампар», «Огонь и вода» мультипликациллӗ фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсене «Чӑваш халапӗсем, юмахӗсем тата легендисем» ярӑмпа хатӗрленӗ. Автор каланӑ тӑрӑх, юмахсемпе вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗ чухне, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, кӑсӑкланма пуҫланӑ. Килӗшнӗ текстсем валли малтан ӳкернӗ, кайран комиксем хатӗрлеме тытӑннӑ. Ҫапла майпа «Вутӑш», «Кукша», «Ҫӗлен», «Иван паттӑр» тата ыттисем ҫуралнӑ. Компьютер технологийӗпе усӑ курса мультфильм хатӗрлеме май килнине ӑнлансан Владимир Петрович анимаципе ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |