Республикӑра
![]() Паян Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе Денис Борисовпа паллаштарнӑ. Ӑна хальлӗхе тивӗҫе пурнӑҫлама шаннӑ-ха. Республикӑн Правительствин ҫуртӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗне Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков йышӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫынпа Федерацин суд приставӗсен службин директорӗн ҫумӗ — ҫӗршывӑн тӗп суд приставӗн ҫумӗ Денис Фирстов паллаштарнӑ. Денис Борисов — шалти службӑн аслӑ лейтенанчӗ. Ку тытӑмра вӑл 2002 ҫултанпа ӗҫлет. Михаил Ноздряков Дениса Борисова чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() diamant.su сайтри сӑн Урамра кӗркунне, ҫанталӑк вара тӗлӗнмелле илемлӗ тӑрать: ӑшӑ, ҫил ҫук, ҫумӑр ҫумасть. Синоптиксем ҫанталӑк кӗҫех пӑсӑласса систереҫҫӗ. Анчах кӗр парни татах пулӗ. Шӑматкун ӑшӑ тӑрӗ, вырсраникун вара сивӗтме тытӑнӗ, ҫӗрле тӑм ӳкме пултарӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче татах 2-3 градус сивӗтӗ, ӑмӑр ҫанталӑк пулӗ. Ҫапах ҫумӑр юнкун кӑна ҫӑвӗ. Ытти кун типӗ пулӗ. Кун пек ҫанталӑк канмалли кунсемчченех тӑрӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, юпан 10-мӗшӗсем тӗлне каллех 15-20 градус таран ӑшӑтма пултарӗ. Ку нормӑран 6-7 граду пысӑкрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() russiaedu.ru сайтри сӑн Авӑнӑн 30-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем «Приорӑна» чарнӑ. Унччен маларах унти ҫынсем наркотик суту-илӗвӗпе явӑҫни пирки хыпар ҫитнӗ. Йӗрке хуралҫисем салонра синтетика наркотикӗ тупнӑ, ҫавӑн пекех тараса, пластик кӗленчерен ӑсталанӑ «бульбулятор», пневматика пистолечӗ пулнӑ. Салонра тӑватӑ ҫын пулнӑ. Чи кӗҫӗнни – 16 ҫулта. «Антидилер» юхӑм хастарӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчен пӗри закладка хуракана вырнаҫма палӑртнӑ. Анчах вӑл закладка туса ӗлкӗреймен. Водитель юнра алкогольпе наркотик пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме тест тума килӗшмен. Ӑна правасӑр хӑварӗҫ, 30 пин тенкӗлӗх штрафлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() karaidel.rbsmi.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарта ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Унӑн ятне Ленин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ пепкине чӑваш наци ятне панӑ, Тайруна тесе ҫыртарнӑ. Аслисем ҫак ята килӗштерсех суйланӑ. Ленин районӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Тайруна сайра тӗл пулакан ятсен йышне кӗрет. Ленин районӗн администрацийӗнче кунашкал ята пӗрремӗш хут регистрациленӗ, унашкалли унччен пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ тунӑ сӑн Ӗнер ирхине, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче пушар пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм ачасен айӑпӗпе тухнӑ. Хурамалти Свердлов урамӗнче утӑ упрамалли вырӑн ҫунма тытӑннӑ. Пушар утӑ упрамалли вырӑнӑн тӑрри, утӑ ҫунса кайнӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче 1294 пушар пулнӑ. Инкексенче 41 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 57 ҫын суранланнӑ. Пушар кӑҫал 507 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() history1.ru сайтри сӑн Республикӑра кӑшӑлвирусран тепӗр тӑватӑ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ку таранччен 8650 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 7298-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 22 ҫын чире парӑнтарнӑ, 27 ҫын инфекциленнӗ. Хальхи вӑхӑтра 1255 ҫын килте е пульницӑра сипленет. Симптомсемсӗр чирлекенсен йышӗ 28 процентран 17 процента ҫитнӗ. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-пе танлашать. Пульницӑсенчи койкӑсен 41,2 проценчӗ пушӑ. 100 пин ҫын пуҫне 109,8-шӗ инфекци пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме анализ парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Ирина Славина. Хӑйӗн страницинчи сӑн Чулхула облаҫӗн ШӖМ ҫурчӗ умӗнче паян «Коза Пресс» тӗп редакторӗ Ирина Славина хӑйне ҫунтарса янӑ. Хӑйне вӗлерес умӗн вӑл «Ман вилӗмре Раҫҫей Федерацине айӑплама ыйтатӑп» тесе ҫырса хӑварнӑ. Пӗр кун маларах, ӗнер, унӑн хваттерне следовательсемпе полици ӗҫченӗсем килсе ухтарнӑ пулнӑ. Ун пирки Ирина Славина ҫапла пӗлтернӗ: «6 сехетре паян алла бензорезпа фомка йӑтса ман хваттере 12 ҫын килчӗҫ: СКР-па полици ӗҫченӗсем, СОБР, пунеттейсем. Алӑка упӑшка уҫрӗ. Эпӗ, ҫарамасскер, хам нихҫан унччен курман хӗрарӑм сӑнаса тӑнипе тумлантӑм. Ухтарчӗҫ. Адвоката шӑнкӑравлама памарӗҫ. Брошюрӑсем, листовкӑсем, «Уҫӑ Раҫҫей» счечӗсене, тен тата Михаил Ходорковский сӑнӗллӗ турӑша шырарӗҫ. Ман ун пекки нимӗн те ҫук. Анчах ҫавах хӑйсене валли мӗн илсе каймаллине тупрӗҫ — пӗтӗм флешкӑсене, ман ноутбука, хӗрӗн ноутбукне, компьютер, телефона тата пресс-конференци вӑхӑтӗнче эпӗ ҫырма усӑ курнӑ пӗр купа блокнота. Эпӗ ӗҫлемелли хатӗрсемсӗр юлтӑм». Ирина Славинӑна право сыхлакан органсем унччен те канлӗ пурӑнма паман. Пӗлтӗр ун тӗлӗшпе тӑватӑ протокол ҫырнӑ пулнӑ, сӑмахран Борис Немцова асӑнса ирттернӗ митингшӑн явап тыттарнӑ — ӑна саккуна пӑсса йӗркеленӗ тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Лидия Филиппова сӑнӳкерчӗкӗ Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Николай Ашмарин ӑсчах ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк мероприяти иртнӗ. Унта ӑслӑлӑхпа культура, вӗренӳ ӗҫченӗсем ҫеҫ мар, тӳре-шарапа депутатсем те хутшӑннӑ. Тӗслӗхрен, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов, ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Каликова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Петр Краснов. Вӗсем Николай Ашмарин туса хӑварнӑ капашсӑр пысӑк ӗҫсене сума сунине палӑртса сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртне республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвне пуҫтарӑннӑ. Унта Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Прокопьева Шупашкарти 2 ача пахчинче тата 6 шкулта, Канаш, Пӑрачкав, Элӗк районӗсенчи шкулсенче, Патӑрьелти техникумра чирлекенсем тупӑннине пӗлтернӗ. Красноармейски районенчи Упири психоневрологи уйрӑмӗнче пневмонипе аптракансене 8 ҫын таран шута илнӗ. Вӗсенчен пӗри кӑшӑлвируспа чирлет. Роспотребнадзор специалисчӗ чирлекенсен йышӗ ӳссе кайнине вӗсене пульницӑна вӑхӑтра ӑсатманнипе сӑлтавланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cheb-eparhia.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий нумаях пулмасть журналистсем валли пресс-конференци ирттернӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе вӑл икӗ чӗлхепе — чӑвашла тата вырӑсла калаҫнӑ. Кун пирки «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатра пӗлтернӗ. Савватий Владыкӑна чиркӳсенче кӗлӗсене чӑвашла сахал ирттерни те пӑшӑрхантарать иккен. Ҫакӑ чӑвашла пӗлекен тӗн ҫыннисен сахаллипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Савватий журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗлле вырӑсла ирттерни Варнава Владыкӑна та пӑшӑрхантарнӑ. Малашне Введени соборӗнче чӑвашла кӗлӗ ирттерме пуҫласшӑн иккен. Бурят Республикинче ӗҫлесе пурӑннӑ Савватий Владыка (хӑй вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ) тӑван ене килнӗренпе чӑвашла тӗлленме пуҫланине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |