Хулара
![]() вести35.рф сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса ултавҫӑсен аллине лекни пирки каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан хӗр шӑнкӑравланӑ, хӑш банкпа усӑ курни пирки ыйтнӑ. Унтан шӑп та лӑп ҫав банкран шӑнкӑрав килнӗ. Палламан ҫын хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Такам хӗрарӑм ячӗпе кредит илесшӗн имӗш. Хӗрарӑм парольсене пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑсем хӗрарӑм ячӗпе кредит хатӗрленӗ, ӑна банка килме ӳкӗте кӗртнӗ. Унта хӗрарӑм кредит укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарнӑ. Вӑл вара ултавҫӑсен пулнӑ. Хӗрарӑм пӗтӗмпе 1 млн тенкӗ куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Ишлей шкулӗнче директор пулса ӗҫленӗ арҫын хӑйӗн тивӗҫне тӳрӗ чунпа пурнӑҫлас вырӑнне саккуна пӑснӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫитӗнекен ӑрӑвӑн пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗпе тӗрӗс утма, сапӑр ҫын пулма вӗрентме тивӗҫ этем ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗҫе вӑл хӑйӗн паллаканӗсене, виҫӗ ҫынна, тӗрлӗ должноҫе илнӗ. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 авӑн уйӑхӗччен вӑл икӗ хуралҫӑпа урай ҫӑвакан пӗр ҫынна ӗҫе йышӑннӑ. Хут ҫинче пӗр ҫынсем пулнӑ, ӗҫне пурнӑҫлаканӗсем — теприсем. Хайхисен тӑванӗсемпе паллаканӗсем. Экс-директора пуҫиле мелпе явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян ЧР Наци вулавӑшӗн директорне Светлана Стариковӑна тивӗҫлӗ канӑва янӑ. Ӑна ӗҫрен кӑларасси пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушу алӑ пуснӑ. Светлана Старикова – 65 ҫулта. Вӑл Наци вулавӑшӗнче 1997 ҫултанпа ӗҫленӗ, ӑна 17 ҫул ертсе пынӑ. Светлана Михайловна пуҫарнипе вулавӑшпа Чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхин асӑну залне уҫнӑ. Ҫавӑн пекех наци культурисен залӗ, Патшалӑх символӗсен залӗ тата ытти зал йӗркеленнӗ. Сӑмах май, Светлана Старикова нумаях пулмасть 65 ҫулти юбилейне паллӑ тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() главный-вопрос.рф сайтри сӑн Паняхи кун тӗлне республикӑра кӑшӑлвирусран ҫын тепӗр 5 ҫын вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ку таранччен каварлӑ инфекцие пула 186 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен 10769 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 9331-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 81 ҫын чирленӗ, 124 ҫын сывалнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлисен йышӗнче 757 ача. Хальхи вӑхӑтра 1252 пациент килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет. Чӑваш Енре койкӑсен 6 проценчӗ ҫеҫ пушӑ. Пӗтӗмпе – 2435 вырӑн. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,2-пе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ольга Чепрасова Вырӑссем: «Сӑваплӑ вырӑн пушӑ пулмасть», – теҫҫӗ. Тӳре-шара йышӑнакан ҫемҫе пукан пирки сӑваплӑ тесе калама хӑяймӑпӑр. Апла пулин те ҫав вырӑн вӑрах вӑхӑт пушӑ тӑмасть. Паян Шупашкар хула администрацийӗнче ҫӗнӗ ҫын ӗҫлеме тытӑннӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, сити-менеджерӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ҫак тилхепене Ольга Чепрасовӑна тыттарнӑ. Ятарлӑ хушӑва Алексей Ладыков паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ольга Чепрасова пирки Шупашкарӑн сити-менеджерӗ «опытлӑ ертӳҫӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра чылай ҫул ӗҫленӗ», – тесе ырланӑ май юлашки ҫулсенче Ольга Чепрасова Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() inlearno.ru сайтри сӑн Паян кӑшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫулти массӑллӑ мероприятисем иртмессине пӗлтернӗ. Мускавра корпоратив банкечӗсене ирттерме чарнӑ. Чӑваш Енре те ҫаплах тӑвасшӑн. Элтепер юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче йышӑннӑ чару – банкетсем ирттерме чарни – ятарлӑ хушуччен вӑйра пулӗ. Ҫӗне ҫулта массӑллӑ мероприятисем иртмӗҫ. Эппин, уява хатӗрленмелле мар, ӑна килте ҫемьепе пӗрле ирттермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Чӑваш Енри паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче велосипед туяннӑ. Ҫемье халӗ унти Техас штатӗнчи Даллас хулинче пурӑнать. Инҫе ҫулҫӳреве тухса кайнӑ велосипед Нью-Йоркра тӑрса юлнӑ, ун патне кайма май ҫук иккен. Ҫавна май ҫемье ҫулталӑка яхӑн велосипедсӑр пурӑннӑ. Халӗ Никита каллех икӗ урапаллӑ «тимӗр туслӑ». Ӑна вӑл ҫынран туяннӑ. 1985 ҫулта Францире кӑларнӑскере хуҫи 90 долларпа сутнӑ. Никита Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипед вӗр-ҫӗнӗ пекех, вӑл 12 тӗрлӗ хӑвӑртлӑхпа кайма пултарать. Паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ велосипедшӑн питӗ савӑннине пӗлтернӗ. Гаражра виҫӗ тӗрли пулсан аван тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑшӑлвирус сӗмӗпе тӗрлӗ мера йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗршывӗпех ҫавӑн пек пулса кайрӗ. Мускавра ҫӳҫ кассан Чӑвашра пуҫ касаҫҫӗ тес килмест те, анчах йӗркене ҫирӗплетнӗҫем ҫирӗплетсех пыни куҫкӗрет. Кафесемпе ресторансен каҫхи 11 сехетрен пуҫласа ирхи 6-ччен клиентсене кӗртме юрамасть. Туянакансене ҫав вӑхӑтра вӗсен апат-ҫимӗҫе киле илсе каймалла ҫеҫ сутма юрать. Хулара рейдсем йӗркелеҫҫӗ. Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унчченхи каҫ 7 кафе йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ, ҫӗркаҫ тата тепӗр виҫӗ кафе: «Панорама» кальяннӑй, «Депо» бар-кальяннӑй, «Mars» лофт-бар – ҫакланнӑ. Вӗсен тӗлӗшпе административлӑ протоколсем ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкар хулинче шкул ачине машина ҫапса хӑварнӑ. Яш ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта инкеке лекнӗ. Чӑваш Енӗн патшалӑх автоинспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек хулан Кӑнтӑр поселокӗнче чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 16 сехет те 35 минутра пулса иртнӗ. Ҫул урлӑ каҫакан яш ҫине «Лада Гранта» автомобиль пырса кӗнӗ. Ача йывӑрах мар суранланнӑ. Турра шӗкӗр, пульницӑра сипленмеллех шар курман вӑл. «Инкек вӑхӑтӗнче водитель урӑ пулнӑ», – уҫӑмлатнӑ Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн Шупашкарти пайӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Васкакан вакка сикнӗ тесе ваттисем ахальтен каламан ҫав. Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑн патне утма ӳркеннӗ те машина айне лекнӗ. Инкек ӗнер ирхи 8 сехет те 50 минутра Гагарин урамӗнчи Тӗп пасар тӗлӗнче пулнӑ. 81 ҫулти хӗрарӑм ҫулӑн тепӗр енне машинӑсемпе ӑмӑртмалла талпӑннӑ. Утмӑл ҫултан иртнӗ ҫынна ултӑ ҫулти ача ӑсӗ кӗрет тесе ахальтен каламан тейӗн. Ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ ватӑ ҫын ҫине «Лада Гранта» пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм пуҫ мимине суранлатнӑ. «Ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ, унтан килне янӑ», – пӗлтереҫҫӗ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |