Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Культура: Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа — 115 ҫул

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.01.2022 07:08 | 1559 хут пӑхнӑ
Культура
https://www.facebook.com/chuv.naz.museum/photos/a.581283045340387/2407419119393428/ сӑнӳкерчӗкӗ
https://www.facebook.com/chuv.naz.museum/photos/a.581283045340387/2407419119393428/ сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Петӗр Хусанкай сӑвӑҫ, литературовед, публицист, тӑлмач ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ «Хусанкая вулатпӑр» флешмоб пуҫарнӑ. Унта кирек кам та хутшӑнать. Сӑмах май каласан, ашшӗн сӑввине Атнер Хусанкай та вуланӑ.

Петӗр Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанри Элкей районӗнчи Сиктӗрмере (халӗ Хусанкай) ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Поэт пӗтӗмпе 50 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл вырӑсла хайлавсене чӑвашла куҫарнӑ.

#Элкей районӗ, #Тутарстан, #музейсем, #юбилейсем, #поэтсем, #ҫыравҫасем, #астӑвӑм, #Сиктӗрме

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2615.59.5216
2022.01.22 07:44
Agabazar
Хуть те мĕн каласан та, тăлмач тени вырăнлах мар. Вапше Хусанкай пирки вăл кам пулни пирки черетлесе тухни йĕркесĕртерех. «Поэт» тени мăй таран çителĕклĕ.

Поэт, Чăваш халăх поэчĕ. Пăнчă.
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.22 17:32
Студент тапхӑрӗнче Атнер Петрович пире ашшӗн тӑван ялне - Сиктӗрмене - илсе кайнӑччӗ. Вӑл вӑхӑтра унта питӗ чухӑнлӑх сисӗнеччӗ: пӗчӗк пӳртсем, тайӑлнӑ картасем.
Нумаях пулмасть Алексей Енейкин тележурналист П.П.Хусанкай тӑванӗ - Иван Казанков - ертсе пыракан совхоза (тӗрӗсех ҫыратӑп - совхоза!) кӑтартрӗ - тӗлӗнмелле хӑватлӑ ялхуҫалӑх предприятийӗ. Ҫӗрӗ кӑна 50 пине яхӑн гектар! Ертӳҫӗ совет законӗсемпе пурӑнать: кабинетӗнче СССР ялавӗ, Ленинпа Сталин портречӗсемпе бюсчӗсем. Сиктӗрме тӑрӑхӗнчи ялсенче пурӑнакан ҫамрӑксем валли капмар ҫуртсем ҫӗклет. Хусанкайӑн чӑн-чӑн тӑванӗ!
Agabazar // 2615.59.5216
2022.01.23 08:30
Agabazar
Никам та тахçанхи СССР саккунĕсемпе пурăнма пултараймасть. Пурте паянхи саккунсемпе пурăнаççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем