Пӑтӑрмахсем
![]() gunsbroker.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи каҫхине Шупашкар хулинче 39 ҫулти арҫын полицейскисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Форд-Транзит» машинӑпа пынӑ чухне ун умне «Киа-Рио» автомобиль сиксе тухнӑ. Ҫул-йӗр правилине сӗмсӗррӗн пӑсакан ҫынна «Форд» Шупашкарӑн Кӑнтӑр районӗнче хӑваласа ҫитнӗ. Анчах лӑпкӑн калаҫма май килмен. «Киа» водителӗ газ пистолетне туртса кӑларнӑ та хайхине мӑйӗнчен пенӗ. Арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. «Киа» машина номерне хулари видеокамерӑсем пулӑшнипе тупса палӑртнӑ. Унӑн водителӗ 32 ҫулти арҫын, вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер, пулнӑ. Вӑл хӑй пуҫтахланнине йышӑнман, «Форд» машина водителӗ пӑшала туртса илме тӑнӑ тесе ӗнентерме пӑхнӑ. Пӑтӑрмаха пакунлисем малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫак кунсенче «Тӗрӗ-эреш – кил илемӗ» курав ӗҫлет. Унпа ҫулталӑк вӗҫленичченех паллашма май килӗ. Курава Красноармейски районӗнчи икӗ ӑстан: Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Жанна Михайловой тата тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратассипе ҫине тӑракан хастарӑн Светлана Мефодьеван — ӗҫӗсенчен йӗркеленӗ. Жанна Михайлова Красноармейски районӗнчи «Заволжский» клубра ачасемпе ӗҫлет. Вӑл ертсе пынипе унта декораципе прикладной ӳнер ӑсталӑхӗн «Пӳрнеске» кружокне йӗркеленӗ. Тӗрлӗ ҫулти 50 ытла ачапа 30 ытла хӗрарӑма вӑл тӗрлӗ ӑсталӑха алла илме пулӑшать. Республикӑри, пӗтӗм Раҫҫейри, тӗнчери куравсемпе конкурссене хутшӑнать. Светлана Мефодьева чӑваш тӗррипе 2000 ҫултанпа кӑсӑкланать. Чӑваш тӗрри ӑна Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ Мария Симакова ирттернӗ курсра пулнӑ хыҫҫӑн илӗртме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юрий Пичугин тунӑ сӑн ЧР экономика аталанӑвӗн экс-министрӗ Владимир Аврелькин тӗрмере ларать. Ҫулталӑк пусламӑшӗнче суд ӑна унта 4,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кӗҫех, ултӑ кунран, ун тӗлӗшпе каллех суд пулмалла. Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каллех приговор вулӗҫ. Аса илтерер: Владимир Аврелькина дожноҫпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. Аврелькинпа пӗрле ҫак ӗҫе тунӑ икӗ ҫын тата строительство фирмин пуҫлӑхӗ те явап тытаҫҫӗ. Экс-министр патшалӑх субсидийӗсем пама посредниксем урлӑ икӗ миллион тенкӗ ыйтса илнӗ. Тата пӗр миллион тенкине ҫав строительство организацийӗнченех тепӗр тӳре-шарана памалле тесе илнӗ. Анчах ҫакна тума хатӗрленмен те вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() sledcom.ru сайтри сӑн Паян, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти харпӑр секторти пӗр ҫуртра 65 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Унӑн мӑйӗ тавра электричество кабелӗпе ултӑ хутчен ҫавӑрса пӑвнӑ. Кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗрсем пулнӑран кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак преступление тума пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 62 ҫулти арҫын паян ҫав харпӑр секторта кӳршӗ ҫуртра каннӑ. Ӑна тытса чарнӑ, следстви вӑхӑтӗнче хупса лартнӑ. Халӗ, Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Чӑваш Енри автобус Мускава кайма тухсан аварие лекнӗ. Водитель ҫул ҫинчен тухса кайса тимӗр бетонлӑ юпана пырса тӑрӑннӑ. Авари юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 40 минутра пулнӑ. Автобус Улатӑртан Мускава каҫхи 7 сехетре кайма тухнӑ. Владимир облаҫне ҫитсен юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. «Водитель ҫул пӗлмен, вӑл ҫывӑрса кайнӑ. Эпир пурте хӑраса кайрӑмӑр. Пӗр хӗрарӑмӑн юн пусӑмӗ хӑпарчӗ, ӑна япӑх пулса кайрӗ. Телее, никам та суранланман. Эпир кипкепе ҫуралнӑ ахӑртнех», - каласа кӑтартнӑ пӗр пассажир. Авари хыҫҫӑн ҫынсене тепӗр автобус лартса кайнӑ. Вӗсем Мускава чиперех ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «МТС» компани Чӑваш Енри 18 яла, вӗсенчен 15-ӗшӗнче 600-тен сахалрах ҫын пурӑнать, 4G ҫыхӑнӑва ҫитернӗ. Асӑннӑ сетьпе Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш, Вырӑс Тимеш, Ленин Поҫҫолкки; Муркаш районӗнчи Отарккӑ, Шарпаш, Чуманкасси; Вӑрнар районӗнчи Отиккӑвӑ, Кӳстӳмӗр, Ершепуҫ; Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимешӗ, Кӗҫӗн Шӑнкӑртам; Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси, Мӑн Этмен, Тумликасси ялӗсем усӑ курайӗҫ. Вӗсенче пурӗ 5 пин ытла ҫын пурӑнать. Сете ҫавӑн пекех Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисенче сарнӑ. Тӗнче тетелне смартфон, планшет, модем е урӑх хатӗр урлӑ кӗрсен хӑвӑртлӑх ҫеккунтра 75 мегабитпа танлашать. «МТС» компанин Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ Артур Сизов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк вӗҫлениччен тата тепӗр 23 тӑрӑха пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет ҫитермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Асамлӑ тӗрӗ» кружок хӑйӗн ӗҫне пуҫӑнӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе паллашас, ӑна алла илес, хӑш ереш тата тӗс мӗне пӗлтернине ӑнланас тесен вулавӑша ҫул тытмалла. Пӗрремӗш заняти юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. «Асамлӑ тӗрӗ» кружока 2013 ҫулта йӗркеленӗ. Ӑна пуҫарма Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр. Вӑл кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ) халӑх ӑсти хутшӑннӑ. Кӑҫалхи занятисене Евгения Жачеван вӗренекенӗ, Надежда Кузнецова ӑста, ирттерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Авӑн уйӑхӗ иртнӗрен Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫне те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Иртнӗ уйӑхра вара унӑн ӗҫӗ ытлашшиех нумая куҫман, пурӗ те 24 пин ҫӗнӗ мӑшӑр ҫеҫ тума ӗлкӗрнӗ. Сӑлтавӗсене илес пулсан вара ҫаксене палӑртма пулать: йывӑртарах кӗнекесем, ытти ӗҫсем кансӗрлени. Сӑмах май, иртнӗ ҫулхине авӑн уйӑхӗнче эпир рекорд тума пултарнӑччӗ — ҫурла уйӑхӗнче 21 пин мӑшӑр хатӗрленӗ пулсан, авӑн уйӑхӗнче 30 пин ытла. Авӑн уйӑхӗнче пирӗн ҫӳпҫере Жюль Вернӑн «Ҫӗр варрине анса курни», Петр Павленкон «Телей», Валентина Осеевӑн «Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем», Виктор Гюгон «Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул» хайлавӗсем мӑшӑрланчӗҫ. Малалла мара Геннадий Фишӑн «Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни» (пичет пахалӑхӗ япӑх пулнӑран унпа ӗҫлесси вӑраха тӑсӑлса кайрӗ-ха) тата ытти хайлавсемпе ӗҫлеме палӑртнӑ. Малтанхи кӑтартусемпе танлаштарнӑ май ҫакна палӑртма пулать: халь пирӗн 1 846 текст (+21), 615 107 пуплевӗш (+24 633). Сӑмахсен йышӗ 6 471 015-пе (+231 659) танлашать. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта паян чутах пысӑк инкек пулса иртмен. Хулара пӗр ҫын машина ҫулӗ ҫине тӑсӑлса выртнӑ. Ҫавна асӑрханӑ пӗр водитель пӑрӑнса иртес вырӑнне... чарӑнса ларнӑ. Ҫапла-ҫапла. Вӑл ӑна ытти машина ҫапса хӑварассинчен ҫӑлса хӑварнӑ. Водитель пакунлисем патне шӑнкӑравланӑ. Вӗсем часах вырӑна пырса ҫитнӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ӳсӗр ҫынна полицине илсе кайнӑ, унтан пульницӑна ӑсатнӑ. Ҫул ҫинче ӳсӗр ҫынсем инкеке лекме пултараҫҫӗ. Шар курас мар тесен ӳсӗрӗличчен эрех ӗҫмелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Музее парнеленӗ кӗнекесем Кировра вырнаҫнӑ Александр Грин музейӗ хӑйне евӗрлӗ экспонатсемпе пуянланнӑ. Ҫыравҫӑн чӑвашла куҫарнӑ хайлавӗсен пуххине музей парне евӗр йышӑннӑ. Ӑна куҫару авторӗ Алексей Леонтьев парнеленӗ. Парнене «А.С. Грин: взгляд из XXI века» (чӑв. А.С. Грин: XXI ӗмӗр куҫӗпе) ӑслӑлӑх конференцийӗнче панӑ. Унта куҫаруҫӑна та йыхравланӑ. Киров облаҫӗнчи таврапӗлӳ музейӗ Шупашкарти хӑна тухса калаҫнине итлекенсем кӑсӑкланса тӑнланине, ҫавна май ҫырнисен 5 томлӑ пуххине парнелеме хистенине пӗлтернӗ. Алексей Леонтьев асӑнмалӑх ҫырса хӑварнӑ. Унта ҫапла каланӑ: «Грина юратса — Киров облаҫӗнчи таврапӗлӳ музейне. Грэй капитан калашле, тӗлӗнтермӗше хӑвӑн аллупа тӑвасси — чее мар чӑнлӑх. Маншӑн Грин чӑвашла калаҫни тӗлӗнтермӗш». |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |