Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Вӑрнарта пурӑнакан 28 ҫулти хӗрарӑм ҫуралнӑ кунне поселокри саунӑра паллӑ тунӑ. Киле кайма пуҫтарӑнсан хайхискер енчӗкне тупайман. Шырасан вӑл ҫиелти тум купи айӗнче выртнине курнӑ. Анчах Мускав облаҫӗнче ӗҫлесе илнӗ 12 пин те 800 тенкӗ унта пулман. Ӑҫта кайса кӗнӗ? Саунӑна ют ҫынсем кӗменнине шута илсе хӗрарӑм пур хӑнана та кӗсйисене тавӑрса кӑтартма ыйтнӑ. Пӗр хӗр ҫеҫ ҫакна туман, хӑвӑрт тумланнӑ та тухса тарнӑ. Полици ӗҫченӗсенчен вӑл туалетра пытаннӑ. Ӳкӗтлесен те тухма килӗшмен. Калаҫсан-калаҫсан пӗр хӗрарӑм полицейски шала кӗнӗ. 23 ҫулти хӗр вара унта укҫана унитазра юхтарса яма, унтан ҫиме хӑтланнӑ. Ҫак хӗр унччен судпа айӑпланман. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |