Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи 36 ҫулти арҫын савнийӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ тӗнче тетелӗнче хӗрсемпе паллашма тытӑннӑ. Вӑл паллашу сайтӗнче регистрациленнӗ. Анчах унта ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ.
Пӗр хӗрарӑм паллашнӑ-паллашман 2,5 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Арҫын куҫарса панӑ. Тепӗр кун киви-енчӗке 50 пине яхӑн куҫарма ыйтнӑ. Укҫа хаклӑ йышши эмелсем илме, хӗрне сиплеме кирлӗ-мӗн. Кайран хӗрарӑм Шупашкарта тара илнӗ хваттершӗн 30 пин ыйтсан та арҫын иккӗленмен. Анчах хӗрарӑм унпа тӗл пулма килӗшменрен ҫыхӑну татӑлнӑ.
Вӑл тепӗр хӗрпе паллашнӑ. Лешӗ ӑна хӑнана пыма шантарнӑ. Анчах ҫул тӑкакне саплаштарма, телефон номерӗ ҫине укҫа хума ыйтнӑ. Ҫӑпла вӑл ӑна 194 пине яхӑн куҫарса панӑ.
Арҫын хӑйне улталанине ӑнлансан полицие кайнӑ.