Культура
![]() Натали Захарован Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнкерчӗк Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускаври Патшалӑх истори музейӗнче И.Е. Забелин премийӗпе чысланӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри сумлӑ премие 2019-2020 ҫулсенчи ӗҫсемшӗн панӑ. Чи лайӑх ӗҫсене 2021 ҫлхи юпа уйӑхн 5-мӗшӗнчех музейӑн Учёнӑй канашӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ-ха. Халӗ вара ҫӗнтерӳҫӗсене чыслама пухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче Чӑваш Енри Наталия Захарова та пулнӑ. Вӑл пухса хатӗрленӗ «Серебряные украшения и головные уборы чувашей XVIII–XIX вв.» кӗнеке-альбома виҫҫӗмӗш вырӑншӑн чысланӑ. |
Ҫавӑн пекех пӑхӑр |
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |