Пӑтӑрмахсем
![]() stolica-s.su сӑнӳкерчӗкӗ Мускав облаҫӗнче пурӑнакан арҫын Чӑваш Енри кинемее машинӑпа ҫапса хӑварнӑ. Вӑл ӑна вилмеллех амантнӑ. Инкек хыҫҫӑн водитель вырӑнтан тапса сикнӗ. Хӑйне тупаймаҫҫӗ тенӗ пулинех. Анчах вӑл хытах йӑнӑшнӑ. 45 ҫулти арҫын ватӑ хӗрарӑма 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче каҫхи 19 сехет тӗлӗнче ҫапса хӑварнӑ. Инкек «Никольски — Етӗрне — Нурӑс» ҫул ҫинче, Элӗк районӗнчи Крымсарайккӑ ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ. Ҫынна вилмеллех амантнӑ, ҫитменнине тата инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ водителе суд 7 ҫул ҫурӑлӑха тӗрмене ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |