Культура
![]() Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ мухтавлӑ Иван Яковлев ҫӗнӗ чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе кӑҫал 150 ҫул, «Чӑваш халӑхне» халала ҫырнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ҫак пулӑмсене асра тытса халалласа регионсен шайӗнчи «Ҫӗнӗ хум» литература конкурсӗ иртӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тата Чӑваш Енри шкулсенче 7–11-мӗш класенче, колледжсемпе техникумсенче, аслӑ шкулсенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурс нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫланнӑ, вӑл ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ. Конкурса йӗркелекенсем хушшинче — Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |