Чӑваш Енре санавиаци вертолечӗ пациентсене пульницӑна часрах пульницӑна илсе ҫитерме пулӑшать. Кӑҫал вӑл нарӑс уйӑхӗн варринчен вӗҫме тытӑнӗ.
Хальхинче те килӗшӗве «Вырӑс вертолет тытӑмӗсем» обществӑпа алӑ пуснӑ. Кӑҫал ӑна санавиацишӗн 35,9 миллион тенкӗ парӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк вӗҫлениччен сахалтан та 59 хутчен вӗҫме палӑртнӑ. Перекетлеме май пулсан 85 вӗҫев пулӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр санавиацишӗн 45,9 миллион тенкӗ тӳленӗ. Ку укҫапа 53 вӗҫев тума палӑртнӑ. Анчах пирӗн республика пӗчӗк пулнине кура перекетлеме май килнӗ, 109 хутчен вӗҫеве тухнӑ.