Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Персона
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гумантари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне, 65 ҫулхи Петр Краснова, ӗҫрен кӑларнӑ. 27-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Пётр Степанович 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Вӑл Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче 1956 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Философи наукисен кандидачӗ. 40 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, 2 кӗнеке авторӗ. Пётр Краснов хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн Президенчӗн Администрацине ертсе пынӑ, социаллӑ политика министрӗ, культура министрӗ пулнӑ. Чӑвашстатра ертӳҫӗн заместителӗнче те ӗҫленӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитета та ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Тӑрӑш, тен ҫак чыса ҫӗнсе илейӗн. Анчах та питӗ хытӑ иккӗленетӗп. Вӗсем патнелле сана тупӑ пенин инҫӗшне те ҫывхартмӗҫ.
Вулакан, сана Пётр Краснов кӗнекисем мӗн тума кирлӗ? Ма кун пирки халь тин аса илтӗн? Каярах юлмарӑн-ши кун пирки кӑравул! кӑшкӑрма????
Кураков е Краснов портфельне хӑй вӑхӑтӗнче йӑтса ҫӳренинчен ма вӑтанмалла?
Вӑтанмалли кунта ним те ҫук. Мӑнаҫланма вара пулать. Мӗншӗн тесен ку эсӗ вӗсене витӗм кӳме те пултарнине пӗлтерет.
Кӑмака ҫинче ларнипе вара никама та витӗм кӳрейместӗн.