Чӑваш Ен аталанӑвӗн корпорацине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унти тилхепене халӗ Оксана Ивановӑна шанса панӑ. Унччен гендиректорӑн тивӗҫне Александр Спиридонов пурнӑҫланӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, корпораци тупӑшӗ пысӑках мар. Кӑҫалхи ҫур ҫула унта 1 миллиона яхӑн тупӑшпа ҫеҫ вӗҫлеме мехел ҫитернӗ. Ҫавна май корпорацин сӑнав канашӗн иртнӗ уйӑхри ларӑвӗнче пуҫлӑха тупӑша ӳстерме сӗнсе хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑх, Оксана Иванова, хальлӗхе гендиректорӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан пулса тӑрӑшать. Директорсен канашӗн ларӑвӗнче уншӑн пӗр шухӑшлӑн сасӑланӑ. Ларӑва республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Денис Спирин та хутшӑннӑ.