Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Журналистсене преми парӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 24.01.2022 07:51 | 1329 хут пӑхнӑ
Культура
Зоя Яковлеван Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Зоя Яковлеван Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри журналистсене пӗлтӗрхи ӗҫшӗн кӑҫал та преми парӗҫ. Кунта сӑмахӑмӑр Ҫемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид ячӗллӗ журналистсен премийӗсем пирки пырать.

Ҫемен Элкер премийӗн лауреачӗ ята «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн корреспонденчӗ Алексей Енейкин Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавма хутшӑннисене халалласа хатӗрленӗ «Военное детство» (чӑв. Ҫар ачалӑхӗ) телепрограммӑсен ярӑмӗшӗн, Етӗрне районӗнчи «Знамя труда» хаҫат тӗп редакторӗ Лилия Петрова ӗҫ ҫыннисемпе, чӑваш халӑх йӑли-йӗркипе паллаштаракан материалсемшӗн тивӗҫнӗ.

Николай Никольский премине «Хыпар» хаҫатӑн ятарлӑ корреспондентне Валентина Багадеровӑна Чӑваш Енри интернационаллӑ ҫемьесемпе паллаштарнӑшӑн пама йышӑннӑ.

Леонид Ильин премине Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Алексей Леонтьев — «Аркадий Айдак: романтик, пассионарий, созидатель» кӗнекешӗн, «Республика» хаҫат корреспонденчӗ Владислав Николаев — ял тӑрӑхсен территорийӗсене ниме йӗркипе хӑтлӑлатнипе паллаштарса тӑнишӗн.

#чыславсем, #журналистсем, #премисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Саландай-Шамаршаран // 1698.82.7565
2022.01.24 14:42
Саламлатап !!! Хастар сынсене хисепле ят пани пите аван .
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.24 22:09
Лилия Петровӑпа Алексей Енейкин Çемен Элкер премине илме тивӗçлӗ пулни савӑнтарчӗ. Ырлас! Саламлас! Лиля студент чухнех хастарччӗ, Алюш юлашки вӑхӑтра пит те пӗлтерӗшлӗ телекӑларӑмсем хатӗрлерӗ. Çеçпӗл Мишшипе хатӗрленӗ передача, Иван Казанковран илнӗ интервью чӑваш тележурналистикинчи пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Вӗсенче шанчӑк паракан хӑват пур.
Енчен те Алюш Леонтьев (ӱкерчӗке пӑхсан) хӑйне хӑй лауреат туса ларать пулсан, паллах, ку хитрех мар. Темшӗн Брежнев вӑхӑтне аса илтерет - Леонид Ильич тек кӑкӑрӗ çине Ылтӑн Çӑлтӑр çакатчӗ. Комисси членӗсен çамрӑк талантсене палӑртсан аван та...
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.24 22:13
Комиссире ХХ ӗмӗртенпех пӗр сӑнсем. "Тава тивӗҫлӗ комисси членӗсем" ят пама та пулать хӑш-пӗрне.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем