Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 700 пин мӑшӑр хатӗрлерӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.02.2021 18:02 | 1533 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсен тепӗр чикки урлӑ каҫни пирки пӗлтерет — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 700 пин урлӑ каҫнӑ. Кӑҫалхи ҫулталӑка лаборатори 652 пин те 732 мӑшӑрпа пуҫланӑччӗ — ҫапла май вара вӑл вӑхӑтранпа пурӗ 47 пин ытла ҫӗнӗ мӑшӑр хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ. Нарӑс уйӑхӗнчех ку вӑхӑт тӗлне 20 пине яхӑн ҫӗнӗ мӑшӑр хутшӑннӑ.

Хальхи вӑхӑтра мӑшӑрсен ытларах пайӗ илемлӗ литературӑран тӑрать. Ҫавах ытти тӗслӗхсем те сахал мар: саккунсем те пур, спектакльтен илнӗ тӗслӗхсем те, хыпарсем те, хаҫат-журналсенче пичетленнӗ статьясем те.

Аса илтеретпӗр, чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене чӑваш чӗлхи лабораторийӗ 2019 ҫулхи ака уйӑхӗнче тӗплӗн пуҫӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра мӑшӑрсен йышӗ 37 пинрен ҫеҫ иртнӗ пулнӑ. Икӗ ҫул хушшинче ҫапла май 700 пине яхӑн мӑшӑр пуҫтарма ӗлкӗрнӗ. Кӑҫалхи план тӑрӑх пӗтӗмӗшле мӑшӑрсен йышне пӗр миллион таран ҫитересшӗн. Малалли планра чӑвашларан вырӑсла куҫарнӑ хайлавсем тӑнӑран (чӑвашлине те вырӑслине те электронлӑ хурмӑна куҫарма тивӗ) ку ӗҫ тӗллеве ҫитерме йывӑртарах пулин те лабораторире тӑрӑшакансем паянхи кун ӑна пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ.

Ку ӗҫре эсир те пулӑшма пултаратӑр. Чӑвашла пуплевӗшсене вырӑсла куҫарма вӑхӑт ҫук е ку ӗҫ сирӗншӗн йывӑртарах пулсан, укҫӑ-тенкӗпе те пулӑшма май пур. Эсир куҫарнӑ укҫа лабораторире тӑрӑшакансене (сканерланӑ хыҫҫӑн юлнӑ йӑнӑшсене тӳрлетекенсен хӗрсене) тӳлеме кайӗ.

#ЧЧЛ, #чӑваш чӗлхи, #сайтсем, #ҫитӗнӳсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем