Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.1 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗ

Чӑваш Енри ялсенче пурӑнакансем ӗне тытнишӗн патшалӑхран субсидие илеҫҫӗ.

Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхри 32 пин ҫын 48,3 пин ӗнешӗн субсидие тивӗҫнӗ. Укҫана ӗне хуҫисен 88,9 проценчӗ илнӗ те ӗнтӗ.

Патшалӑх паракан ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен заявленипе вырӑнти ял тӑрӑхӗсене каймалла. Вӗсене ҫулталӑк вӗҫлениччен йышӑнаҫҫӗ.

Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствипе ҫыхӑнма пулать. Телефон номерӗ — 8 (8352) 64-22-41.

Хушма хуҫалӑх тытакансене Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хушнипе пулӑшаҫҫӗ.

 

Ҫул-йӗр
avtovokzal-cheboksary.ru сайтри сӑн
avtovokzal-cheboksary.ru сайтри сӑн

«Пилигрим» тулли мар яваплӑ общество студентсене Шупашкартан Канаша ҫур хакпа илсе ҫӳреме йышӑннӑ. Ку ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗччен пулӗ.

Авӑнӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен студентсем Канаша ҫур хакпа ҫитме пултарӗҫ. Анчах ку куҫӑн майпа вӗренекен ҫамрӑксене ҫеҫ пырса тивет.

Акципе усӑ курас тесен Канашри е Шупашкарти автовокзалта студент билетне кӑтартмалла. Билета ҫур хакпа 511-мӗш тата 511-Э номерлӗ маршрутсем ҫине туянма пулать.

 

Сывлӑх
Владимир Михайлов тунӑ сӑн
Владимир Михайлов тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкулта икӗ ача кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсем ҫемйипе Турцире каннӑ, унтан килсен анализ панӑ, анчах кӑтартӑвне кӗтсе илмен – ҫаплипех шкула ҫӳренӗ. Юлашки хутчен вӗсем унта авӑнӑн 3-мӗшӗнче пулнӑ.

Анализ кӑтартӑвӗ халӗ паллӑ ав – ачасен кӑшӑлвирус пур. Вӗсем класри тантӑшӗсемпе хутшӑннӑ. 19-мӗш шкулти 3-мӗш «Б» класа (унта 27 ача вӗренет) тата 9-мӗш «Б» класа (унта 20 ача ӑс пухать) хупма тивнӗ. Ачасене изоляци тунӑ, вӗсем дистанци мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсене тухтӑрсем пӑхса тӑраҫҫӗ. Шкулта вара дезинфекци тунӑ.

Авӑнӑн 8-мӗшӗнче Сосновкӑри 10 ҫулти ача чирленине палӑртнӑ. Вӑл инфекциленнӗ тӑванӗсемпе хутшӑннӑ.

 

Сумлӑ сӑмах Культура

1. Калле-малле пӑхса илсен…

Чӑвашла «Тӑван Атӑл» журнал тӑххӑрмӗш теҫеткепе пырать. Тӑванӗсенчен пӗчченех тӑрса юлчӗ вӑл. Литературӑпа илемӗшӗн хулӑн журналӗсем 100 ҫул каялла — ХХ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенче Чӗмпӗрте («Шурӑмпуҫ», 1919-1921), Хусанта (Утӑм», 1928-1929), Ӗпхӳре («Хӗрлӗ Урал», 1934-1936), Самарта («Вӑтам Атӑл», 1931-1935) тухса тӑнӑ. Шупашкарта 1924 ҫулта «Сунтал» («Ялав»), 1925 ҫулта «Капкӑн» тухма пуҫланӑ. Халӑх юратакан кӑларӑмсем пулнӑ, ун чухнех 4-5 пин экземплярпа пичетленнӗ. Хутла тин ҫеҫ вӗренме пуҫланӑ хресчен вӗсене илсен пӗрле пухӑнса вулама тӑрӑшнӑ. Пирӗн килти мачча ҫинче вӑрҫӑ хыҫҫӑн та упранатчӗҫ-ха ҫав журналсем, халӗ те пур хӑшпӗр кӑларӑмӗсем. Упратӑп вӗсене, тата тепӗр хутчен хавхаланса вуларӑм.

Чӑваш халӑхӗн ХХI ӗмӗрте пысӑккисем валли пӗртен пӗр чӑвашла «Тӑван Атӑлне» литературӑпа культура тата искусство журналӗ (литературно-художественный и культурно-просветительский журнал) тенӗ. Вӑл 1936 ҫулта «Илемлӗ литература» ятпа тӑваттӑ тухнӑ та, виҫӗ ҫул — тискер репресси ҫулӗсенче! — пичетленеймен. 1940–1944 ҫулсенче, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, «Тӑван Атӑл» пулса тӑриччен, вунҫичӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ.

Малалла...

 

Культура
espanarusa.com/ru сайтри сӑн
espanarusa.com/ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кинотеатрсене уҫма йышӑннӑ. ЧР Культура министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем кӑшӑлвирус условийӗсенче ӗҫлеме хатӗр. Роза Лизакова министр кинотеатрсем хушу саккунлӑ вӑя кӗрсен 5-7 кунра уҫӑлма пултарнине каланӑ.

Республикӑра харпӑр 6 кинотеатр тата 16 кинозал пур. Пӗлтӗр вӗсенче 26 пин ытла киносеанс иртнӗ, 778,9 пин куракан пулнӑ.

Паян Культура министерстви Шупашкарти «Синема», «Три пингвина», «Волжский» кинотеатрсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем куракансене йышӑнма хатӗр – кинотеатрсенче дистанци пӑхӑнмалли паллӑсем, кассӑра тата кинозала кӗнӗ ҫӗрте хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмаллине аса илтерекен наклейкӑсем пур, санитайзерсем вырнаҫтарнӑ, маскӑсемпе перчеткесем туяннӑ.

Анчах Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская кинотеатрсене уҫма хирӗҫ пулнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра ОРВИпе, пневмонипе, гриппа чирлекенсен йышӗ ӳсет.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри тата тепӗр яла газ ҫитернӗ. Хальхинче ҫак ырлӑхпа Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Пущӑн Сали ялӗсем киленӗҫ.

Хӗрлӗ хӑйӑва касма республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев тата ыттисем пырса ҫитнӗ. «Хальхи вӑхӑтра пирӗн регионта газификаци кӑтартӑвӗ 93,6 процентпа танлашать», — тенӗ министр.

Ял газ ҫитерме 3 километр тӑршшӗ пӑрӑх хунӑ. Халӗ 52 хуҫалӑхра ҫут ҫанталӑк ырлӑхӗпе усӑ курма пуҫлӗҫ.

Маларах Куславккара, Канаш районӗнчи Шӑхасанта, Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттанта, Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ялӗнче ӗҫсене вӗҫленӗ. Газпа тивӗҫтерекенсем 20 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
chelny-izvest.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chelny-izvest.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗр миллиона яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ун патне пӗр этем шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗн пирки вӑл банк ӗҫченӗ тесе улталанӑ. Хӗрарӑмран: « Эсир чӑнахах та кредит илесшӗн-и?» — тесе кӑсӑкланнӑ.

Кивҫене кӗме шухӑшламан хӗрарӑм шикленсе ӳкнӗ, хӑй нимле кредит та илме палӑртманнине пӗлтернӗ. Ултавҫӑ-этем хӗрарӑма пулӑшма шантарнӑ. Телефон кӗпҫин тепӗр вӗҫӗнчи ҫын сӑмахне ӗненсе хӗрарӑм хай сисмесӗрех пӗр миллиона яхӑн тенкӗ кивҫен илсе ҫав укҫана пач палламан ҫынна куҫарса панӑ.

Йӗрке хуралҫисем пули-пулми ҫынна шанмалла маррине, банкпа ҫыхӑнмаллине пӗлтереҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Сывлӑх сыхлавӗ валли вертолет туянассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ транспорт эрнере 7 сехет, талӑкра 24 сехет ӗҫлӗ. Ӑна Шупашкара илсе килнӗ ӗнтӗ, вӑл тӗп хуламӑрти аэропортра ларать.

2020-2022 ҫулсенче санитари авиацийӗ икӗ хулапа тӑватӑ район никӗсӗ ҫинче ӗҫлеме тытӑнӗ. Вӑл Шупашкар, Канаш хулисенче, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Патӑрьел тата Етӗрне районӗсенче анса ларӗ.

Кӑҫал вертолет сывлӑша 47 хутчен хӑпармалла. Ку вӑл сывлӑшра пурӗ 108 сехет пулассине пӗлтерет.

Вертолет салонӗнче икӗ медӗҫчен тата пӗр пациент валли вырӑн пур. Сывлӑш транспортне «Русские вертолетные системы» (чӑв. Вырӑс вертолет тытӑмӗ) общество ӗҫлеттерӗ.

Паян вертолет Патӑрьел районӗнчи пӗр арҫынна васкавлӑ операци тума Шупашкарти пульницӑна 35 минутра илсе килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CE35jYwB9zT/
 

Вӗренӳ
ru.dreamstime.com сӑнӳкерчӗкӗ
ru.dreamstime.com сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти 56-мӗш шкулта ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ хӗрарӑм-педагогпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче учитель пиллӗкмӗш класс ачисене класа вараланӑшӑн, ҫав шутра пушмак тӗпӗ хуратнӑшӑн та, ятланӑ. Вӑл вӗсене кӳрентермелле сӑмахсем каласа пӗтернӗ.

Пӑтӑрмах ҫын ҫине тухсан прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑччӗ. Шупашкарти шӑв-шав ҫинчен федераци МИХӗсем те тупӑшса тенӗ пек хыпарларӗҫ. Вӗрентекен хай кӑмӑлӗпе заявлени ҫырса парса ӗҫрен кайнӑччӗ, шкул директорӗ ачасемпе ашшӗ-амӑшӗнчен каҫару ыйтнӑччӗ.

Паян вара Чӑваш Ен прокуратури учитель хӑйне килӗшӳсӗр тытнӑ пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланине пӗлтернӗ.

 

АВН
09

Алӑран ҫыртнӑ
 Таисия Ташней | 09.09.2020 19:47 |

Пӑтӑрмахсем

Патӑрьел районӗнчи Куславкка ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Вӑл йӗрке хуралҫин сулахай аллинчен ҫыртса лартнӑ. Халӗ хӗрарӑмӑн суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ.

Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшенче хӗрарӑмӑн упӑшки мопедпа шлемсӑр ярӑннӑ. Ҫавна йӗрке хуралҫисем асӑрханӑ. Вӗсем мотоциклиста чарӑнма ыйтнӑ. Анчах лешӗ вырӑнтан тапса сикнӗ. Пакунлисем хыҫран хӑваланӑ. Арҫын хӑйӗн килӗ умне ҫитсе чарӑннӑ. Унта хайхин арӑмӗ сиксе тухнӑ, пакунлисемпе хирӗҫме тытӑннӑ. Тарӑхнипе вӑл вӗсенчен пӗрин сулахай аллинчен ҫыртса лартнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1389, 1390, 1391, 1392, 1393, 1394, 1395, 1396, 1397, 1398, [1399], 1400, 1401, 1402, 1403, 1404, 1405, 1406, 1407, 1408, 1409, ... 3893
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 14

1880
145
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ.
1919
106
Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ.
1938
87
Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
48
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...