Республикӑра
![]() sterhluki.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм патне ултавҫӑ 50 хутран ытла шӑнкӑравланӑ. Ҫапах вӑл ӑна шӑнман пӑр ҫине лартса яма пултарнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти хӗрарӑм патне хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Хӗрарӑмӑн кредит пур, ӑна часрах тӳлесе татмалла имӗш. Лешӗ телефон ҫине сарӑм лартмаллине, онлайн майпа ссуда илмеллине пӗлтернӗ. Ку итленӗ, кайран хӑйех ҫав ҫынна 700 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫа куҫсан тин хӗрарӑм йӑнӑш тунине ӑнланнӑ, полицие ҫитсе пулӑшу ыйтнӑ. Ҫурлан 27-мӗшӗнче ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакансенчен ултав мелӗпе 2 миллион ытла тенкӗ илнӗ. Пӗр хӗрарӑм патне ултавҫӑ пӗр кунра 50 ытла хутчен шӑнкӑравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chuvashiya.livejournal.com сайтри сӑн Патӑрьел районӗнче санкцилемен ҫӳп-ҫап купи тупнӑ. Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет. Ҫӗнӗ Ахпӳрт ял тӑрӑхӗнче йӑлари хытӑ каяшсене 1 гектар лаптӑк ҫӗр ҫине пенӗ. Унта строительство, йӑлара усӑ курнӑ, ял хуҫалӑх ҫӳп-ҫапӗсем пур. Ҫӳп-ҫап купи епле майпа пухӑннӑ? Ҫак ҫӗр камӑн харпӑрлӑхӗ шутланать. Патӑрьел районӗн прокуратури тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухӗ. Кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан Семен Солодянкин «СТС» телеканалпа пыракан «Русские не смеются» (чӑв. Вырӑссем кулмаҫҫӗ) кӑларӑмра ӳкерӗннӗ. Унта хутшӑнассишӗн вӑл темиҫе хут та заявка ӑсатнӑ. Семен патне утӑ уйӑхӗнче шӑнкӑравланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫамрӑк арҫын хӑйӗн ҫинчен видеоролик ӳкерсе ярса панӑ. Кайран ӑна шоун тӳри пулма йыхравланӑ. Кӑларӑма Сергей Светлаков, Михаил Галустян тата Александр Незлобин ертсе пыраҫҫӗ. Шоу валли виҫӗ сехете яхӑн ӳкернӗ. Семен ӳкерӗннӗ кӑларӑм авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче эфира тухӗ. Телекӑларӑмра ҫӗнтерекенсем 1 миллион тенке тивӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта вырнаҫнӑ Республикӑн каридологи диспансерӗнче Свердловск облаҫӗнчи 23 ҫулти хӗре операци тунӑ. Чӗре чирне пула вӑл кӗтмен ҫӗртен кирек хӑш вӑхӑтра вилме пултарать. Сипленсен вӑл амӑшӗ пулма ӗмӗтленет. Шупашкарти тухтӑрсем ҫамрӑк пациентӑн ӳчӗ айне ятарлӑ монитор вырнаҫтарнӑ. Пӗчӗк флеш-карта пысӑкӑш регистратор электрокардиограмма ҫырса илӗ. Ун пек монитора 1-3 ҫуллӑха вырнаҫтараҫҫӗ. Маларах хӗр тӗрлӗ клиникӑри никама пӑхӑнман 8 кардиохирург патне ҫитнӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ ятарлӑ прибор лартмаллине каланӑ-ха, анчах вырнаҫтарма килӗшмен. Пирӗн патри кардиохирургсем хӗре тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн монитора вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Иртнӗ уйӑхра Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлерӗ, ҫавна май пӗтӗмпе 45 пин ытла мӑшӑр хатӗрлеме пултарчӗ. Хӗрӳ ӗҫ харама каймарӗ — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ ҫур миллион урлӑ каҫрӗ. Уйӑха эпир 535 200 мӑшӑрпа вӗҫлерӗмӗр. Ҫапла май пурӗ 45 пин те 146 мӑшӑр тунӑ пулать. Рекорд таран кӑшт кӑна ҫитеймерӗ — кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче эпир 45 595 мӑшӑр тусаччӗ, ҫавах та ун хыҫҫӑн ку иккӗмӗш кӑтарту. Виҫҫӗмӗш вырӑнта халь иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗ тӑрать — ун чухне эпир 44 пин те 371 мӑшӑр хатӗрленӗ. Кун чухлӗ мӑшӑр тума пире Максим Горкийӗн «Амӑшӗ», Николай Никитинӑн «Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ», Антонина Голубевӑн «Уржум ачи», Галина Николаевӑн «Ӗҫҫинче» хайлавӗсем тата ыттисем пулӑшрӗҫ. Малалла вара эпир Жюль Вернӑн «Ҫӗр варрине анса курни» романпа, Ванда Василевскаян «Асамат кӗперӗ» повеҫпе, Петр Павленкон «Телей» романӗпе, Геннадий Фишӑн «Кимас кӳлли ялӗ парӑнни» повеҫӗпе ӗҫлесшӗн. Паллах, ыттисем те пулӗҫ. Черетре тата темиҫе теҫетке хайлав тӑрать. Иртнӗ уйӑха пӗтӗмлетнӗ май ҫак кӑтартусене палӑртма пулать: текстсем йышӗ 1 825 (+18), пуплевӗшсен йышӗ 590 474 (+43 651), сӑмахсен йышӗ 6 239 356 (+397 330) калӑпӑшпа танлашрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Культура
Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗренпе тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа
Вӗҫ-хӗрсӗр, пӗлӗт пек, ҫулсем шӑваҫҫӗ — Ҫук улшӑнмасть этемлӗх ҫав-ҫавах: Кив йӑнӑшсем каллех такӑнтараҫҫӗ, Темле усал ҫул урлӑ выртнӑнах.
Хӑшӗ-пӗри мӗн пулнине манать-тӗр, Вӗренеймест вӗт тӗрӗс пурӑнма. Вӑхӑт иртсессӗн кашниех ав паттӑр — Суяпала витесшӗн чӑнлӑха.
Совет Союзӗ вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ — Ҫакна манасшӑн халӗ Анӑҫра. Питне вӗсем кӗҫҫепеле ҫӗленӗ, Нимле миме те ҫуккӑ-ши пуҫра?
Пирӗннисем – мӗльюнӑн пуҫ хурса-ҫке — Хӑтарнӑ тӗнчене чуралӑхран. Ҫав вилнӗ салтаксем суйма памаҫҫӗ — Паттӑрсене манмастпӑр нихӑҫан.
Ман асатте Берлин патнех ав ҫитнӗ: Телей пӳрмен-ҫке — чӗрӗ юлайман. Кукаҫипе ват хуньӑм сусӑр килнӗ, Шел, ҫавӑнпа нумай та пурнайман.
Ҫӗнтерӗве тылра та ҫывӑхлатнӑ Асаннесем те аннесем пӗрле. Ҫак чӑнлӑха епле манма пултарӑн — Ӑна шӑварнӑ йӳҫӗ куҫҫульпе.
Суеҫтерме кӗҫҫе питсем ан хӑйччӑр — Май ҫук улӑштарма историе. |
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчин заведующийӗ хӑйӗн амӑшне ӗҫе илнӗ. Хут ҫинче. Тӗрӗссипе вара хӗрарӑм унта ӗҫлемен. Заведующи тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа ӗҫ вырӑнӗпе усӑ куракансене айӑплаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче хӑйӗн амӑшне кӗҫӗн воспитатель (ансатрах каласан, няня) евӗр ӗҫе илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна 39 пин тенкӗ ытларах тӳленӗ. Ҫав укҫана заведующи хӑй кӗсйине чикнӗ, унпа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. Ача пахчинчи мӗнпур хута тӗпчевҫӗсем тишкереҫҫӗ, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, кӑнтӑрла иртни 14 сехет те 45 минутра, Канашри пӗр предприятире слесарь ӗҫре суранланнӑ. 62 ҫулти арҫын ял хуҫалӑх оборудованийӗ кӑларакан предприятире тӑрӑшнӑ. Преспа ӗҫленӗ чухне вӑл суранланнӑ, сылтӑм аллинчи тӑватӑ пӳрнисӗр юлнӑ. Производствӑри инкек хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Инкек вырӑнне следствипе оперативлӑ ушкӑн пырса ҫитнӗ. Вӗсем инкек вырӑнне тишкернӗ, кӳнтеленсемпе калаҫнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра судпа медицина экспертизи ирттермелле. Инкек сӑлтавне тишкернӗ май ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплисене палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри шкул ачисем Пӗтӗм Раҫҫейри «Помнить – значит знать» (чӑв. Асра тытни пӗлнине пӗлтерет) уҫӑ урока хутшӑннӑ. Кӑҫалхи урока Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине тата Астӑвӑмпа мухтав ҫулталӑкне халалланӑ. Мероприятие ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин, Раҫҫей ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов хутшӑннӑ. Мускаври уҫӑ урока Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри Катя тата Ваня Филипповсем кайма тивӗҫ пулнӑ. Ачасем «Добро не уходит на каникулы» (чӑв. Ырӑ каникула каймасть) конкурса хутшӑнса Мускава кайма тивӗҫнӗ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗпе тата тусӗсемпе Милиционерсен палӑкӗ тата Паллӑ мар салтака асӑнса лартнӑ палӑксен патӗнчи территорие тирпейленӗ, курӑк ҫулнӑ, чечек акнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Атӑл тӑрӑх пӑрахутсем ҫӳреме чарӑнӗҫ. Ҫакӑн пек йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер алӑ пуснӑ, ӑна паян хула администрацийӗн сайтӗнче пичетленӗ. Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, юханшыв навигацине тунтикун, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, чарса лартӗҫ. Пассажирсене пӑрахутпа «Шупашкар – Йӑлӑм – Шупашкар» тата «Шупашкар-Сулахай ҫыранти пляж» маршрутпа турттарма пуҫласси ҫинчен калакан йышӑнура ҫуллахи навигаци ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланассине каланӑччӗ. Кӑҫал пляжсене официаллӑ майпа уҫманран пӑрахутсем пӗр вӑхӑтра Сосновкӑна ҫеҫ хутланӑ, каярах юханшыв траснпорчӗ Атӑлӑн сулахай ҫыранне ҫӳреме тытӑннӑ. Халӑха уҫӑлма Атӑл тӑрӑх илсе каякан рейссене Шупашкарти юханшыв порчӗ халех чарса лартмӗ. Вӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |