Политика
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев журналистсене брифинга пуҫтарнӑ. Унта вӑл суйлава пӗтӗмлетес тӗллевлине пӗлтернӗ. Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, суйлав уҫӑмлӑ иртнӗ. Журналистсем Олег Николаев должноҫе официаллӑ майпа хӑҫан йышӑнассипе те кӑсӑкланнӑ. Вӑл куна авӑн уйӑхӗн 22-мӗшне палӑртнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ирттерӗҫ. Асра юлмалли пулӑма республикӑра пурӑнакан кашни ҫынах курма пултарӗ. Олег Николаев должноҫе йышӑннине Чӑваш Ен Наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Унсӑр пуҫне «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чӑваш Республики» ушкӑнра трансляцилӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Советская Чувашия" тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Нацисен кросӗ» иртет. Вӑл республикӑри 26 вырӑнта пулӗ. Тӗп мероприяти, паллах, Шупашкарта иртӗ. Старта тухакансем 1 пин тата 2 пин метрлӑ дистанцисене чупӗҫ. Программа хускану тунинчен пуҫланӗ. Малтан тӳре-шара 1 пин метра чупӗ. Вӗсем 12 сехетре старта тухӗҫ. Унтан 2001-2002 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсем тата аслӑрах хӗрарӑмсем чупӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн 2001-2002 ҫулсенче ҫуралнӑ каччӑсем тата вӗсенчен аслӑрах арҫынсем старта тухӗҫ. Заявкӑсене паянччен йышӑннӑ. Номерсене Ардалион Игнатьев ячӗллӗ спорт хатӗрленӗвӗн центрӗнче парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 23 минутра «Волгоград – Саратов» ҫул синче Чӑваш Енре пурӑннӑ икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Авари Волгоград облаҫӗнче пулнӑ. «Митцубиси Лансер» руле умӗнче 31 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл – Чӑваш Енрен. Вӑл, шел те, вилнӗ. Тепӗр ҫыннӑн та, 33-ри арҫыннӑн, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Волгоградра пурӑннӑ 70 ҫулти старикӑн та ҫав аварире чӗри тапма пӑрахнӑ. «Фольксваген Пассат» машинӑри тӑватӑ ҫын аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Ен Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ темиҫе йышӑну пулса иртнӗ. Пӗрремӗшӗнчен, республикӑн промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Сергей Лекарева ӗҫрен хӑтарнӑ. Министр пулма республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев министр пулма Евгений Герасимова шаннӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Тепӗр йышӑну та пур унта. Маларах асӑннӑ Сергей Лекаревпах ҫыхӑннӑ вӑл. Ӑна промышленность тата энергетика министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Патӑрьел район прокуратури тӑлӑх ыйтӑвӗпе тӗрӗслев ирттернӗ. Надзор органӗнчен хӗр хӑй пулӑшу ыйтнӑ-ха. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫурт-йӗр черетне ӑна 2015 ҫултах тӑратнӑ. Унтанпа Пӑлара шыв нумай юхса иртнӗ, лав вырӑнтан хускалман. Прокуратура тӗрӗслевӗ те ҫавнах ҫирӗплетнӗ. Вырӑнти тӳре-шара тӑлӑха пулӑшас тесе тӑпӑртатса тӑни сисӗнмен. Хӗре хӳтӗлесе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Унтисем те килсӗр-ҫуртсӑр тӑлӑха пулӑшмаллах тесе йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗрсе ӗлкӗреймен-ха. Ӑна вырӑнти тӳре-шара епле пурнӑҫланине прокуратура хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинче пулнӑ. Вӑл сывлӑх сыхлав минситрӗпе Владимир Степановпа тата пульницӑн тӗп врачӗпе Анатолий Павловпа реабилитаци оборудованиллӗ ҫӗнӗ сиплевпе диагностика корпусӗ тӑвас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ку проекта республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн пилӗк ҫуллӑх программине кӗртсе хӑварнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн ҫавӑн пекех вертолет лапамӗ тӑвасшӑн. Аса илтерер: ҫак уйӑхра пирӗн республикӑри санитари авиацийӗ ӗҫлеме тытӑнчӗ. Республикӑн аякри районӗсенчи йывӑр чирлӗ ҫынсене васкавлӑ операцине унпа Шупашкарти пульницӑсене илсе килеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Ен тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ укҫа-тенкӗ тытассин пахалӑхӗпе Раҫҫейри малта пыракан регионсен шутне кӗрет. Республикӑн Финанс министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул регионсем епле ӗҫленине ҫӗршывӑн Финанс министерстви пӗтӗмлетнӗ. Иртнӗ ҫула тишкерсе специалистсем 7 енӗн 81 кӑтартӑвне хакланӑ. Сӑмахран, бюджета планланине тата ӑна епле тултарнине, парӑмпа епле татӑлнине, патшалӑх пурлӑхӗпе епле усӑ курнине. Мӗнпур кӑтартӑва тишкернӗ хыҫҫӑн Чӑваш Ен укҫа-тенке тытма пӗлекен регионсен йышне кӗнине пӗтӗмлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗнер, чӑваш халӑх поэчӗ Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ кун, Шупашкарти Литература музейӗнче ҫыравҫӑн тӑванӗсемпе тӗл пулу иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова ҫыравҫӑсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Литература музейӗнче Степан Антонович Шумковӑн (Стихван Шавлин) хӗрӗ Ольга Степановна (сӑнӳкерчӗкре вӑл иккӗмӗш ретре, варринче, хӗрлӗ костюмпа тӑрать), мӑнукӗсем Николай тата Степан Кругликовсем пуҫтарӑннӑ. Лидия Филиппова хыпарланӑ тӑрӑх, Степан Юрьевич Кругликов (вӑл сулахай енче тӑрать) Швейцаринче ӗҫлесе пурӑнать. |
Республикӑра
![]() Александр Андреев депутат Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн хӑш-пӗр депутачӗ Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫҫитнине халалласа кӑларнӑ юбилей медальне тивӗҫнӗ. Вӗсене авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче чысланӑ. Ӗнер республикӑн Патшалӑх Канашӗн 43-мӗш сессийӗ ӗҫленӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та хутшӑннӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл суйлава хутшӑннӑ республика ҫыннисене тав сӑмахӗ каланӑ, ҫитес пилӗк ҫула палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫламалли пирки асӑнса хӑварнӑ. Юбилей медальне Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ Александр Андреев тата либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов тивӗҫнӗ. Вӗсем республика Элтеперӗн суйлавне те хутшӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен эрех-сӑра сутма чаракан ҫӗнӗ саккун вӑя кӗнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: малашне «ҫуттине» нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ лавккасенче сутма ирӗк памӗҫ. Паян Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн сессийӗ иртнӗ. Унта 50 тӑваткал метртан пӗчӗкрех заведенисенче эрех сутма чарма йышӑннӑ. Ун пеккисем пирӗн республикӑра вуншар. Олег Таланов депутат, сӑмахран, пурӑнмалли ҫуртсенче эрех сутмалла мар тесе шухӑшлать. Петр Краснов депутат ун пек йӗрке икӗ регионта ҫеҫ: Чечняра тата Ингушетире – тесе каланӑ. Шупашкарти эрех савучӗн хуҫи Олег Мешков 49 тӑваткал метртан пӗчӗкрех пулсан заведение хупма тивӗ-и тесе пӑшӑрханнӑ. Ҫапах та депутатсем саккуна йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |