Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
fishki.net сайтри сӑнӳкерчӗк
fishki.net сайтри сӑнӳкерчӗк

Паян Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри акцизпа ҫыхӑннӑ.

Раҫҫейӗн Бюджет кодексне тӳрлетӳсем кӗртнине пӗлтернӗ май республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина акцизсем пӗтӗмпех республика бюджетне кӗрессине хыпарланӑ. Кунта сӑмах этил спирчӗ тата спиртлӑ шӗвексем сутнинчен илекен налук пирки пырать. Унччен акцизсен 50 проценчӗ регионти хыснана юлнӑ. Ҫӗнӗлӗх вӑя кӗрсен акцизсенчен республика хыснине килекен укҫа виҫи 12 процент хушӑнмалла.

Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ҫак темӑна сӳтсе явма хутшӑннӑ. Вӑл килти сӑрана ытларах вӗретме сӗннӗ иккен. Пословский прокурор шухӑшланӑ тӑрӑх, килте вӗретекен сӑра лавккара туянакан эрех-сӑра пек сиенлӗ мар.

 

Спорт

Чӳк уйӑхӗн 22-23-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьев парнисемшӗн ӑмӑрту иртмелле. Ҫавӑн чухне пирӗн республикӑра Ирӗклӗ майпа кӗрешекен хӗрарӑмсен Раҫҫейри уҫӑ кубокӗшӗн тупӑшӗҫ.

ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту Шупашкарти Пӑр керменӗнче иртӗ. Михаил Игнатьев кубокӗшӗн Раҫҫейри хӗрарӑмсем ҫеҫ мар, Азербайджанри, Кӑркӑстанри, Беларуҫри тата Монголинчи спортсменсем те кӗрешӗҫ.

Медальсен 10 комплектне выляттарӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 17 сехетре финалти ӑмӑртусем иртӗҫ. Ун чухнехи тупӑшӑва спортпа концерт шоувӗ евӗр йӗркелӗҫ. Ирӗклӗ мелпе кӗрешекен хӗрарӑмсен ӑмӑртӑвӗ вӑхӑтӗнче хушшинче чӑваш эстрада артисчӗсем пултарулӑхӗпе киленме май туса парӗҫ.

 

Спорт

Шӑмӑршӑ районӗнчи Владимир Шуряков спортсмен Кире пуканӗ йӑтассипе Сербинче ирттернӗ тӗнче чемпионатӗнче пилӗк ылтӑн медале тивӗҫнӗ.

Шӑмӑршӑ район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, спортӑн маларах асӑннӑ енӗпе тӗнчен юбилейлӑ, вуннӑмӗш, чемпионачӗ Серби Республикинчи Нови Сад хулинче чӳк уйӑхӗн 6-10-мӗшӗсенче иртнӗ. Наградӑсемшӗн 38 ҫӗршыври 600 ытла спортсмен тупӑшнӑ. 70 ҫултан аслӑраххисен ушкӑнӗнче Владимир Шуряков 5 ылтӑн медале тата кубока тивӗҫнӗ.

Владимир Шуряков – кире пуканӗ йӑтассипе ветерансем хушшинче темиҫе хут тӗнче, Европа, Раҫҫей, Чӑваш Ен чемпионӗ. Вӑл Гиннес рекорчӗсен кӗнекин рекордсменӗ. Кире пуканӗ йӑтассипе спорт мастерӗ, йывӑр атлетика енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ.

 

Сывлӑх
foodcity.ru сайтри сӑн
foodcity.ru сайтри сӑн

Юлашки тӑхӑр уйӑхра Чӑваш Енре пурнӑҫшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ тӑватӑ эмел хакӗ ӳснӗ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура каланӑ.

Чӑваш Енре аптека ӗҫӗпе 190 юридици сӑпачӗ ӗҫлет. Мониторинг ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: ытларах Цитрамон, Анальгин, валериана настойки, Бор йӳҫекӗн хакӗ ӳснӗ. Пентафлуцин, Кардиомагнил, Резолют Про йӳнелнӗ.

Элтепер тупӑш тӑвас тӗллевпе хамрӑннисен вырӑнне ют ҫӗршыври эмелсене сутакан аптекӑсене хупма, лицензине туртса илме сӗннӗ.

 

Республикӑра
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн

Чӑваш Енре ӳсӗр ҫынсене урӑлтармалли учрежденисем уҫӑлма пултарӗҫ. Кунпа ҫыхӑннӑ федераци сакун РФ Патшалӑх Думинче пӗрремӗш вулав витӗр тухнӑ. Урӑлтаркӑчсем медучрежденисенче кӑна мар, харпӑр организацисенче те уҫӑлма пултарӗҫ. Вӗсен ӗҫ йӗркине правительство ҫирӗплетӗ.

Ӳсӗр ҫынсене урӑлтаркӑча полицейскисем илсе ҫитерӗҫ. Республикӑра кунашкал учреждени малтан Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӑлӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн тӗп наркологӗ Ирина Булыгина пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе республика правительстви шайӗнче йышӑну пур.

Палӑртмалла: Чӑваш Енри юлашки урӑлтаркӑч 2011 ҫулта хупӑннӑ.

 

Политика
МК тунӑ сӑн
МК тунӑ сӑн

Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев каллех тӳрӗ лини ирттерет. Хальхинче – Чӑваш наци телекуравӗпе. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Михаил Васильевич Наци радиовӗпе тата «Тӑван радиопа» тӳрӗ лини ирттернӗ.

хальхинче Элтепер республикӑри социаллӑ экономика лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартӗ, малашнехи плансене уҫӑмлатӗ тата ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Элтепере ыйту парас килсен 56-51-00 номерпе шӑнкӑравламалла. Чӳк уйӑхӗн 12-13-мӗшӗсенче шӑнкӑравсене 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Чӳкӗн 14-мӗшӗнче тӳрӗ лини вӗҫленичченех ыйтусене йышӑнӗҫ.

Тӳрӗ лини 13 сехетре пуҫланӗ.

 

Хулара
dom-i-zakon.ru сайтри сӑн
dom-i-zakon.ru сайтри сӑн

Ҫамрӑк амӑшӗ ача ҫуратсан пепкине регистрацилеме ЗАГС пайне пынӑ. Хайхискер хӑйӗн хушаматне парасшӑн пулман. Администраци ӗҫченӗсем ҫак хӗрарӑмпа калаҫу ирттернӗ. Ара, саккунпа килӗшӳллӗн ачана ашшӗ-амӑшӗн хушаматне памалла. Ку хӗрарӑм вара ачине упӑшкасӑр ҫуратнӑ.

Амӑшӗ пепкине хӑйӗн хушаматне ниепле те парасшӑн пулман. Мӗншӗнне те ӑнлантарнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл хӑйӗн хушаматне те улӑштарасшӑн имӗш.

Саккунпа килӗшӳллӗн ачана урӑх хушамат пама юраманнине кура хӗрарӑмӑн пепкене хӑйӗн ҫинех ҫыртарма тивнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60783
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, паян, ирхи 7 сехет тӗлӗнче «Вятка-2» ҫул ҫинче «Яндекс. Такси» машини кювета чӑмнӑ. Ҫав вӑхӑтра салонра пассажир та пулнӑ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» водителӗ ҫулпа пынӑ чухне руле итлеттереймен, кювета чӑмса ЛЭП опорини ҫапӑннӑ. Салонра хӗрарӑм пассажир пулнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Водитель те аманнӑ, ӑна та пульницӑна илсе кайнӑ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, хале водитель ӳсӗр пулнипе пулманнине тӗрӗслеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60795
 

Хулара
tvi.ua сайтри сӑн
tvi.ua сайтри сӑн

Шупашкарти пульницӑна 6 ҫулти хӗрачана илсе килнӗ. Унӑн ӳт температури хӑпарнӑ. Ҫав вӑхӑтра вара амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ. Ҫемьене ӑнӑҫсӑррисен йышне шута илнӗ.

Ача килте пулнӑ, унӑн ӳт температури хӑпарнӑ, амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ. Полицин ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен пай инспекторӗ ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Амӑшӗ тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн, ачине тивӗҫлипе пӑхманшӑн протокол ҫырнӑ. Ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комисси ҫемьене шута тӑратма йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60813
 

Сывлӑх
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен Нина Сретенская ҫӗркаҫ Турцинчи пульницӑра пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна паян, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, операци тумалла пулнӑ.

Аса илтерер: пике пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе Мускаври Блохин ячӗллӗ Онкологи центрӗнче сипленнӗ, анчах унта тек пулӑшайман. Нинӑна ҫывӑх ҫыннисем Турцинчи клиникӑна илсе кайнӑ. Унта хӗре сиплеме, шӑмӑ сӑссине куҫарса лартма пулнӑ. Анчах 16 ҫулти хӗр операцие кӗтсе илеймен.

Кӑҫал кӗркунне Нина Сретенскаяна сиплеме ҫынсем укҫа пухма тытӑннӑ. Турцире сипленме 7 миллион тенкӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗччӗ Чӑваш халӑх сайчӗ маларах. Ҫак тӑкаксен шутне сиплев, донор шырани, шӑмӑ сӑссине куҫарса лартни, реабилитаци кӗнӗ. Шупашкар пики валли донора та тупнӑ пулнӑ — 29 ҫулти турккӑ хӗрарӑмне.

 

Страницӑсем: 1 ... 1407, 1408, 1409, 1410, 1411, 1412, 1413, 1414, 1415, 1416, [1417], 1418, 1419, 1420, 1421, 1422, 1423, 1424, 1425, 1426, 1427, ... 3656
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.