Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Кӑшӑвируспа ҫыхӑннӑ йышӑнусене епле пурнӑҫланине Шупашкарти хулари мобильлӗ ушкӑнсем кану тата уяв кунӗсенче те тӗрӗслӗҫ. Хулара йӗркеленӗ мобильлӗ 17 бригадӑран 10-шӗ общество транспортӗнчи тӑрӑма хаклӗ, 3-шӗ – ют ҫӗршывсемпе ытти регионтан килекенсем патне ҫитсе килӗ, 4-шӗ лавккасене ҫул тытӗ.

Сӑмах май каласан, Ҫӗнӗ ҫул каҫхине Шупашкар хулинче общество транспорчӗ ытти ҫулти евӗр ҫурҫӗр иртиччен ҫӳремӗ. Кӑшӑлвируса пула ял-хулара массӑллӑ мероприятисем ирттерме юрамасть. Ҫавна май раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче республикӑн тӗп хулинче троллейбуссемпе автобуссем ӗҫ кунӗсенчи евӗр ӗҫлӗҫ, вӗсем 23 сехетчен ҫеҫ ҫӳрӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ирхине Чӑваш Енре каллех хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Авари А-151 автоҫул ҫинче Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнче пулнӑ. ҪҪХПП пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лифан» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухсан «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ.

Грантӑри» навигатор кӑтартнӑ тӑрӑх, водитель 250 ҫухрӑм кайма ӗлкӗрнӗ, Чулхулана кайма тухнӑ.

Аварире виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви хӑйне пӑхӑнакан республикӑри пульницӑсем уяв кунӗсенче епле графикпа ӗслессине палӑртнӑ.

Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 2, 3, 4, 5, 6, 8, 9, 10-мӗшӗсенче сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ.

Кӑрлач уйӑхӗн 1 тата 7-мӗшӗсенче кая юлмасӑр пулӑшу кирлӗ пулса тухсан тухтӑрсене чӗнсе илме май килӗ. Пульницӑсенчи васкавлӑ пулӑшу пӳлӗмӗсем ун чухне шӑнкӑравсене ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ.

ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви пульницӑсенчи хӗрӳ лини телефонӗсем уяв тата кану кунӗсене пӑхмасӑрах ӗҫлессине ӗнентерет.

 

Пӑтӑрмахсем

Кӗҫӗр Ҫӗмӗрлере хӑрушла преступлени пулса иртнӗ. Унти пӗр килте 48 ҫулти арҫын хӑйӗн шӑллӗне ҫӗҫӗпе чикнӗ. 42-ри вӑйпитти инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 48 ҫулти арҫын амӑшӗпе тата шӑллӗпе пӗр хваттерте пурӑннӑ. Пӑтӑрмах каҫхи 11 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. 48 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. Шӑллӗпе харкашнӑ чух вӑл ҫӗҫӗ ярса илнӗ.

Пуҫиле ӗҫӗ малалла тӗпчӗҫ. Тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.

 

Культура

Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ режиссер тата сценарист Владимир Галошев ӳкернӗ «Батальон моей Родины» документлӑ фильм Беларуҫ Республикинче ирттернӗ «Эпӗ кино ӳкеретӗп» конкурсра палӑрнӑ. Кинокартина «Ӗҫе хӑй юратнипе тӑвакан» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Владимир Галошев тата вӑл тӑрӑхри паллӑ таврапӗлӳҫӗ Илья Трофимов хӑйсен тӑван ялӗнчен, Елчӗк районӗнчи Кушкӑран, фронта тухса кайнисене халалласа хӑй вӑхӑтӗнче кӗнеке кӑларнӑ. Кайран Владимир Галошев документлӑ фильм ӳкернӗ. Тыл ӗҫченӗсене халалланӑ фильмри рольсенче – артистсем мар, ял ҫыннисем.

 

Пӑтӑрмахсем

Етӗрне районӗнчи Мучар ялӗнче пурӑнакан 50 ҫулти арҫын амӑшне вӗлернӗ.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хӑйӗн 75 ҫулти амӑшӗпе харкашса кайнӑ. Тавлашӑвӗ трактор туянма кредит илес килменрен сиксе тухнӑ. Амӑшне арҫын тапса, ҫапса пӗтернӗ. Пӗр 15 хутран кая мар. Сурана пула хӗрарӑм юпа уйӑхн 7-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ.

Усал арҫын килтен ҫеҫ мар, республикӑран тухса кайнӑ. Анчах ӑна юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускавра тытса чарнӑ. Арҫын унччен те судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ. Ҫав шутра — амӑшне хӗненӗшӗн те.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енре районти ача пахчисене шӑпӑрлансене автобуспа турттарма пуҫлӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ паян республика Элтеперӗ Олег Николаев.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр шкулсемпе юнашарах ача пахчисем вырнаҫнӑ. Пӗчӗк ялсенче ача пахчисем ятарласа тума тӑкаклӑ. Ун пек ялсенчи шӑпӑрлансене ача пахчисене ятарлӑ автобуспа турттарсан аван. Ку вӑл шкул автобусӗ евӗртерех пулӗ.

Сӑмах май каласан, паян пирӗн республикӑна 31 шкул автобусӗ килсе ҫитнӗ. Вӗсене шкулсене савӑнӑслӑ лару-тӑрура валеҫсе тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинчи хула строительствин тата хуҫалӑхӗн техникумӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ ҫыннӑн пӑтӑрмаха ҫакланнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Аса илтерер: пуҫлӑхра ӗҫленипе пӗрлех вӑл Шупашкар хулин депутачӗ те пулнӑ.

Экс-пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнине тӗпчевҫӗсем 18 тӗслӗх тупса палӑртнӑ, кивҫен илнине — 6 тӗслӗх, укҫапа усӑ курнӑ тата салатса пӗтернине — 5 тӗслӗх, унсӑр пуҫне саккуна пӑсса тунӑ укҫапа усӑ курнине шута илнӗ.

Техникума юсанӑ чух экс-директор предприятие самай шар кӑтартнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗ шучӗпе 2018-2019 ҫулсенче Словение, Германие кайма турист путевкисем, Чӑваш Енри санаторисенче канма путевкӑсем туяннӑ. Арӑмӗ карас телефонӗпе калаҫнин тӑкакне те техникум шучӗпе саплаштарнӑ.

 

Тӗн
Чӑваш митрополийӗн сайтӗнчи сӑн
Чӑваш митрополийӗн сайтӗнчи сӑн

Иртнӗ эрнере республикӑра кӑшӑлвирус тӗлӗшпе лару-тӑру йывӑр пулнӑран Роспотребнадзор Ҫӗнӗ ҫулта тата Раштавра чиркӳсенче халӑха йышӑнмалла мар тесе сӗннӗ.

Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий кун тӗлӗшпе хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. «Эпир, тӗн ҫыннисем, храмсене хупмастпӑр. Хупӑ алӑк леш енче кӗлӗ вуламастпӑр. Анчах хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнӑр», - тенӗ вӑл. Савватий Раштав уявне килекенсене маска тӑхӑнма ыйтнӑ.

Роспотребнадзор вара 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене, вӑраха кайнӑ чирсемпе нушаланакансене чиркӳсене кайма тӑхтама ыйтнӑ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Шупашкар хулин дупутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Антонов кинемее ҫуралнӑ кунпа саламласа открытка янӑ. Анчах вӑл тӑванӗсене савӑнтарман, мӗншӗн тесен кинемей ку тӗнчере ҫук ӗнтӗ, ҫулла вилнӗ.

Ватӑ хӗрарӑм, 1933 ҫулта ҫуралнӑскер, кӑҫал ҫулла утӑн 27-мӗшӗнче пурнӑҫран уйӑлнӑ. Анчах депутат ҫакна тӗрӗслемесӗрех салам открытки янӑ. Ӑна кинемеейӗн тӑванӗ Павел Гарамов почта ещӗкӗнчен илнӗ.

Ку тӑванӗсене кӳрентернӗ. Вӑл депутатран каҫару кӗтнӗ. Сергей Антонов чӑнах та унран каҫару ыйтнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68947
 

Страницӑсем: 1 ... 1414, 1415, 1416, 1417, 1418, 1419, 1420, 1421, 1422, 1423, [1424], 1425, 1426, 1427, 1428, 1429, 1430, 1431, 1432, 1433, 1434, ... 4030
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере карьера пирк шутлама тивӗ. Эсир професси ыйтӑвӗсем уҫӑмаланнине туятӑр, ку сире тӗллевсене пӑхса тухма май парӗ. Анчах шухашламасӑр йышӑну ан тӑвӑр. Ку эрне — проектсем хатӗрлемелли тата ресурссене пайламалли вӑхӑт.

Чӳк, 15

1982
43
Кабалин Иван Андреевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
2002
23
Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...