Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствипе «KSITEST» компани мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхӗн геном селекцине аталантарасси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ.
Ӗне-выльӑхӑн пӗрлехи референт базине йӗркелесе пӑрусемпе тынасене генетика тӗлӗшӗнчен тӗпчесе вӗсен геном пахалӑхне пӗчӗкренех палӑртӗҫ.
«Геном селекцийӗ выльӑх ҫут тӗнчене килсенех унӑн ӑратлӑх пахалӑхне палӑртма пулӑшать. Сӑмахран, пӗр-пӗр пӑрӑва ӗрчетме тӑрать-и е ӑна сутсан аван-и — ҫак ыйтӑвӑн хуравне тупма пулать», — уҫӑмлатнӑ «KSITEST» гендиректорӗ Юрий Пеков.
Раҫҫейри темиҫе регионта геном селекцине пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ те ӗнтӗ. Сӑмахран, Удмурт Республикинче.