Пӑтӑрмахсем
![]() fg24.ru сайтри сӑн Шупашкар районӗнче 47 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫакна пӗр ялтах пурӑнакан 55 ҫулти арҫын тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ ҫапларах: утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 17-19 сехетсенче 47-ри арҫын 55-ри пӗлӗшӗпе Чӑрӑшкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗве патӗнче пулнӑ. Вӗсем эрех ӗҫнӗ, хирӗҫсе кайнӑ. Аслӑраххи кӗҫӗннине кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ кӗске вӑхӑтран вилнӗ. Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |