Культура
![]() Чӑваш Енри сакӑр ача Мускаври Кремль керменӗнче раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртекен Раҫҫейри ачасен хорӗнче юрлӗ. Уява ҫӗршыври Ача-пӑча вунӑҫуллӑхне халалланӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ, сумлӑ хор йышне Шупашкарти Ф.М. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнчи «Соловушки» хорӗн солисчӗсем Женя Сбитнев, Таня Григорьева, Матвей Савинкин, Юля Чапрасова, Юля Матвеева, Соня Иванова, Аня Трифонова тата Дарина Данилова кӗнӗ. Вӗсен илемлӗх ертӳҫине Александра Васильевӑна Раҫҫейри ача-пӑча хорӗн хормейстерӗ пулма йыхравланӑ. Ачасем Мускава тухса кайнӑ та ӗнтӗ. Мероприяти йӗркелӳҫисем вӗсем валли кӑсӑклӑ хушма программа хатӗрленӗ. Шкулта вӗренекенскерсене Раҫҫейӗн тӗп хулине экскурсие илсе тухӗҫ, музейсенчи куравсене илсе кайса кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисткине Антонина Баулинӑна хисепленине палӑртса унӑн асӑну хӑмине уҫӗҫ. Хӑмана Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарӗҫ. Актриса унта 1972 ҫултан пуҫласа 2015 ҫулччен пурӑннӑ. Асӑну хӑмине Раҫҫей художникӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Игорь Голубев хатӗрленӗ. Антонина Баулина — Вырӑс драма театрӗн историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ пултаруллӑ артистсенчен пӗри. Сцена ҫинче вӑл 56 ҫул вылянӑ. Пурнӑҫран 2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уйрӑлнӑ. Асӑну хӑмине уҫма культура, искусство ӗҫченӗсене, журналистсене, сцена ӑстисене, тӑванӗсене, актрисӑн пултарулӑхне хаклакансене Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт патне 13 сехет те 30 минута йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӗменти наци культурисен «Строитель» керменӗн чӑваш культурин пайӗн ертӳҫин Надежда Омельченкон «Поющие сердца» (чӑв. Юрлакан чӗресем) концерчӗ иртнӗ. Унта пуҫтарӑннисем унӑн юррисемпе композицийӗсене кӑна мар, Тӗменти «Тӑван», Горьковка ялӗнчи «Ҫеҫпӗл» ансамбльсемпе киленнӗ. Надежда Николаевнӑн концертне наци культурине пулӑшакан «Ентешлӗх» фонд пулӑшнипе Надежда Горбушина, Галина Григорьева, Татьяна Данилова солистсем те хутшӑннӑ. «Казачата» ача-пӑча ушкӑнӗ, «Этнос» вӗренӳ ушкӑнӗ те куракансене савӑнтарнӑ. Наталья Славина хӑй юррисене шӑрантарнӑ, Ксения Кучкильдинова чӑваш юррисемпе сцена ҫине тухнӑ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи концерта Мария Байкалова поэт та хутшӑннӑ. Уяв пирки «Ентешлӗх» ушкӑн хыпарлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() http://social.ren.tv сайтри сӑн ӳкерчӗк Паян, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет те 30 минутра Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи Куратово ялӗ тӗлӗнче автобус тӳнсе кайнӑ. Вӑл «Аслӑ Устюг-Шупашкар-Хусан-Пермь» маршрутпа ҫула тухнӑскер пулнӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви паян ирхи 9 сехетре малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, салонта 50 ҫын пулнӑ. Ҫав шутран 49-шӗ — пассажирсем, вӗсенчен 12-шӗ — ачасем. Йышра Чӑваш Енри ҫичӗ ҫын пулни паллӑ. Ҫул-йӗрти инкекре 12-ӗн аманнӑ. Вӗсен хушшинче Чӑваш Енри пӗр ҫын пур. Аманнисене Коми Республикинчи Сысольск районӗнчи тӗп пульницине вырттарнӑ. Чӑваш Енри пассажира (вӑл хӗрарӑм пулни паллӑ, мӗншӗн тесен «пострадавшая» тенӗ) травматологи уйрӑмне вырттарнӑ. Унӑн сывлӑхне вӑтам йывӑр тесе хаклаҫҫӗ. Ҫаврӑнса ӳкнӗ автобусри ытти пассажира Куратово ялӗнчи Культура ҫуртне вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ. Кайран вӗсене туркомпанин тепӗр автобусӗпе лартса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче Чӑваш Енри паллӑ художник, Анатолий Миттов, ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫав ятпа художниксем, культура ӗҫченӗсем раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче художникӑн тӑван ялне пуҫтарӑннӑ. Аса илтерер, Анатолий Миттов 1932 ҫулхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ, 1971 ҫулта вилнӗ. Малтан Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, кайран Ленинградри И. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтне вӗренсе пӗтернӗ. Унӑн пултарулӑх ӗмӗрӗ пурӗ те вунӑ ҫула кӑна тӑсӑлнӑ. 39 ҫултах куҫне хупнӑскер пурӑннӑ вӑхӑтра чӑваш живопиҫӗнче сулмаклӑ йӗр хӑварма ӗлкӗрнӗ. «Художникӑн хӑйӗн ӗҫӗнче наци сывлӑшӗн ҫеммине ӑнланмалла, хӑйӗн халӑхне юратмалла», — шухӑшланӑ ҫулне кура мар ӑслӑ Анатолий Миттов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш АССРӗн тата РСФСР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш ССР халӑх поэчӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ӗҫченӗ, Василий Давыдов-Анатри, ҫуралнӑранпа раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитет. Вӑл 2010 ҫулта вилнӗ. Поэта асра тытса Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри патшалӑх архивӗнче «Тебя пою, мой край родной …» ятпа виртуаллӑ курав уҫӑлнӑ. Вӑл В.И. Давыдов-Анатрин пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе, унӑн обществӑри пурнӑҫӗпе паллаштарать. Куравра поэтӑн архивӗнчи документсем те самай. Курав хӑтлавӗ раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Чӑваш Енӗн культура пурнӑҫӗнчи паллӑ пулӑм Василий Давыдов-Анатрин тӑванӗсене тата унӑн пултарулӑхне хаклакан ытти нумай ҫынна пухнӑ. Пуҫтарӑннисем умӗнче патшалӑх архивӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Казеева тухса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Урмаел ялӗнче 3D-кинотеатр уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура каснӑ. Унта хисеплӗ хӑнасем те хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ кинотеатрта «Легенда о Коловрате» фильм кӑтартнӑ. Ӑна курсан ҫынсем савӑнӑҫне пытарайман. Ара, сасӑ лайӑх илтӗнет, хулари кинотеатртан пӗрре те кая мар. «Кино фончӗ» пулӑшнипе Чӑваш Енре 13 кинотеатр уҫӑлмалла. Кашнин валли 5-шер миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Чылай кинотеатр район центрӗнче вырнаҫӗ. Комсомольски районӗнче вара – Урмаелте. Мӗншӗн шӑпах унта? Ку паллӑ мар. Нумаях пулмасть Урмаел ял мар, сала пулса тӑнӑ. Кинотеатра унта уҫассине ку витӗм кӳнӗ-ши вара? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Унччен Шупашкарта вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ федераци харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. Халӗ вӑл Чӑваш Ен харпӑрлӑхне куҫнӑ. Хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, культура еткерлӗхӗн объекчӗ республикӑна ахалех куҫать. Ҫапах пур здани те харпӑрлӑхра пулмасть, 2-мӗш помещени ҫеҫ, 91,3 тӑваткал метрлӑскер, куҫать. Сӑмах май, Ҫеҫпӗл музейне патшалӑх харпӑрлӑхне куҫарасси пирки кӑҫал ҫу уйӑхӗнчех калаҫнӑ. Ун чухне тӳре-шара пур здание те Чӑваш Ен харпӑрлӑхне куҫарни лайӑхрах тенӗ. Кун хыҫҫӑн музея анлӑлатма, ҫӗнӗ залсем уҫма планланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер Раҫҫейӗн театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ «Ылтӑн маска» преми лауреачӗсен ячӗсен списокне пӗлтернӗ. Ҫӗршыври сумлӑ премие Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ултӑ теҫетке ҫул ӗҫлекен СССР халӑх артистки, Тӑвай районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑ, ГИТИСра вӗреннӗ Вера Кузьмина тивӗҫнӗ. Вера Кузьмина пултарулӑхӗ иксӗлми, унӑн кашни ролӗ ӗнентерӳллӗ те чуна пырса тивекен пулса тухнине чӑваш театрне юратакансен тахҫанах пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Хамӑр чӑваш авторӗсен произведенийӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакль-и е ют ҫӗршыври тата вырӑс классикӗсен хайлавӗ тӑрӑх калӑпланӑскер-и — юратнӑ артистӑн яланах чӗрӗ сӑнар «пиҫет». 2015 ҫулта «Ылтӑн маска» премие Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи,СССР халӑх артсичӗ Валерий Яковлев тивӗҫнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Иван Егоровӑн виҫӗ кӗнекеллӗ «Ҫут тӗнче» романӗ 2004 ҫултах пичетленнӗ-мӗн, анчах эпӗ ӑна халӗ тин тытса вулама пултартӑм. Вуларӑм та, хамӑн шухӑша ҫырсах хурас терӗм. Иван Егоров (Пурис Иванӗ, 1943 ҫ.ҫ. ячӗ чӑваш литературине Сениэль ячӗпе пӗрле кӗрсе юлчӗ. Михаил Сениэль (1940-2014) поэт — унӑн пиччӗшӗ, илемлӗ сӑмахлӑх ҫулӗпе ертсе пыраканӗ. Вӗсем иккӗшӗ те пурнӑҫа сӑмах хӑватне ӗненсе, ӑна чунпа парӑнса ирттерчӗҫ. Самана пӑтранса кайнӑ хыҫҫӑн та тӑван сӑмахран сивӗнмерӗҫ, выҫӑллӑ-нушаллӑ пурӑнсан та ҫыру ӗҫӗнчен пӑрӑнмарӗҫ. Унтан та ытларах – хысна шалӑвне пӑрахсах, ҫунатлӑ ытарлатури пек каласан, литература анине тимлесе сухаларӗҫ. Канмасӑр сухаларӗҫ, акрӗҫ, ҫимӗҫ ӳстерчӗҫ. Авӑнне те ҫапса кӗртрӗҫ. Михаил Сениэлӗн вырӑсла ҫырнисен суйласа илнӗ пуххи виҫӗ томпа пичетленсе тухрӗ. Чӑвашлисем ку калӑпӑшран та ытларах ҫутӑ курчӗҫ. Пуриссен Иванӗн те пичетленни вунӑ кӗнекерен иртет. Иван Егоровӑн ҫӗнӗ романӗ – тӑван кил-йышне, пиччӗшне тата вӗсен тавринчи чӑваш литература картине кӑтартакан хӑйне расна хайлав. Ҫемье хроники. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |