Культура
![]() Чӑваш наци конгресӗн юбилейлӑ 10-мӗш съезчӗ умӗн Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев ЧНК президенчӗпе Николай Угасловпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулу ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, иртнӗ. Унта пысӑк пӗлтерӗшлӗ съезда йӗркелесе ирттерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, тӗллевсене палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла, Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалласа юпа уйӑхӗн 27–28-мӗшӗсенче Шупашкарта нумай мероприяти иртӗ. 28-мӗшӗнче вара съезд пулӗ, унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен тата чикӗ леш енчен 320 делегат килсе ҫитмелле. Унсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Раҫҫейри чӑваш наци-культура автономийӗсен паянхи ӗҫӗ-хӗлӗ: ҫивӗч ыйтусем тата вӗсене татса памалли майсем» ятпа «ҫавра сӗтел» иртӗ. Унта тӳре-шара, чӑваш наци-культура пӗрлешӗвӗсен хастарӗсем, ЧНК президиумӗн пайташӗсем хутшӑнӗҫ. Ҫав кунах уяв концерчӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн залӗнче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн «Алран кайми аки-сухи» концерчӗ иртнӗ. Ӑна сезона 94-мӗш хут уҫнине тата чӑвашсен профессиллӗ музыкине йӗркеленӗ Федор Павловпа Степана Максимов композиторсем ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ӳнер уявне Чӑваш Республикин культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев пулнӑ. Концерт программи «Килмен те курман Шупашкарне» вокалпа хореографи сюитинчен пуҫланнӑ. Федор Павлова тата Степан Максимов илемлетнӗ халӑх юррисем, вырӑсла та чӑвашла юрӑсем те пулнӑ репертуарта. Вӗсене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ О. Лукова, ансамбль солисчӗсем А. Максимова, И. Николаев, А. Игнатьев тата ыттисем юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Марина Карягина тележурналист 4 сехет каялла Фейсбукра паян Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн тӳрӗ эфирӗнче иртекен «Ирхи тӗпеле» Морис Яклашкина йыхравланине хыпарланӑ. Морис Яклашкин — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин халӑх тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин тӗп дирижерӗ. Ыйтусене 57-29-56 номерпе тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче йышӑнаҫҫӗ. Кӑларӑм «Россия 1» каналпа ирхи 9 сехетре пуҫланать. Аса илтерер, Чӑваш АССРӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ, Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медале, «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнӗ Морис Яклашкин режиссер кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 70 ҫул тултарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӳнер каҫӗ» акци иртӗ. Кӑҫал ӑна музейсем, театрсем, вулавӑшсем, культура ҫурчӗсем «Ӳнер пӗрлештерет» ятпа йӗркелӗҫ. «Ӳнер каҫӗ» акци иртекен лапамсенче куравсем, ӑсталӑх класӗсем, концертсем, экскурсисем, пултарулӑх квесчӗсем, тавлашу лапамӗсем йӗркелӗҫ, спектакльсем кӑтартӗҫ. Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрӗнче клоунада пирки ӑсталӑх класӗ иртӗ, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вара «Юрату пурах иккен» спектакль кӑтартӗҫ. ЧР Наци вулавӑшӗнче «Революци ӳнерӗ, революци – ӳнерте» тавлашу лапамӗ ӗҫлӗ. А.Г.Николаев космонавт ячӗллӗ асӑну комплексӗнче астрономи сӑнавӗ пулӗ. Чӑваш наци музейӗ, Ӳнер музейӗ, патшалӑх истори архивӗ те акци валли программа хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Алексей Иванов. Иртнӗ эрнере Чӑваш наци вулавӑшӗнче республикӑра пурӑнакан халӑхсен ассамблейин ҫамрӑксен пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. Унта ҫамрӑксен канашне йӗркеленӗ, председательне суйланӑ. Конференцие Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, ассамблея президиумӗн пайташӗсем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, ял хуҫалӑх академийӗнче тата коопераци институтӗнче вӗренекен ют ҫӗршыв ҫамрӑкӗсем хутшӑннӑ. Константин Геннадиевич республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ҫамрӑкӗсем туслӑ пурӑнасса, пӗрлехи проектсем шухӑшласа кӑларасса шаннине палӑртнӑ. Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен ассамблейин ҫамрӑксен канашне тӗрлӗ диаспорӑн 30 ҫулчченхи яшӗсемпе хӗрӗсем кӗнӗ. Председательне уҫӑ сасӑлав ирттерсе суйланӑ. Вӑл — телерадиоертӳҫӗ, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн редакторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Алексей Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Паян ирпе маншӑн кӗтмен япала пулчӗ», — тесе ҫырнӑ эрнекун Фейсбукра Алексей Кряжинов журналист тата ҫыравҫӑ. Вӑл унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн проза секцийӗ ӑна асӑннӑ пӗрлешӗве сӗнме йышӑннине хыпарланӑ иккен. Проза секцийӗ сӗнине кура Алексей Кряжинов кандидатурине ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухать иккен. «Вуланӑ хыҫҫӑн савӑннипе чӗре кӑкӑртан сиксе тухатчӗ», — йӗкӗлтешет ҫыравҫӑ тата журналист пӗрлешӳсен пайташӗ пулма тата хисеплӗ ятсене хирӗҫҫине палӑртса. Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ пулас тесен йыша кӗме 5 пин тенкӗ тӳлемелле иккен, кайран уйӑхсерен — 200-шер тенкӗ. Алексей Кряжинов палӑртнӑ тӑрӑх, пултарулӑх, пичетленнӗ хайлавсен шучӗ тата ытти те пӗлтерӗшлӗ мар иккен. |
Культура
![]() К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ иртнӗ эрнекун, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, «Тӑманлӑ каҫ» премьера лартнӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталья Сергеева юлашки вӑхӑтра режиссер евӗр ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ спектакльсем лартнине хӑнӑхрӑмӑр ӗнтӗ. Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ ҫак сцена ӑсти режиссер ӑсталӑхне маларах Мускавра ятарласа вӗренчӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе хамӑр кайса курман та (республикӑри МИХсене театрсем премьерӑсене йыхравлаҫҫӗ-ха, анчах Чӑваш халӑх сайчӗ ку списокра ҫук курӑнать) хамӑр куҫпа курнӑ евӗр хаклаймӑпӑр, мӗн илтни-пӗлни тӑрӑх каласан, спектаклӗн инсценировкине Николай Мартынов ҫыравҫӑн «Кӑвак хуппи» калавӗ тӑрӑх Геннадий Медведев хатӗрлени паллӑ. «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Андрей Михайлов ку спектакль сюжетне «питӗ ансат, ҫав вӑхӑтрах питӗ тарӑн шухӑшлӑ» тесе хаклать. Спектакле кинофильм ӳкермелли хальхи йышши ЗД мелӗпе илемлетсе кинопа ҫыхӑнтарнӑ иккен. Ҫӗнӗ ӗҫре виҫӗ герой вылять-мӗн, массӑллӑ сценӑсенче — театрӑн пысӑк труппи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗчӗн тӗп корпусӗнче Пӗтӗм тӗнчери чӗлхесен фестивалӗ иртет. Мероприяти тӗнчери 50 чӗлхене пӗрлештерӗ. Ют ҫӗршывсем, наци республикисем хӑйсен лингвохӑтлавӗпе паллаштарӗҫ. Вӗсен йышӗнче куҫ курманнисемпе хӑлха илтменнисен чӗлхи те пулӗ. Ку фестивальте унччен пӗлмен-илтмен чӗлхесемпе паллашма, тӗрлӗ халӑх ҫыннипе калаҫма май пулӗ. Фестиваль интернационаллӑ концертпа вӗҫленӗ. ЧППУра пурне те 10 сехетре хапӑл туса кӗтеҫҫӗ. Палӑртса хӑвармалла: чӗлхесен фестивалӗ Чӑваш Енре кӑҫалхипе 22-мӗш хут иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Фестиваль афиши Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ кӑҫал та иртет. Аса илтерер, пӗлтӗр ӑна авӑн уйӑхӗн 19—23-мӗшӗсенче йӗркеленӗччӗ. «Сказочная палитра» (чӑв. Асамлӑ палитра) театр канашлӑвне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе йӗркеленеччӗ. Хальхинче Театр ӗҫченӗсен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗ те укҫа уйӑрать. Кӑҫалхи фестивале Якут Республикинчен те килӗҫ. Театр канашлӑвӗ вӑхӑтӗнче спектакльсене наци чӗлхисемпе кӑтартӗҫ. Вӗсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарӗҫ. |
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра Ял кинофестивалӗ уҫӑлассине, ку мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ пуҫарнӑ мероприяти тунтикун Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта «Мамы» кино кӑтартнипе уҫӑлнӑ. Кайран киномобиль асӑннӑ районти Пархикассине кайнӑ, ӗнер Элӗкре пулнӑ. Аса илтерер: кинофестивале Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне халалласа ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ фильмсене суйласа илнӗ: «Мамы», «Отцы», «Дневник мамы первоклассника», «Дочь», «Страна хороших деточек». Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти культура ҫуртне пуҫтарӑннисене «Чӑвашкино» киностуди директорӗ Николай Медведев саламланӑ, элӗксене — киностудин секторӗн ертӳҫи Артур Галкин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |