Культура
![]() Нумаях пулмасть Александра Лазаревӑн 100 ҫулхи юбилейне Шупашкар районӗнчи Ҫӳлтикасассинче паллӑ тунӑ. Ҫак кунсенче, ҫу уйахӗн 11-мӗшӗнче, ҫыравҫа халалланӑ литература каҫӗ К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче те иртнӗ. Литература каҫне шкул ачисем, студентсем, ҫыравҫӑсем, поэтсем, ӑсчахсем, Александра Лазаревӑн тӑванӗсем хутшӑннӑ. Унта юрӑсем те янӑранӑ. Ҫултикассинчи хӑнасем те, Александра Лазаревӑн тӑванӗ те юрӑ шӑрантарнӑ. Александра Лазаревӑпа Леонид Агаковӑн хӗрӗ Алиса Агакова, Юрий Сементер поэт, Геннадий Дегтярев чӗлхеҫӗ тата ытти сумлӑ ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем Александра Лазаревӑн пултарулӑхне пысӑк хак панӑ. Александра Лазарева 1917 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Тури Тӑмлай ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Балашовӑри авиаци техникумӗнче ӑс пухнӑ. 1939 ҫулта хавшанӑ сывлӑхне пула авиацие хӑварма тивнӗ. Шупашкара килсен ҫыравҫӑсен курсӗнче вӗреннӗ, 1945 ҫултанпа литература каҫалӑкӗнче тӑрӑшнӑ. Унӑн паллӑ кӗнекисене асӑнса хӑвармалла: «Чипер Анна», «Ҫутӑ пӗве», «Телейлисем», «Хӗр чӗри», «Санӑн ҫитмӗл ҫичӗ тус». |
Культура
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Хӗветӗр Матурӑн (Фёдор Мадуровӑн) «Вӑрҫӑ ачисем» куравне чаплӑн вӗҫлерӗҫ. Тӗрлӗ картинӑсемпе кӳлепесемпе паллаштаракан куравпа сывпуллашма тӗрлӗ сферӑра вӑй хуракан ҫынсем сахал мар пухӑнчӗҫ. Каласа хӑварас пулать, Хӗветӗр Матур каласа панӑ тӑрӑх ӳнер музейӗнчи куравра мӗнпур ӗҫӗсенчен чи нумаййи те 15% ҫеҫ вырӑн тупнӑ, курав валли автор чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене кӑна суйласа илнӗ. «Вӑрҫӑ ачисем» курав ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уҫӑлнӑччӗ. Ӑна паллӑ кӳлепеҫӗ тата ӳнерҫӗ 75 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ. Автор каласа панӑ тӑрӑх курав чылайӑшӗн кӑмӑлне кайнӑ. Хӑшӗ-пӗри унти ӗҫсенче вӑрҫӑ ачисене тупайманни пирки пӗлтерсен Анатолий Кипеч пӑхассипе курасси хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх тесе палӑртрӗ. Автор ӗҫсемпе тӗплӗн паллаштарса тухнӑ хыҫҫӑн вӑрҫӑ ачисен тематики картинӑсемпе кӳлепесенче чылай вырӑн йышӑнни палӑрчӗ. Унсӑр пуҫне, каласа хӑварар, автор хӑй те ҫав вӑхӑтри ҫынсен йышне кӗрет. Унӑн ачалӑхӗ шӑп та лӑп вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр тапхӑрта иртнӗ. Ӗҫсемпе паллаштарса тухнӑ хыҫҫӑн автор хӑйӗн 75 ҫулхи юбилейӗ тӗлне кӑларнӑ кӗнекесемпе те паллаштарчӗ, курма пынисене парнелерӗ. |
Культура
![]() Шупашкарти кинофестивале скайппа сӳтсе явнӑ Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль кӑҫал ҫу уйӑхӗн 22-27-мӗшӗсенче пулассине, хальхипе вӑл 10-мӗш хут иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Ӗнер ку ыйтупа Чӑваш наци вулавӑшӗнче пӗрремӗш пресс-конференцие пухӑннӑ. Ӑна кинофестивалӗн программа директорӗ Сергей Лаврентьев скайппа ирттернӗ. Аса илтерер, кинофестивальте тулли метражлӑ 11 фильм кӑтартма палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне экран ҫине 14 этника тата регион фильмӗсем тухӗҫ. Конкурса кӗртмен 60 ытла картинӑпа та ун вӑхӑтӗнче паллашма май килӗ. «Союзмультфильм» киностуди экран ҫине мультфильмсем кӑларӗ. Жюри Францире, Пушкӑртстанра, Якут, Хакас, Удмурт республикисенче, Тутарстанра, Чӑваш Енре ӳкернӗ ӗҫсене хаклӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Капкӑн» журналӑн редакторӗ Николай Ишентей Паян Чӑваш Енри хӑш-пӗр ҫыравҫӑпа журналист Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче «Капкӑн» журнал шӑпине сӳтсе явнӑ. 2017 ҫулхи иккӗмӗш ҫурҫултан, министерство пӗлтернӗ тӑрӑх, журнала «вӑхӑтлӑха кӑларма пӑрахӗҫ». Ансат мар йышӑнӑва «Капкӑна» кӑларса тӑракан «Хыпар» издательство ҫурчӗн коллективӗ йышӑннӑ. Журнал кашни кварталтах укҫа-тенкӗ енчен пысӑк тӑкак кӳрет иккен. Журналӑн аудиторине упраса хӑварас тесе «Тӑван Атӑл» журналта ятарлӑ полоса евӗр кун ҫути кӑтартма шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Хальхи вӑхӑтра «Капкӑн» 1200 экземплярпа тухса тӑрать. Александр Иванов министр журнала хупиччен тепӗр хутчен лайӑх шухӑшласа пӑхма сӗннӗ. Кӑларӑмра вӑл анекдотсем вырӑнне фельетонсем, сатирикӑлла статьясем тата ҫивӗч карикатурӑсем кирлине палӑртнӑ. Тӗлпулура литература журналӗсене уйрӑм редакцине уйӑрма сӗнекен те пулнӑ. Вӗсене культура министерствине куҫарсан аван пулни пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Николай Фомиряков Турцин кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ Мерсин хулинче иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче турккӑ поэчӗн Караджаогланӑн XV пӗтӗм тӗнчери поэзи каҫӗ иртнӗ. Унта чӑваш халӑх юррисене тӗрлӗ кӗвӗ хатӗрӗпе калама тата ҫав инструменчӗсене ӑсталама ӑста Микул Хумирек (Николай Фомиряков) хутшӑннӑ. «Idel.Реалии» сайта Николай Фомиряков пӗлтернӗ тӑрӑх, XVII ӗмӗрти ҫурма легендӑлла сӑнара — Караджаоглана — турккӑсем сума сӑваҫҫӗ. Тата, вӑл ӑнланнӑ тӑрӑх, кашни ӗмӗрӗнех тата кашни вырӑнах тенӗ пекех хӑйсен Караджаогланӗ пур. XVI ӗмӗрте Караджаоглан хисепленӗ. Йозгат та хӑйӗн Караджаогланӗ пулнӑ. Азербайджансен те, туркменсен те пур. Чукурова районӗнче те урӑх Караджаоглан пулнӑ. Турцире йӗркеленӗ концертра Николай Фомиряков шӑхличпа тӑм шӑхлич тата шӑпӑр каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки кӗнекесене ачасене вуласа панӑ. Пӗтӗм тӗнчери вулав акцине Шупашкар та хутшӑннӑ. Ку акцие Самар облаҫӗнчи ача-пӑча вулавӑшӗ пуҫарнӑ. «Ачасене вӑрҫӑ пирки вуласа паратпӑр» акци тӗнче шайне куҫнӑ. Ӑна ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл саккӑрмӗш хут иртнӗ. Шупашкарта ку акцие сакӑр вулавӑш хутшӑннӑ. Ачасене вӑрҫӑ литературипе паллаштарма Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем, ЧР Общество палати сӗннӗ. Маяковский ячӗллӗ тӗп вулавӑшра Анатолий Митяевӑн «Мешок овсянки», Сергей Алексеевӑн «Ни шагу назад» калавӗсене вуласа кӑтартнӑ. Вӗсене Зинаида Паршагина тата Никита Бурашников вуланӑ. Ытти вулавӑшра ачасене Лев Кассилӗн, Валерий Воскобойниковӑн, Юрий Яковлевӑн хайлавӗсемпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 22-27-мӗшӗсенче иртӗ. Кӑҫалхипе ӑна 10-мӗш хутчен йӗркелӗҫ. Кинофестивальте тулли метражлӑ 11 фильм кӑтартма палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне экран ҫине 14 этника тата регион фильмӗсем тухӗҫ. Актерсем, режиссерсем продюсерсем конкурса кӗртмен 60 ытла картина кӑтартӗҫ. «Союзмультфильм» киностуди вара ачасем валли мультфильмсем экран ҫине кӑларӗ. Фильмсене «Синема 5», «Три пингвина», «Ҫеҫпӗл», «Киногалактика» кинотеатрсенче курма май пулӗ. Кинофестиваль «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта официаллӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. Раҫҫейпе Инди хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркеленӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа Инди фильмӗсене кӑтартасси пирки те шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Хаҫат ҫырӑнса мотоблоклӑ пулассине ӗненме йывӑр пулӗ те, анчах ку вӑл шӳт мар. Республикӑри чи вӑрӑм ӗмӗрлӗ хаҫата, «Хыпара», ҫырӑнакансен ӑна выляса илес шанчӑк калама ҫук пысӑк. «Хыпар» хаҫата кӑҫалхи иккӗмӗш ҫур ҫуллӑха ҫырӑнакансем хушшинче лотерея ирттерӗҫ. Унта хутшӑнас тесен хаҫатпа туслашмалла тата ҫавна ӗнентерекен квитанцие редакцие ярса памалла. Хаҫата ҫырӑннине ҫирӗплетекен хута ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Лотерея Республика кунӗнче Чӑваш наци конгресӗ умӗнче, унта пуҫтарӑннӑ мӗнпур халӑх умӗнче, иртӗ. Аса илтерер, редакци Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра, виҫҫӗмӗш хутра, вырнаҫнӑ. Квитанцисене унта ҫитермелле е hyparkd@mail.ru электрон адреспа ярса пама юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗнӗ пьеса авторӗ Арсений Тарасов Ака уйӑхӗн 26 тата 27-мӗшӗсенче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакль лартӗҫ. Премьерӑна Арсений Тарасов драматург пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ. Спектакль режиссерӗ тата художникӗ — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Республикӑн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ялти пӗччен пурӑнакан Егор мучи патӗнче ҫамрӑк хӗрарӑм пурӑнма пуҫлать. Ватӑ куншӑн савӑнать, хӑйӗн телейне вӑл халӑхпа пайлас тесе пысӑк уяв йӗркелет. Анчах Марук аппа ҫакна кура сисчӗвленет. Ҫитменнине, мучине вӑл хӑй те куҫ хывнӑ. Ялти пӑтӑрмах мӗнпе вӗҫленнине спектакле кайса курсан пӗлме май килӗ. Академи драма театрӗнчи спектакль яланхиллех 18 сехет те 30 минутра пуҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Николай Ишентейӗн ҫӗнӗ кӗнеки Чӑваш кӗнеке издательстви ҫамрӑк вулакансене ҫӗнӗ кӑларӑмсемпе савӑнтарсах тӑрать. Нумаях пулмасть Николай Ишентейӗн «Ачаш кулӑш вӑрттӑнлӑхӗ» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. «Кулӑш икӗ вӗҫлӗ патак пекех: йӑнӑша тӳрлетме те, ҫынна йӑнӑш ҫулпа чуптарма та, чӑнлӑха суяран уйӑрса илме те пултарать», — ҫакнашкал шухӑш ярӑмӗ кӑшӑлласа тӑрать те кӗнекери хайлавсене. Авторӗ мӗнле, сӑнарӗсем те ҫапла. Николай Ишентей кӗнекине вуланӑ чухне чуна ҫывӑх ӑнлавсем тӗле килеҫҫӗ. Ачаш тени — чӑваш кӑмӑлне, ултав тени усал сунӑма палӑртаҫҫӗ. Ҫулта-йӗрте такӑнтаракан Тунката та тараватлӑ пулать иккен. Тӗслӗх вырӑнне «Самана сиплевҫисем» калавах илер. Чӑваш Енрен ютлӑха ӗҫ шырама кайнӑ ҫынсем тӗлӗнмелле ҫӗршыва ҫитсе тухаҫҫӗ — аслӑ шывӑн пӗр енче Ырӑ тӑван хуҫаланать, тепӗр енче — Усал шуйттан. Тӗнче касса ҫӳрекенсем тавлашса каяҫҫӗ: «Ӑҫта пурӑнма аванрах — Ыр тӑван ҫумӗнче е Усал патша патӗнче?» Тавлашсан та вӗсем пӗр шухӑш патне пырса тухайман, тӗрлӗ ӗҫре тар юхтарса, тӗрлӗ хуҫа патӗнче муритленсе ал тупанне ӑшӑтмалӑх ӗҫ укҫи илнӗ те киле ывӑнса, вӑйран кайса таврӑннӑ. Тӗрӗс-тӗкел ҫаврӑнса килни аван — ӗҫчен алла тӑван тӑрӑхра тӑван ҫӗр кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |