Культура
«Санар» фольклор ушкӑнӗ Вӑрнар районӗнчи «Санар» фольклор ушкӑнӗ хӑйне хӳтте кӗме ыйтать. 2008 ҫулта Алина Евдокимова ертсе пынипе районти культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗскер паян 17 ҫынтан тӑрать. Фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем хӑйсене «Музыка земли» (чӑв. Ҫӗр музыки) Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-конкурсра тӗрӗслесе пӑхасшӑн. Вӑрнар район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ку проект ҫӗршывӑн концерт практикинче те пӗрремӗш хут, мӗншӗн тесен пӗр сцена ҫинче академи тата халӑх юрри пӗрлешет. Фестивале РФ Культура министерстви йӗркеленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне Эксперт канашӗн шухӑшне те, тӗнче тетелӗнчисенне те тӗпе хурӗҫ. «Санар» фольклор ушкӑншӑн ҫак каҫӑпа кӗрсе сасӑлама пулать. Сасӑлав вӗҫлениччен икӗ кун кӑна юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсен варринче Чӑваш телевиденийӗнче ӗҫлекенсем хушшинче сас-хура ҫӳретчӗ: «Николай Дмитров кинооператор Яков Ухсай сӑвӑҫа кашни утӑмра фотоаппаратпа ӳкерсе илет, хӑҫан та пулсан курав уҫса пысӑк укҫа хырса илесшӗн...» Вӑтӑр ҫул иртсен ҫакна аса илтӗм те ӗлӗкхи ӗҫтешӗм патне шӑнкӑравларӑм. — Чӑнах та, Яков Гавриловича сахал мар ӳкернӗ эпӗ, — пӗлтерчӗ Николай Васильевич. — Халӑх сӑвӑҫипе туслашсах кайнӑччӗ. Шӳтлесе вӑл мана Бенкендорф тесе чӗнетчӗ. Ӳкернӗ кадрсене хут ҫине ҫаптарса ӑна парнелеттӗм. 1979 ҫулта Волгоград хулинче РСФСР писательсен Союзӗ Пленум ирттерчӗ, унта совет литератури вӑрҫӑ темине епле уҫса пани пирки хӗрӳн калаҫрӗҫ. Яков Гаврилович ҫинчен киноочерк ӳкернӗ май, ӑна ҫӗршыври ҫыравҫӑсен хушшинче кӑтартас шухӑш ҫуралчӗ. Комитет председателӗ П.А. Крысин пирӗн шухӑша ырларӗ, пилӗк ҫынран тӑракан киноэкспедици йӗркелеме приказ кӑларчӗ. Волгоградра Ухсайӑн литературӑри вырӑнӗ тата ҫыравҫӑсем хушшинчи авторитечӗ мӗнле пулнине курма тата илтме тӳр килчӗ. Тӳрех калатӑп, ӑшра мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратрӗ ҫакӑ. |
Культура
Марина Карягина Марина Карягина пултарулӑхӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗн. Вӑлах — тележурналист та, вӑлах — драматурги лаҫҫине тарӑннӑн сухалама ӑнтӑлакан автор та, вӑлах — чуна парса телефильмсем ӳкерекен те, вӑлах — сӑвӑҫ та. Мана хытах тыткӑнлани тата тӗлӗнтерни — унӑн палиндромӗсем. Малтан та, хыҫалтан та пӗр пек вуланакан йӗркесенчен тӑракан сӑвӑсен кӗнекине пултаруллӑ поэт маларах икӗ томпа кӑларнӑ: пӗри, «На реке ран» ятли, — вырӑсла; теприне, «Юрӑсӑр уй» сӑвӑ пуххи, — чӑвашла. Кӑткӑс ҫак сӑвӑсемпе кӑсӑкланакансем каланӑ тӑрӑх, 40-50 йӗркерен тӑракан палиндромсене ҫыракансене урӑх халӑхсен ҫыравҫисенне те вӗсем курман-мӗн. Вырӑс литературин классикӗн Велимир Хлебниковӑн «Перевертень» сӑвви пур-ха. Анчах унта пӗр йӗрки кӑна каялла-малалла вуланса пырать. Марина Карягина палиндром меслечӗпе ҫырнисене ҫулла ҫӗнӗ кӗнекене пухса кӑларас тесе пӗр ҫӗре пуҫтарма тытӑннӑ та, хӑй калашле, уҫӑлса кайнӑ кӑвак хуппи! «Ҫак тапхӑрта кашни ҫӗр тенӗ пек, каҫхи сьемкӑсем ҫук чухне, 20, 30, 40... йӗркерен тӑракан палиндром ҫырӑнчӗ», — каласа кӑтартрӗ ӑстаран та ӑста, Борис Чиндыков драматург калашле, «ҫутҫанталӑк пысӑк пултарулӑх панӑ» поэт. |
Сумлӑ сӑмах
Культура
Чӑннипе, ку вырӑн «ҫӑпан» пекех. Нумаях пулмасть иртнӗ акци пирки вуласан ҫак сӑмаха пуҫарас килчӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнчи ращана нимелле ҫӳр-ҫапран тасатнӑ. «Симӗс Раҫҫей» экологи общество юхӑмӗн хастарӗсем пӗчӗкех мар лаптӑка тирпей-илем кӗртнӗ. Мероприятие 150 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ку — сахал мар. Шӑматкунлӑха министерствӑсемпе ведомствӑсен, предприятисемпе организацисен ӗҫченӗсем, студентсем тата ахаль ҫынсем хутшӑннӑ. Культура керменне ҫынсем канма ҫӳреҫҫӗ. Унта таса та илемлӗ пулмалла. Кермен хыҫӗнче вара тасамарлӑх хуҫаланать. Унта ҫуркунне пулма тӳр килнӗччӗ. Эрне варри пулсан та халӑх йышлӑччӗ. Пурте илемлӗ ҫанталӑкпа киленме, шашлӑк пӗҫерме тухнӑ. Анчах хӑтсӑр та тирпейсӗр вырӑнта епле чунран канма пулать-ши? Йӗри-тавра пластик кӗленчесем, савӑтсем, хут йӑванать. Ҫынсем хӑш вырӑнта каннӑ — ҫӳп-ҫапа ҫавӑнтах ывӑтса хӑварнӑ. Тӳрреммӗн каласан, унта ҫутҫанталӑк лапамӗнче мар, свалкӑра каннӑн туйӑнать. |
Культура
Фильмри самант Чӑваш режиссерӗн «Там, где тебя нет» (чӑв. Эсӗ ҫук вырӑнта) фильмӗ Тамбовра иртнӗ кинофестивальте ятарлӑ парнене тивӗҫнӗ. Кинокартинӑна ятарласа Ҫӗмӗрле хули 100 ҫул тултарнине халалласа ӳкернӗ. Юрий Спиридоновӑн ӗҫне жюри тивӗҫлипе хакланӑ. Фестивальте фильм куракансен кӑмӑлне кайнӑ, ҫавна май ӑна ятарлӑ дипломпа чысланӑ. Картинӑна «Чӑвашфильм» киностудипе пӗрле хатӗрленӗ. Экспертсем киностудин ӗҫне тата регионти кино аталанӑвне пысӑк хак панӑ. Чӑваш кинорежиссерӗсем постановкӑра социаллӑ темӑна хускатнӑ. Фильм — сусӑр ҫамрӑк пирки. Вӑл пурнӑҫа епле йышӑннине кӑтартма тӑрӑшнӑ. Хальлӗхе картина тӗнче тетелӗнче ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Тухья» музей ҫапла пулӗ Шупашкарта «Тухья» музей комплексӗ тума палӑртнӑ. Вӑл «Шупашкар 500 ҫуллӑх» паркра вырнаҫмалла. «Этно Чӑваш Ен» инвестици проекчӗ пирки калаҫу тахҫантанпах тӑсӑлать. Ӑна пуҫарнӑ Марина Федорова проекта чӑвашлӑхпа, тата тӗрӗсрех каласан, амазонкӑсемпе, ҫыхӑнтарасшӑн. Аса илтеретпӗр, ку проект икӗ пайран тӑрать: Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш тӑрӑхӗнчи «Ясна» экоялтан тата «Шупашкара 500 ҫул» культурӑпа кану паркӗнче тӑвакан «Амазони» этнокомплексран. «Амазонинче» «Шывармань» ятлӑ администраципе кану комплексӗ тӑвассине палӑртса хунине те эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Халӗ комплекс проектне тата улшӑну кӗртесшӗн. Йывӑҫ Кремль тӑвас шухӑша пӑрахӑҫланӑ. Марина Федорова каланӑ тӑрӑх, ӑна тума та кӑткӑс, унпа тӗлӗнтерме те, тытса тӑма та йывӑр. Кремль вырӑнне «Тухья» музей тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Уҫӑ тӳпе айӗнчи кино» акци старт илнӗ. Ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 100 пин тенкӗ грантне панӑ. Фестиваль виҫӗ эрнене тӑсӑлӗ. Вӑл Чӑваш Енри 5 район-хулара пулӗ: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Куславкка районӗсенче. Акци Никос Зервасӑн «Дети против волшебников» фильмне кӑтартнинчен пуҫланнӑ. Ӑна храм ҫывӑхӗнче кӑтартнӑ. Андрей Федоров блогер фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗре ятарласа килнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чӑннипе унта официаллӑ пресс-релизра кӑтартнӑ пек мар. Кино курма 30 ҫын килнӗ. Инноваци сӗмӗ унта пачах пулман. Йӑлтах совет тапхӑрӗнчине аса илтернӗ. Блогер ҫынсем сивӗ ҫанталӑкра уҫӑ тӳпе айӗнче кино курса шӑнса ларасси пирки иккӗленет. Ара, халӗ кирек мӗнле фильма та килте пӑхма май пур-ҫке-ха. Фестиваль йӗркелӳҫисем урӑхла шухӑшлаҫҫӗ: проектӑн пуласлӑхӗ пысӑк. ЧР Культура министерствин сайтӗнче те ҫапла ҫырнӑ: «Йывӑр ӗҫ кунӗ хыҫҫӑн уҫӑ сывлӑшра интереслӗ кино курма май пур». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
(Кирилл Кириллов кайнӑранпа 20 ҫул ҫитнине асӑнса)
«Эс хӑвна епле тытнине ӑнланас тесен сан хӑвӑнти программӑсене (эс хӑв хывман, санран килмен программӑсене) уҫса пӑхмалла», – тетчӗ В.Г. Мурашковский. «Ученому и собеседнику» тесе алӑ пусса парнелерӗ вӑл мана П.В. Денисовӑн «Религиозные верования чуваш» кӗнекине (1959). Хӑй пирки вӑл «ватӑ еврей» тетчӗ, эп ун патне хӑнана пырсан вӑл манпа калаҫнӑ чухне пуҫне еврейсен ҫӗлӗкне – кипа – тӑхӑнатчӗ. Чӑваш культуринче эп 30 ҫул – Владимир Григорьевичсӑр пуҫне программӑсем пирки никам та сӑмах хускатман. Аслӑ юлташӑма программӑсен шайӗнче шухӑшлама еврей юнӗ, чунӗ, чӗмӗ (дух) хистенӗ пулӗ. Ватӑ еврей манри программӑсене аванах куратчӗ, манри комплекссем пирки те уҫҫӑнах калатчӗ. Эп «шалти чӑвашпа», «программӑсемпе» кӑсӑкланнинче В.Г. Мурашковскин, еврей вӑрттӑнӗн витӗмӗ-вӑйӑмӗ те пурах (ҫавӑнпа ватӑ еврее тата ватӑ еврей культурине тав сӑмахӗ каласшӑн).
Кирилл Демьянович Кириллова (1962 – 1996), ун пурнӑҫпа пултарӑвӗн тупсӑмне ӑнлантӑмӑр теме иртерех-ха. |
Культура
«Шурча» ансамбль Муркаш районӗнчи Москакассинчи культура ҫуртӗнче Шурчари культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ «Шурча» эстрада ушкӑнӗ хӑнара пулнӑ. «Эстрада ушкӑнӗн ертӱҫи В. Дмитриев ҫак ушкӑна нумаях пулмасть йӗркеленӗччӗ», — тесе пӗлтерет Москакасси культура Ҫурчӗн ертӱҫи Г. Голубева. Апла пулин те концерт программи ҫав тери анлӑ та илемлине ӗнентерет вӑл. Ушкӑн иртнӗ ӗмӗрӗн 80-90-мӗш ҫулӗсенчи паллӑ юрӑсене ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. Пысӑк мар ушкӑн чӑвашла та, вырӑсла та шӑрантарнӑ. Пӗчченшерӗн, икшерӗн те, ушкӑнпа темиҫе сасӑпа та юрланӑ. Куракансене Дмитриевсен, Борзаевсен ҫемйисем, В. Яковлев юрлани уйрӑмах кӑмӑла кайнӑ. Концерта культура ҫурчӗн ертӱҫи Л.Пискарева ертсе пынӑ. Шурча тӑрӑхӗнчи маттурсене Москакасси халӑхӗ тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарти «Хресчен ҫурчӗ» Чӑваш Енӗн Культура министерстви Шупашкарти «Хресчен ҫуртне» (вырӑсла ӑна Дом крестьянина теҫҫӗ) хаклакан акта сӳтсе явма чӗнет. Раҫҫей пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутланакан ҫак объекта кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче хакланӑ, хута утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Хресчен ҫуртне Красноярскра вырнаҫнӑ Историпе культура экспертизин бюровӗ тишкернӗ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 3-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑскере 1927 ҫулта туса лартнӑ, анчах пушара пула шар курнӑран ӑна ҫӗнӗрен хӑпартма тивнӗ, ҫапла вара тепӗр ҫулхине кӑна уҫнӑ. Хресчен ҫуртне мӑнастир пулнӑ вырӑнта (ӑна ишнӗ) Октябрьти революцие 10 ҫул ҫитнӗ тӗле ҫӗклесе лартнӑ. Унта хресченсене ҫӗр каҫма юлмалли вырӑн та, кино тата спектакль кӑтартмалли зал та пулнӑ, тӗрлӗ мероприяти те ирттернӗ. Хальхи вӑхӑтра ку ҫурта Вырӑс православи чиркӗвӗн ӑс-хакӑл училищи йышӑнать. Патшалӑх актне хакланине ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: 428004, Чӑваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 17-мӗш ҫурт е culture@cap.ru электрон пуштӑпа та ӑсатма юрать. Акта хакланине авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗ таран кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |