Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш драма театрӗнче — ҫӗнӗ премьера

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 30.11.2017 19:01 | 2013 хут пӑхнӑ
Культура

К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене каллех премьерӑпа савӑнтарнӑ. Хальхинче Арсений Тарасовӑн «Юратӑва ҫул парӑр» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ спектакль сцена ҫине тухнӑ.

Спекаткль режиссерӗ — ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов. «Малтанах хӑрарӑм. Пьеса вӗҫленмен пек туйӑнатчӗ. Ӗҫлеме пуҫласан пьесӑн хӑйӗн шӑнӑрӗ, шухӑшӗ пуррине ӑнлантӑм. Премьерӑна куракансем хакларӗҫ ӗнтӗ», — тенӗ режиссер.

Спектакльти тӗп сӑнарсем — Павловсен ҫемйи. Вӗсем Магаданран Граф килесси пирки хыпарлакан телеграмма илеҫҫӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, вӑл — вӑрӑ. Ҫавӑнпа ҫемье унпа курнӑҫасран тарса ҫӳрет. Финалта вара ҫакӑ паллӑ: Граф лайӑх шухӑшпа — ваттисен ҫуртне пулӑшас тӗллевпе — килнӗ.

#Чӑваш драма театрӗ, #премьерӑсем, #культура, #спектакльсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/17731
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Serzh // 1127.88.3971
2017.12.01 08:41
''Çĕнĕ премьера'' тесе калани-çырни йăнăш. Премьера - хăй çĕнĕ япала. ''Чăваш драма театрĕнче - премьера'' тесе çырмалла.
2017.12.01 09:36
Аçтахар Плотников
«Премьера» сӑмах ҫӗннине пӗлтермест, вӑл «пӗрремӗш», «чи малтанхи» сӑмахсемпе тан. «Премьер-министр» сӑмаха тишкерӗр. Малти «премьер» сӑмахне «ҫӗнӗ» сӑмахпа улӑштарсан, кашни ҫӗн министра пирӗн премьер-министр темелле пулӗччӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем