Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫамрӑксен театрӗ Калмӑк Республикинчи фестивале хутшӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.10.2017 20:04 | 1537 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Калмӑк Республикинче иртнӗ наци театрӗсен «Кееда» фестивальне хутшӑннӑ. Унта ачасемпе ҫамрӑксем валли лартнӑ спектакльсене кӑтартнӑ.

Театр форумӗ юпа уйӑхӗн 1—5-мӗшӗсенче Элиста хулинче иртнӗ. Фестиваль Калмӑк Республикинчи Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗнче иртнӗ. Ӑна йӗркелеме Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ йӗркелеме пулӑшнӑ. Фестивале Мӑкшӑ Республикинчи, Мари Элти, Ҫурҫӗр Осетинчи, Азербайджанри тата Чӑваш Енри театрсем хутшӑннӑ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче С. Беловӑн тата С. Куваевӑн «Не хочу быть собакой!» юмахне лартнӑ. Элиста хулинче иртнӗ фестивальте чӑваш артисчӗсене те кӑмӑлтан йышӑннӑ.

#культура, #театрсем, #спектакльсем, #фестивальсем, #Калмӑк Республики, #Мари Эл, #Азербайджан, #Мӑкшӑ Республики

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем