Культура
![]() ЧР Профессионал писательсен пӗрлӗхӗ 2016 ҫула пӗтемлетнӗ. Халӗ ӑна Геннадий Максимов ертсе пырать. Ҫӗнӗ пуҫлӑх ларнӑранпа пӗрлӗх чылай ӗҫ тунӑ. Геннадий Максимов ҫӗнӗлле ӗҫленине палӑртаҫҫӗ. Вӑл ҫак тивӗҫе йышӑннӑранпа Чӑваш наци конгресӗпе, республикӑри вулавӑшсемпе пӗрле ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ. Ҫавӑн пекех пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсемпе тӗлпулусем йӗркеленӗ. ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ҫыравҫӑсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ: пӗрлӗхе пулӑшмашкӑн майсем тупнӑ. Вячеслав Оринов унччен режиссер пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл хальхи драматургсен пултарулӑхне палӑртнӑ. Ларура Борис Чиндыков халӗ ҫыравҫӑсенчен ҫамрӑкраххисем сахалтан та 40–50 ҫулсенче пулнине палӑртнӑ. Патшалӑх пулӑшмасан малашне ҫырас текенсем пулмӗҫ. Кӳршӗ республикӑра гонорар тӳлеме майсем тупнӑ. Пирӗн те ҫавнашкал пулсан ҫыравҫӑсем тем пек савӑнӗччӗҫ. Лару вӗҫленнӗ май тепӗр лайӑх хыпар пӗлтернӗ: Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ уҫӑлсан унта пӗрлӗх валли пӳлӗм пулӗ. Пӗрлӗхӗн сайтне те йӗркелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Ф.Лукин ячӗллӗ 5-мӗш музыка шкулӗнче Чапаев хорӗ юрлама тытӑнӗ. Ушкӑнра арҫын ачасем пулӗҫ. Хора РФ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, РФ тава тивӗҫлӗ искусство ӗҫченӗ, РФ халӑх артисчӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществин Президиумӗн пайташӗ Эдуард Маркин йӗркелеме шухӑшланӑ. Ҫапла майпа ача-пӑча хор ӳнерне анлӑ сарасшӑн, ӳсекен ӑрӑва республикӑн тата хулан наци паттӑрне асра тытма вӗрентесшӗн. Тата ҫакна палӑртмалла: Эдуард Маркин арҫын ачасен Владимир капеллине йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ умӗн Чӑваш Енре ҫулсеренех «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртет. Республикӑн Культура министерстви, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ тата республикӑри театрсем пӗр шухӑшлӑн йӗркелекен конкурса яланах хамӑр патри тӳресем хаклаканччӗ. Кӑҫал ютри ҫынсем те комисси йышне лекнӗ. «Советская Чувашия» хаҫатӑн журналисчӗ Рита Кириллова пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳресен ертӳҫи — театр критикӗ, искусствоведени кандидачӗ Ирина Мягкова. Унсӑр пуҫне йышра Ӗпхӳри «Нур» тутар театрӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Дина Давлетшина, Чӗмпӗрти пукане театрӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Олеся Кренская пур. Вӗсен пӗтӗмпе тӑхӑр спектакль пӑхса хакламалла. Ҫӗнтерӳҫӗсене К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне халалласа пуш уйӑхӗн 25–26-мӗшӗсенче ЧР Наци вулавӑшӗнче актуаллӑ тата виртуаллӑ поэзин фестивалӗ иртет. «ГолосА» фестиваль кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут йӗркеленӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкара Мускаври, Питӗрти, Хусанти, Чулхулари, Чӗмпӗрти, Сарӑтури, Самарти поэтсемпе критиксем килӗҫ. Вӗсем поэзии вулавне, ҫӗнӗ кӗнекесен хӑтлавне хутшӑнӗҫ. Хӑйсем лекцисем, докладсем вулӗҫ, видеохӑтлав ирттерӗҫ. Кӑҫал фестивальте ҫӗнӗлӗхпе савӑнтарӗҫ: «micro Art Book Fair» проект пулӗ. Швецири «Ariel» издательство, Чӑваш кӗнеке издательстви, Шупашарти тата Хусанти харпӑр издательствӑсем хутшӑнӗҫ. Игорь Улангин ӳнерҫӗ пичет графики енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерӗ. Аса илтерер: ку фестиваль 2008 ҫулта пӗрремӗш хут иртнӗ. Вӑл регионсен хушшинче кӑна йӗркеленет пулин те унӑн географийӗ ҫулсерен анлӑланса пырать. Тӗрӗссипе, вӑл халӗ тӗнче шайӗнчи фестиваль пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Тӗрлӗ шайри Хисеп грамотине, тава тивӗҫлӗ ята, медаль-ордена камсем тата мӗне кура тивӗҫни чылайӑшне тӗлӗнтермест те, шухӑшлаттармасть те пулӗ. Ик айкки те тӑвайкки маррисем вара тӗлӗнеҫҫӗ, хӑюллӑраххисем вара ҫавӑн пирки уҫҫӑнах сӑмах хускатаҫҫӗ. Ҫак эрнере республикӑри профессилле ҫыравҫӑсем ларӑва пуҫтарӑнчӗҫ. Унта пулнӑ Марина Карягина ҫыравҫӑ, поэт, драматург хӑйӗн чун ыратӑвне Фейсбукра уҫса панӑ. Ыттисене те вӑл калаҫӑва хутшӑнма чӗннӗ. Акӑ еплерех ҫырать-ха паллӑ кӑна мар, чӑннипех пултаруллӑ автор тата тележурналист: «Ҫыравҫӑсен ӗнерхи ларӑвӗ хыҫҫӑн каллех кӑмӑл пӑтранать... Кунти чӑваш туссемпе тӗплӗ калаҫу ирттерес килет,» — пуҫланӑ вӑл сӑмахне. «Юбилейӗсем ҫывхарнӑ май Чӑваш халӑх писателӗ е поэчӗ, ЧР е Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ хисеплӗ ят, орден-медаль т.ыт.те илес тесе хӑйсем ӑшталанса ҫӳрекенсем яланах пулнӑ-ши вӗсем е юлашки вӑхӑтра, пушӑлӑха пула, ӗрчесе кайрӗҫ? Пӗри «Ман чухлӗ никам та халӑх умӗнче сӑвӑ вуласа ҫӳремест, мана халӑх пӗлет, халӑх ҫыравҫи тесе шутлать! |
Культура
![]() Вероника Пинеслу Чӑваш юрӑҫи Вероника Пинеслу Казахстанра иртекен Навруз-байрама хутшӑнать. Ислам тӗнне ӗненекен халӑх палӑртакан ҫак уяв унта ӗнер, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, пуҫланнӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӗҫленӗ. «Контактра» халӑх сетӗнче Елчӗк тӑрӑхӗнчи Кипеҫ ялӗнчи Вениамин Краснов ятлӑ ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗк халӑхӗсен уявне хутшӑнакан Пинеслу чӑвашла, тутарла, вырӑсла пӗлнипе пӗрлех ют ҫӗршыв чӗлхисене те ӑша хывнӑ. Вӑл итали, араб, хрантсус, акӑлчан, нимӗҫ чӗлхисене вӗреннӗ, кирлӗ пулсан ним мар калаҫма пултарать. Вениамин Краснов Вероника Пинеслуна хисеплесе ҫапларах ҫырнӑ: «Нарспи пекех хитре Вероникӑна ентешӗсем наци утӑмне малалла аталантарса та ҫирӗплентерсе кӑна пырасса ентешӗсем шанаҫҫӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Ҫак кунсенче Тутарстанри Пӑва (Буинск) драма театрӗнче регионсен хушшинчи театраллӑ фестиваль пырать. Унта чӑваш театрсене чӗнмен. Ҫак ҫинчен «Idel.Реалии» сайт пӗлтерет. Мӗншӗн пире йыхравламан? Ҫак ыйтуна хӑш-пӗр кӳршӗ республикин театр ӗҫтешсем хуравлаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чӑваш театрсенче ӳсменни (застой) лару-тӑру имӗш. Тӗрӗс-и ку шухӑш? Эпӗ ку ыйтуна — «Тӗрӗс мар!» тесе хуравлатӑп. СССР пӗтнӗ хыҫҫӑн чӑваш театрсенче нумай ырӑ улшӑнусем иртсе кайрӗҫ. Актуаллӑ, пурнӑҫа ҫывӑх, тӗрӗс кӑтартакан пулӑмсене чӑваш театрсенче хамӑр артистсем ӑста выляҫҫӗ. Тӗслӗхсем — Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗнче Анатолий Хмытӑн «Сутӑн илнӗ чыс» спектакльне илӗпӗр. Унта Афган вӑрҫинче пулнӑ хӑрушӑ пулса иртнӗсем, вилӗм, бомбӑсемпе, ракетӑсемпе мирлӗ кишлаксене пӗтерни, чӑваш салтака плена илни, моджахедсем, совет ҫар ҫыннисем наркӑмӑшсене (наркотиксене) унтан СССР пата вӑрттӑн яни. Ҫакна кӑтартакан ҫинчен хӑш-пӗр «афгансен» пӗрлӗхӗн ертӳҫисем, «замполитсем» килӗшмен. Вӗсем ҫӑхавсемпе ЧР Культура министерствине, театрӑн худрук патне кайса ҫӳрени сахал мар пулнӑ. |
Культура
![]() Академи драма театрӗ / Н.Плотников тунӑ сӑн Паян К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче премьера пулнӑ. Хальхинче Наталия Сергеева режиссер Александр Островскин «Хӑв пурӑнас тенӗ пек ан пурӑн» пьесине сцена ҫине кӑларнӑ. Ӗҫсем Ҫӑварнинче пулса иртеҫҫӗ, ҫавӑнпа унта вӑйӑ нумай. Режиссер вырӑсла версине пӗрлештерсе чӑваш колоритне хушнӑ: юрӑсемпе ташӑсем пур. Палӑртмалла: ҫак спектакльтен театр историйӗ пуҫланнӑ. Ку 1918 ҫулта пулнӑ: пьеса сцена ҫине тухнӑ. Кайран театр ун патне икӗ хутчен таврӑннӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче Иоаким Максимов-Кошкинский режиссер ӑна лартнӑ. Хальхи верси азартлӑ, детективлӑ пулса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вырӑс патшалӑх драма театрӗ Самарти хӑнасене кӗтсе илме хатӗрленет. Пирӗн пата кӗҫех «Камера сцени» ҫитӗ. Самарсем Шупашкарта ака уйӑхӗн 5-7-мӗшӗсенче пулӗҫ. Ҫав вӑхӑтра Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисем «Долгоногий хольгер», «Возвращение», «Не сошлись с характерами», «Волшебный подарок», «Мельница счастья» спектакльсене курма пултарӗҫ. Ача-пӑча спектаклӗ – «Волшебный подарок» юмах – 11 сехетре пуҫланӗ. Ыттисем – 18 сехет ҫурӑра. Пирӗн артистсем вара Самарта спектакльсем кӑтартӗҫ. Вӗсем унта «Боинг-Боинг», «По соседству мы живем», «Безымянная звезда», «Красная Шапочка», «Одни в городе, или Веселые уроки ОБЖ» постановкӑсене лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Умсӑмах вӑрӑнне: Тумласан тумласан савӑт та тулать те, сивӗ сӑмах илте-илте манӑн чун савӑчӗ те тулчӗ, ҫавна пулах алла калем тытрӑм.
Концерт умӗн 20 минут кӗнеке сутассишӗн 600 тенкӗ хӑйпӑтса илесшӗн пулса: «Кӑларса ҫапап сана кӗнекӳсемпе пӗрле урама», — тесе ҫухӑрчӗ ман ҫине 4 ҫул каялла Ухсай ячӗллӗ Культура керменӗн администраторӗ В.Н. Михайлова кӗнекесене тата хамӑн сӑмахсемпе ҫырнӑ юрӑсен дискӗсене фойере сӗтел ҫине кӑларса хурсан. «Мана патшалӑх саккунпа килӗшӳллӗн аренда тӳлемесӗр кӗнекесене сутма ирӗк парать», — тесен те лӑпланмарӗ.
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |