Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() Сар.ru сӑнӗ Шупашкарта «Мир» радиостанци ӗҫлеме пуҫланӑ. Ӑна ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, «Мир» телерадиокомпанин председателӗпе Радик Батыршинпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кун пирки «МИР 24» хыпарлать. Асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта 96,5 FM хумсем ҫинче талӑкӗпех ҫак радиона итлеме май пулӗ. Эфирта пӗтӗм тӗнче хыпарӗсемпе пӗрлех халӑх кӑмӑллакан юрӑ-кӗвӗ те пулӗ. Хыпарсене вырӑсла кӑна мар, чӑвашла та вулӗҫ. Малашне эфира автор программисемпе те пуянлатма палӑртнӑ. «Чӑваш чӗлхи – тӗрӗк чӗлхисен ушкӑнне кӗрекен чи авалхи чӗлхесенчен пӗри. Эпир вӑл пирӗн хумсем ҫинче тивӗҫлӗ вырӑн тупасса, чӗлхене аталанма пулӑшса пырасса шанатпӑр», – палӑртнӑ «Мир» МТРК председателӗ Радик Батыршин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |