Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

Ӗнер, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, Мускаври Национальноҫсен ҫуртӗнче легендарлӑ дивизи командирне, Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Василий Чапаева ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине асӑнса каҫ иртнӗ. Унта «Чапаев» фильм кӑтартнӑ, чӑваш эстрада артисчӗсем концерт лартнӑ.

Сӑмах май каласан, Шупашкарти В.И. Чапаев музейӗнче кӑҫал анлӑ реконструкци ирттересшӗн тата экспозицисене ҫӗнетесшӗн. Ӑна тума учреждени ЧР Пуҫлӑхӗн грантне, пурӗ 2,8 миллион тенкӗ, тивӗҫнӗ.

Музей аталанӑвӗ пирки аваллӑх управҫинче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть пулнӑ чухне сӑмах пуҫарнӑ. Экскурсие ертсе пынӑ учреждени ертӳҫи Денис Сятрайкин музей историне аса илтернӗ: ӑна 1974 ҫулта ВЛКСМ Чӑваш обкомӗ тата Чӑваш Республикин таврапӗлӳ музейӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Экспозицисем 25-мӗш дивизипе паллаштараҫҫӗ.

Юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн музей ҫӗнӗ экспонатсемпе: тӗрлӗ хӗҫ-пӑшалпа снарядпа, амуниципе – пуянланӗ. Василий Чапаевпа ҫыхӑннӑ кинохроника кадрӗсем, унӑн дивизийӗнчи салтаксемпе паллаштаракан урӑх информаци те пулмалла.

 

Культура
Константин Москалев
Константин Москалев

Иртнӗ ҫулхи раштавра Хура тинӗсре ӳкнӗ РФ Хӳтӗлев министерствин Ту-154 самолечӗ ӳкнине эпир пӗлтернӗччӗ. Инкекре журналистсем, РФ Ҫарӗн А.В. Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем вилнӗччӗ. Ҫав шутра хрантсус композиторӗ Морис Равель кӗвӗленӗ «Дитя и волшебство» лирикӑлла фантазие Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче лартнӑ Максим Иванов режиссер та пулнӑччӗ.

Александровӑн ансамбльне юрӑҫсем суйламалли конкурса Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет артисчӗсем те хутшӑннӑ. Театр сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Константин Москалевпа Сергей Кузнецов унта юрлама пуҫлӗҫ. Театра вӗсене Мускавран солист евӗр чӗнсе илӗҫ.

Рита Кириллова журналист «Фейсбукра» ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, бас сасӑллӑ Константин Москалевӑн малтанхи пӗлӗвӗ — журналист. Унпа вӗсем тахӑҫан «Аргументы и Факты» хаҫатра ӗҫленӗ. Константин Москалев Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, Сергей Кузнецов — Улатӑрта.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://opera21.ru/page.php?id=3452
 

Культура

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Александр Пушкинӑн «Капитанская дочка» историлле романне ыран сцена ҫине кӑларать. Вырӑсла премьерӑна хатӗрленекен артистсемпе режиссерӑн, ытти специалистӑн ӗҫне паян журналистсем хакланӑ.

Спектакле курас текенсене хальлӗхе театрӑн унчченхи вырӑннех, Трактор тӑвакансен культура керменне, йыхравлаҫҫӗ. Премьера ыран, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, тата нарӑсӑн 15-мӗшӗнче иртмелле.

Спектакльте Савельич сӑнарне калӑплакан Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павлов каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ спектакле Александр Пушкин (вӑл дуэль хыҫҫӑн 1837 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче куҫ хупнӑ) вилнӗренпе 180 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ. Хисеплӗ актер спектакльте Миронов сӑнарӗ лекессе шаннине те пытарман. Ӑна ҫав сӑнар ҫывӑхраххӑн туйӑннӑ. Анчах Савельича уҫса пама та ӑна питех те килӗшнӗ. Унсӑр пуҫне вӑл спектакле лартнӑ Мари Эл режиссерӗпе, Василий Пектеевпа, ӗҫлеме кӑмӑллине палӑртнӑ. Вӑл мӗн калас тенине хисеплӗ артист пӗрремӗш репетицисенчех ӑнланса илнӗ.

 

Сумлӑ сӑмах Культура

Раҫҫей патшалӑхӗнче кризис текен япала паянхи кун та хӑйне лайӑх туять, вӑл ниҫта та ҫухаласшӑн мар-ха пулас. Ҫакна эпир пирӗн пурнӑҫра лайӑх куратпӑр — хаксем хӑпараҫҫӗ, ҫынсен тупӑшӗсем чакаҫҫӗ. Кашнийӗ ҫак лару-тӑрӑва хӑйне пӗлнӗ пек хӑнӑхма тӑрӑшать. Пӗрисем йӳнӗрех япаласем ҫине куҫаҫҫӗ, теприсем маларах туянма ӗмӗтленнӗ япаласене каярахри вӑхӑта куҫараҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем — тепӗр май тупаҫҫӗ. Паллах, патшалӑх та вӗсенчен юлмасть. Май ҫитнӗ таран тӑкаксене пӗчӗклетесшӗн, унтан-кунтан перекетлӗх шырать.

Ман шутпа, пирӗн республикӑра хамӑрӑн культурӑна аталантарма питӗ сахал укҫа уйӑраҫҫӗ пек. Ҫакна курас тесе эп паян 2017 ҫулӑн хысна тӑкакӗсене тишкерес терӗм.

Пӗтӗмӗшле тӑкак тӑрӑх йӗркеленӗ хыҫҫӑн культура пайӗ 8-мӗш вырӑна кайса ларчӗ. 2017 ҫулта культура пайне 593 миллион тенкӗ ытла (1,7%) тӑкакласшӑн. Ытти ҫулхисемпе танлаштарсан — ку, паллах, ытларах. 2016 ҫулта 498 пин, 2015 ҫулта — 581 пин уйӑрнӑ пулнӑ.

Тишкернӗ май кӑсӑклӑ япаласем те тупӑнчӗҫ. Сӑмахран, пирӗн республикӑн тӗп тӑкакӗсем шутне социаллӑ политикӑна (пенси таврашӗ, ытти тӗрлӗ пулӑшу) /32,25%/, вӗренӗве (шкулсем, ача пахчисем) /29,37%/, наци экономикине (кунта мӗн кӗнине чухламастӑп, анчах вӑл тӗлӗшпе тӑкаксем ӳснӗ) /16,58%/, патшалӑх тӑкакне (тӳре-шарана тытса тӑма пулас) /6,5%/, сывлӑх сыхлавне (пульницӑсем тата ытти) /4,79%/, кил-ҫурт тата коммуникаци /1,29%/ кӗртме пулать.

Малалла...

 

Культура

Геннадий Айхи ывӑлӗн Алексейӑн «Оскар» илес шанчӑк пур. Пысӑк шайри наградӑна илме ӑна «Я вам не негр» (чӑв. Эп сире валли негр мар) фильм валли саундтрек ҫырнишӗн тӑратнӑ. Рауль Пек режиссерпа Алексей Геннадий тахҫанах ӗҫлеҫҫӗ иккен. Хальхи вӗсен — пӗрлехи улттӑмӗш ӗҫ.

«4’33» ансамбль ертӳҫи Алексей Айхи — композитор та, скрипач та. Вӑл самай кинофильм валли кӗвӗ ҫырнӑ. Ун пеккисем унӑн 50-ран та иртнӗ. Кульметида. ру тӗслӗх вырӑнне «Страна глухих», «Орлеан», «Доктор Тырса» ятлисене, «Каменская 2» сериала илсе кӑтартнӑ.

Алексей Айги «Золотой орел» тата «Ника» премисене темиҫе хутчен те ҫӗннӗ. «Оскар» илме тӑратнӑ ӗҫ Торонтори Cinema Eye Honors Awards конкурсра ҫӗнтернӗ. Фри-джаз тата камерлӑ музыка хутӑшне (автор шӑпах ҫак жанрсене кӑмӑллать иккен) «Мосфильмра» ҫыртарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://cheb.kultmedia.ru/news/133
 

Культура

Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ черетлӗ, 96-мӗш, ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ҫав ятпа ун чухне наци музейӗнче тата унӑн филаилӗсенче (В.И. Чапаев ячӗллӗ музейсӑр пуҫне) экспозицисемпе куравсемпе тӳлевсӗр паллашма чӗнеҫҫӗ. Коммерцилле куравсемпе паллашас текенсен кӑна укҫа кӑларса хума тивӗ.

Наци музейӗнче «Чӑваш Енре авал пурӑннисем: арехологипе палеонтологи даннӑйӗсем тӑрӑх», «Чӑваш халӑхӗпе Чӑваш Енӗн историйӗ IX ӗмӗртен пуҫласа ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗччен», «ХХ ӗмӗрти Чӑваш Ен», «Этем тата ҫут ҫанталӑк» экспозицисемпе «Мана эс каҫсерен тӗлленетӗн, Афган», «Мезозой тинӗсӗсен драконӗсем» курав ӗҫлет. Музейӑн ӗҫ кунӗ: 10.00 – 18.00. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 62-55-66.

Музейпа курав центрӗнче Чӑваш енӗн Ҫар мухтавӗн музейӗпе паллашма май килӗ. Ӗҫ вӑхӑчӗ: 10.00 – 18.00, тунтикун канаҫҫӗ. Телефон: 62-01-78.

Чӑваш тӗррин музейӗпе паллашас тесен вӑл 10.00 – 18.00 сехетсенче уҫҫине шута илмелле. Вырсарникунпа тунтикун канаҫҫӗ. Телефон: 62-03-44.

К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче яланхи экспозици ӗҫлет, «Выразитель мудрости народной», Петӗр Хусанкайӑн 110 ҫулхине халалланӑ «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере», А.

Малалла...

 

Культура
Музея парнеленӗ пус укҫа
Музея парнеленӗ пус укҫа

Чӑваш наци музейне нумаях пулмасть ӗлӗкхи укҫа парнеленӗ. Дирхим авалхи араб укҫи шутланать. Владимир Алмантайпа Сергей Семенов илсе пынӑскерсене Х ӗмӗрте тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Сасанид укҫи вара V–VI ӗмӗрсенчен паянхи кунччен упраннӑ. Ылтӑн Орда вӑхӑтӗнчи (XIII-XIV ӗмӗрсем) укҫа та музейра тивӗҫлӗ вырӑн тупӗ.

Ырӑ кӑмӑллӑхшӑн музей ӗҫченӗсем Владимир Николаевичпа Сергей Григорьевича тав тунине пӗлтереҫҫӗ. «Музея парнеле» акци, сӑмах май, малалла тӑсӑлать. Ӑна музея йӗркеленӗренпе 96 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл нарӑсӑн 10-мӗшӗччен пырӗ. Капла акцие музейҫӗсем 95 ҫулхи юбилей умӗн те йӗркеленӗччӗ. Аса илтеретпӗр, музейҫӑсем ҫынсенчен культура тата истори пӗлтерӗшлӗ япаласемпе коллекцисене кӗтеҫҫӗ.

 

Культура

Чӑваш режиссерӗн Владимир Синяевӑн ҫӗнӗ фильмӗ экран ҫине тухнӑ. «Лесом» кинокартинӑна пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ӳкерме тытӑннӑ.

Режиссер фильмӑн ытларах пайне Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ӳкернӗ. Мӗн пирки ку кинокартина? Шадриха вӑрманне тӗрлӗ кӑмӑллӑ ҫынсем лекеҫҫӗ. Вӗсем унта Емельян Пугачевӑн туприне шыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсемпе интереслӗ япаласем пулса иртеҫҫӗ. Юлашкинчен кашниех хӑйӗн валли тупра тупать, анчах хаклӑраххине.

Фильмра ертсе пыракан «Ҫӗнтерӳ» халӑх театрӗн актерӗсем Лидия Петрова, Виктория Козлова, Павел Родионов, Дарья Кури, Иван Ерин, Сергей Паршин, Никита Осипов ӳкерӗннӗ. Эпизодсенче Шупашкарти 1-мӗш тата 23-мӗш шкул ачисене, «Ирӗклӗх» хастарӗсене, Шупашкар, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисен, Пӑрачкав ялӗн ҫыннисене курма пулать.

Фильма ку уйӑхри Чӑваш Енри тата ытти регионти кинотеатрсенче кӑтартӗҫ.

 

Культура

«Чӑвашфильмпа» «Чеченфильм» пӗрлехи проекта пурнӑҫлаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Енри делегаци Чечня Республикинче пулнӑ. Рамзан Кадыров вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ.

Делегаци малтан Грозный хулинче пулнӑ, унта пӗрлехи ӗҫе сӳтсе явнӑ, документсене, килӗшӳсене алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Чечняри кинематографистсен опычӗ чӑвашсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Делегаци Ҫурҫӗр Осетире те пулнӑ. Вӗсем Беслан хулинче 2004 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ ачасемпе салтаксене пуҫ тайнӑ.

Сӑмах май, Чӑваш Енре «Мусульманин» фильм ӳкерме тытӑннӑ. Унӑн тӗп продюсерӗ — Юрий Спиридонов. Сценари авторӗ — Илья Земляной. Фильм мӗн пирки пулнине хальлӗхе каламаҫҫӗ. Анчах унта паллӑ темиҫе актер ӳкерӗнме килӗшни вӑрттӑнлӑх мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39572
 

Культура
Курав тата тӑсӑлӗ
Курав тата тӑсӑлӗ

Мускаври хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӳнерҫӗн Ирина Андрееван «Теплый дом» (чӑв. Ӑшӑ кил) куравӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ӗҫленине эпир пӗлтернӗччӗ. Курав Шупашкарти Музейпе курав центрӗнче уҫӑлнӑччӗ. Малтанласа кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗчченех ӗҫлессине хыпарланӑччӗ те анчах Чӑваш наци музейӗн сайтӗнче курав ҫитес уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑна вӗҫленессине пӗлтернӗ. Унӑн вӑхӑтне тӑсма куракансем ыйтнӑ-мӗн.

Аса илтерер, Ирина Андреева ӑста кӗҫҫерен пианино, диван, телевизор, шкап, пельмен тултарнӑ холодильник тата ытти япала та ӑсталать. Вӗсем чӑннисем пекех пысӑк. Ирина Андреева ӗҫӗсене Раҫҫейри, Германири, Францири, Бельгири, Аслӑ Британири, Японири музейсен тата уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче курма пулать.

 

Страницӑсем: 1 ... 282, 283, 284, 285, 286, 287, 288, 289, 290, 291, [292], 293, 294, 295, 296, 297, 298, 299, 300, 301, 302, ...406
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 25

1911
113
Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1972
52
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ.
1980
44
Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть