Культура
![]() Ӗнер К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗн Аркадий Андреевӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялӗнче 50 ҫул каялла ҫуралнӑскере асӑннӑ район пуҫлӑхӗ — районти Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи Игорь Николаев, райадминистраци пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев саламланӑ. Уява ҫавӑн пекех райадминистрацин культура пайӗн пуҫлӑхӗ Елена Чернова, Муркаш районӗнче пурӑнакансем хутшӑннӑ. Игорь Николаев муркашсем хирте тата фермӑра кӑна мар, сцена ҫинче те пултаруллине палӑртнӑ. Аркадий Андреев Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинче вӗреннӗ. 1993 ҫулта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрне артиста вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнчи «Шуҫӑм» халӑх фольклор ушкӑнӗ (ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Фролов ертсе пырать) Свердловск облаҫӗнче иртнӗ «Кӗр пурлӑхӗ» уява хутшӑннӑ. Ку ансамбле 1994 ҫулта пуҫарнӑ. 2002 ҫулта фольклор ушкӑнӗ халӑх ятне тивӗҫнӗ. Ҫӗр ӗҫне вӗҫленине халалланӑ Урал тӑрӑхӗнчи уява Чӑваш Енри, Курганти, Челябинскри, Екатеринбургри тата Свердловск облаҫӗнчи 100 ытла юрӑ-ташӑ ӑсти хутшӑннӑ. Патӑрьелсем анат енчисен йӑли-йӗркине кӑтартнине Свердловск облаҫӗнчи куракансем ӑшшӑн йышӑннӑ. Урал тӑрӑхӗнчи концерт хыҫҫӑн наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхнӑ. Уяв «Туслӑх» клубӑн (ертӳҫи — Таисия Никифорова) 10 ҫулхипе пӗр килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Хыпар» издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӑн 100 ҫулхине халалласа ҫыракансем хушшинче конкурс ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви йӗркеленӗ. Конкурса 28 ӗҫ ҫитнӗ иккен. «Республикӑри пичет МИХӗсенчи чи лайӑх хайлав (хайлавсен ярӑмӗ)» номинацире «Хыпар» издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсем мала тухнӑ: пӗрремӗш вырӑнта – «Чӑваш театрӗ: 100 ҫул» хайлавсен ярӑмне пичетленӗшӗн «Хыпар» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ, культура тата спорт пайӗн редакторӗ Надежда Смирнова, редакции газеты «Хыпар», иккӗмӗшӗнче – «Мӗнле пурӑнма аванрах, хӑв пӗлнӗ пек е?» хайлав авторӗ, «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Алина Изман, виҫҫӗмӗшӗнче – асӑннӑ хаҫат редакторӗ Ирина Алексеева (вӑл «Ача чухне ӗмӗтленнӗ юмахра пурӑнатӑп» ятлӑ материалпа палӑрнӑ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене каллех премьерӑпа савӑнтарнӑ. Хальхинче Арсений Тарасовӑн «Юратӑва ҫул парӑр» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ спектакль сцена ҫине тухнӑ. Спекаткль режиссерӗ — ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов. «Малтанах хӑрарӑм. Пьеса вӗҫленмен пек туйӑнатчӗ. Ӗҫлеме пуҫласан пьесӑн хӑйӗн шӑнӑрӗ, шухӑшӗ пуррине ӑнлантӑм. Премьерӑна куракансем хакларӗҫ ӗнтӗ», — тенӗ режиссер. Спектакльти тӗп сӑнарсем — Павловсен ҫемйи. Вӗсем Магаданран Граф килесси пирки хыпарлакан телеграмма илеҫҫӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, вӑл — вӑрӑ. Ҫавӑнпа ҫемье унпа курнӑҫасран тарса ҫӳрет. Финалта вара ҫакӑ паллӑ: Граф лайӑх шухӑшпа — ваттисен ҫуртне пулӑшас тӗллевпе — килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта ӗнер, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, халиччен пулман курав уҫӑлнӑ. Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунне халалланӑскерти экспонатсемпе суккӑрсем паллашма пултараҫҫӗ. Экспонатсен илемӗ ҫинчен экскурсоводсем каласа кӑтартнине итлесе мар, хӑйсен аллипе тытса пӑхса, хыпашласа. Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ курава «ПРОСТРАНСТВО ЛЮБВИ» (чӑв. Юрату анлӑшӗ) ят панӑ. Унта Шупашкарти художниксемпе пӗрлех Мускаврисен ӗҫне те тӑратнӑ. Тӗрлӗ материалтан хатӗрленӗскерсем урлӑ мӗн каланине тытса та ҫавӑрса пӑхса ӑнланма пулать. «Шкулта пӗрле вӗреннӗ тусӑмӑн куҫ курман ывӑлне ӗнер художество музейӗнчи курава чӗнтӗм. Саша музейра юлашки хут пӗр пилӗк ҫул каялла пулнине пытармарӗ. Куҫ курманнисен итлеме тивет. Хальхи курава вара тытса пӑхма май килчӗ», — тесе ҫырнӑ, тӗслӗхрен, «Чӑвашкино» киностудире тата электрон документацин архивӗн сектор заведующийӗ Вероника Кочешкова паян Фейсбукра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Четыре солдата в поисках мира» спектакль саманчӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрӗ Алекс Бьерклундӑн «Четыре солдата в поисках мира» драми тӑрӑх лартнӑ спектакле куракан умне кӑларма хатӗрленет. Ку спектакле театр труппи «Пӗчӗк хулари театрсем» федераци проектне хутшӑнса ҫӗнсе илнӗ грант укҫипе лартать. Сӑнав театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Проворов палӑртнӑ тӑрӑх, театра федераци хыснинчен 5 миллион та 506 пин тенкӗ панӑ, республика та укҫа уйӑрнӑ: 611800 тенкӗ. Ҫак нухратпа театр хальхи йышши ҫутӑ тата сасӑ хатӗрӗсем, сцена эффекчӗсем валли ытти оборудовани, декораци тата тум туяннӑ. Асӑнса хӑварар, ҫак спектакле театр артисчӗсем Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Чикмере, Чулхулара тата Чӗмпӗрте кӑтартасшӑн. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫитес ҫул Раҫҫейри пӗчӗк хуласен театрӗсен фестивальне хутшӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӗмпӗрте пурӑнакан Николай Кондрашкин кӳлепеҫӗ чӑвашсен мӑн аслашшӗсем шутланакан пӑлхарсен Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне никӗсленӗ Купрат Эльпуҫа /патшалӑх ертӳҫине/ асӑнса Шупашкарта палӑк лартма сӗнет иккен. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн ҫак уйӑхри номерӗнче Николай кондрашкинпа пичетленӗ интервьюра пӗлтернӗ. Бюст-палӑк лартма Купрат ханӑн сӑнӗ хатӗр-мӗн. Ӑна Чӑваш Ене илсе те килнӗ. Яваплӑ вырӑн йышӑнакан тӳре-шара ҫав палӑка лартма йышӑну тусан ӗҫ каймалла тенӗ. «Ӑна Шупашкар районӗнчи Станьялта лартас шут пур. Вырӑнти истори музейӗпе калаҫса татӑлнӑ темелле. Купрата пысӑк палӑк вара Шупашкарта лартмалла. Ӑна Тутарстанри Пӑлхар хулинче, Фанагорире /Краснодар крайӗ/ е Туна шывӗ ҫинчи Пӑлхар ҫӗршывӗнче лартас текенсем те пур», — тенӗ кӳлепеҫӗ журнала. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ вӗҫленчӗ. Аса илтерер, ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви тата Театр ӗҫченӗсен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Кӑҫал иккӗмӗш хут театр форумӗнче тӗрлӗ номинаципе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Унта хамӑр театрӑн тӗп режиссерӗ Иосиф Дмитриев та палӑрнӑ. «Виҫ кӗтеслӗ юрату» спектакле режиссер пулса лартнӑ. Иосиф Дмитриев «Ҫамрӑксем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль (режиссура)» палӑрнӑ. Ҫак спектаклӗн авторне Геннадий Тимофеева (Челпир) «Чи лайӑх пьеса» номинацире палӑртнӑ. Ку спектакльте Аниҫҫе сӑнарне калӑпланӑ Наталья Ахмед «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци музейӗнче юрӑ-кӗвӗллӗ литература каҫӗ иртнӗ. Ӑна чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Степан Аслан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Литература каҫне Степан Асланӑн ачисемпе мӑнукӗсем тата тӑванӗсем кӑна мар, хальхи ҫыравҫӑсем те, Канаш районӗн ентешлӗхӗн хастарӗсем те, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин вӗренекенӗсем те, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачисем те хутшӑннӑ. Малтанах Степан Асланӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне аса илнӗ, кун пирки пухӑннисене Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне паллӑ ҫыравҫӑпа ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ самантсемпе Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч паллаштарнӑ. «Ахрат», «Сехмет», «Хӑват» хайлавсен авторӗн хӗрӗ Алина Асланина-Павлова ашшӗн «Ростки жизни» кӗнекине презентациленӗ, ӑна вӑл вырӑсла хӑй куҫарнӑ. Палӑртар, литература каҫӗнчех «Чап-мухтавшӑн эп ҫунмастӑп» курав уҫӑлнӑ, унта Степан Асланӑн кӗнекисемпе тата сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
(Л.Н. Сачковӑн юбилейӗ ҫитнӗ май)
Хур кайӑксем карталанса вӗҫетчӗҫ, Алӑ сулса ӑсатрӑм вӗсене. Кӗрхи ҫанталӑк куҫҫульпе йӗретчӗ, Текерлӗк ҫеҫ шыратчӗ савнине...
...Хуркайӑксен вӗсен хӑйсен ҫул терчӗ. Алӑ сулсах ӑсатрӑм вӗсене. Паян сив хӗл ҫил вӗҫтерсех хӳтерчӗ Ман чунӑмри аса илӳ йӗрне. (Сачкова Л.Н. Ҫеҫенхирти ир. – Шупашкар, 2012. С. 22).
Халӗ те, ӗлӗк те кун-ҫул лавне пуҫӗпех кӳлӗннӗ чӑваш ҫыннишӗн пурнӑҫ сукмакӗсем пӗртте ҫӑмӑл пулман. Уйрӑмах, тен — ҫыравҫӑсемшӗн те. Апла пулин те, кашни ҫын ӑраскалӗ-шӑпи савӑнӑҫлӑ та хумхануллӑ самантсем ҫак тӗркешӳллӗ пӑрӑҫ-пурӑнӑҫ-пӑрӑнӑҫра парнелетех пире. Ҫавна ытлӑн-ҫитлӗн туйма-курма ҫуралнӑ та хут ҫине сипетлӗ Сӑмах шӑрҫалакан калем ӑсти. Ун валли — куҫпа виҫейми, алпа тытайми, сӑмахпа вырнаҫтарайми пӗтӗм ӑс-хакӑл тӗнчи. Пӗр енчен, ҫав вӗршӗн евӗрлӗ харсӑр та вӗҫевлӗ Ҫӗр-аннемӗрӗн, Ҫутҫанталӑкӑн, Ӑс-Хакӑлӑн таҫти авӑрӗсенчен капланса килекен тарӑнӑҫлӑ тивлетсем утса тухнӑ кун-ҫулӑн такӑрах мар сукмакӗсене куҫ умне ҫавра ҫил пек кӑларса тӑратаҫҫӗ те ҫыравҫӑсем, тен, туса ҫитереймен ӗҫсем патне тепӗр хут вӗсемех таврӑнма пире хистеҫҫӗ, малаллах шав уттараҫҫӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |