Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче этнопедагогикӑна никӗсленӗ паллӑ педагогӑн Геннадий Волковӑн «Кил илемӗ» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Ӑна иккӗмӗш хут ӗнтӗ пичетлеҫҫӗ. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче калӑпласа кӑларнӑ. «Кил илемне» пысӑках маи калавсемпе юмахсем кӗнӗ. Вӗсем урлӑ автор тӑван халӑхӑмӑрӑн ӑс-хакӑлне, ӑрусен ҫыхӑнӑвне, ҫемье хакне кӑтартаҫҫӗ. Пӗчӗккисене вӑл аслисене, ашшӗ-амӑшне, Тӑван ҫӗршыва хисеплеме вӗрентет. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсенче асра юлакан сюжетсем, ваттисем сӑмахӗсем, ӑнланмалла чӗлхе тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Кӗнеке тиражӗ — 1000 экземпляр. Геннадий Никандрович Волков Волков — педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1968), СССР тата Раҫҫей шайӗнчи академик; ҫыравҫӑ. 1927 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 2010 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Виктория Трончук НТВ телеканалпа кӑтартакан «Ты супер!» конкурса хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тӳресен умӗнче вӑл «Queen» рок-ушкӑнӑн «The Show Must Go On» юррине шӑрантарнӑччӗ. Паян вӑл телепроектӑн чӗрӗк финалне хутшӑнчӗ. Унта Ҫӗмӗрле хӗрӗшӗн виҫҫӗн сасӑларӗҫ. Раҫҫей халӑх артисчӗ Игорь Крутой вара тӑхтаса тӑчӗ, суя нотӑсем самай пулнине палӑртрӗ. Виктория Трончук Наталия Подольская юррине суйланӑ. Конкурса Н. Подольская та пынӑ. Ҫӗмӗрле хӗрне хавхалантармалла вӑл унпа юрларӗ. «Ты супер!» конкурса Раҫҫейри, Абхазири, Азербайджанри, Арменири, Грузири, Казахстанри, Кӑркӑсстанри, Молдовӑри, Украинӑри, Эстонири, Кӑнтӑр Осетири ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте — ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑскерсем. |
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательстви ҫак кунсенче тепӗр ҫӗнӗ кӗнекене кун ҫути парнеленӗ. Хальхинче унта чӑваш халӑх юмахӗсен кӗнеки «Тилӗ тусӗ. Лисья пляска» ятпа чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ. Унта ултӑ юмах кӗнӗ. Чӑваш Енӗн информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юмахсен пуххине кӗнӗ хайлавсем кӗҫӗн вулакансене ӑса вӗрентеҫҫӗ, йӑнӑшасран асӑрхаттараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне юмахсем халӑх ӑс-хакӑлне кӑтартаҫҫӗ, паянхи куншӑн та ҫивӗч ыйтусене хускатаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулӗ: ӑнланма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе Сергейпе Наталья Орловсем юмахсене ансат та илӗртӳллӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Хайлавсене чӑвашларан вырӑсла вара С. Шуртаковпа А. Димитриев куҫарса хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енре «Иван Яковлевич Яковлев – патриарх чувашской культуры» (чӑв. Иван Яковлев — чӑваш культурин патриархӗ ) темӑпа вулавӑш диктанчӗ иртнӗ. Диктант ҫырма республикӑри 170 лапамра — вулавӑшсенче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче — май туса панӑ. Акцие хутшӑнакансен Иван Яковлев пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ 20 ыйтӑва хуравлама тивнӗ. Тӗрӗс хуравшӑн 5 балл лартӗҫ. Вулавӑш диктантне мӗнпур район хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче уйрӑмах хастаррисем Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Тӑвай, Канаш, Комсомольски тата Элӗк районӗсем пулнине пӗлтереҫҫӗ. Хӑйсен пӗлевне студентсем, таврапӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсемпе вулавӑша ҫӳрекенсем тӗрӗсленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсем ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗ хыҫҫӑн паллӑ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, эрне кун, Шупашкарти Чӑваш патшалӑх культура институчӗн керменӗнче 16 сехетре Юрий Скворцовӑн «Амаҫури» калавӗ тӑрӑх ӳкернӗ кӗске метрлӑ фильма кӑтартӗҫ. Ку ӗҫӗн режиссерӗ — Николай Семенов, операторӗ — Илтимӗр Ефремов, сценари авторӗ — Владимир Карсаков. Этем чунне тарӑннӑн уҫса пама пултаракан ҫыравҫӑн хайлавӗ тӑрӑх кино ӳкерме шикленменни — хӑех паттӑрлӑх. Ҫапла харсӑрланнисем — маларах эпир асӑннӑ аслӑ шкулта кино ӳкеркенсен ӑсталӑхӗн вӗренекенсем тата унта ӗҫлекенсем. Кинори ӗҫ вӑрҫӑ хыҫҫӑн пулса иртнӗ май авалхи ҫурта, савӑт-сапана, тумтире шыранӑ. Ку енӗпе Аэлита Бельская продюсер маттур пулнӑ. Вӑлах Митя рольне вылякан ачана тупнӑ. Фильма Муркаш районӗнчи Шаптакра ӳкернӗ. Амаҫури сӑнарне Зоя Илларионова калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Надежда Андреева сӑн ӳкерчӗкӗ Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Максим Горький ҫыравҫӑн «На дне» пьеси тӑрӑх ҫавӑн ятлӑ спектакль лартнӑ. Вӑл 14 сехетре пуҫланнӑ. Театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, премьерӑна вырӑс ҫыравҫи, прозаикӗ тата драматургӗ Максим Горький ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсенче театра «Алеша Пешков» спектакле куракансем юратса йышӑннӑ. Вырӑс классикӗн «На дне» пьеси те тарӑн шухӑшлине шута илсе суйланӑ та театр. «На дне» спектакле Дмитрий Петров режиссер лартнӑ, художникӗ – Лариса Комиссарова, ҫутӑ художникӗ – Александр Щукин, кӗвӗпе музыкальное Федор Алексеев илемлетнӗ. |
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 24-26-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра Тӗрӗк тӗнчин «Урмай залида» халӑхсем хушшинчи культурӑпа ӳнер фестивалӗ иртӗ. Ыран, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи Урмаелте фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Унтах тутарсен фольклорпа этнографи ушкӑнӗсем концертпа савӑнтарӗҫ. Чӑваш Енри уйрӑм юрӑҫсем те концерта хутшӑнмалла. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӗмпӗрти тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи тутар культурин центрӗн хастарӗсем, юрӑ-ташӑ ӑстисем концерт кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Урмаелти культура ҫуртӗнче гала-концерт иртӗ. Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта иртекен Сабантуй та фестиваль тӑсӑмӗ пулассине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Валентина Федорова сӑн ӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшенче Вера Кузьмина ячӗллӗ илемлӗ вулав конкурсӗ иртнӗ. Ӑна, аса илтерер, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗпе ирттереҫҫӗ. Унта Вера Кузьмина хӑй те пынӑ. Чӑвашла 69 хайлав, вырӑсла 40 хайлав вуланӑ. Конкурса хак паракан тӳресенчен пӗри, чӑваш халӑх артисчӗ Иван Иванов сӑнанӑ тӑрӑх, «иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан хутшӑнакансем хайлав сӑмахӗсене чун витӗр кӑларни» палӑрнӑ. Вера Кузьминан ятарлӑ парнине Шупашкарти 41-мӗш шкулти Анастасия Ларшникова, Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи культура ҫуртӗнчи пултарулӑх ушкӑнне ҫӳрекен Алексей Александров тата Канашри «Грани» ҫамрӑксен театрне ҫӳрекен Дарья Инокентьева тивӗҫнӗ. Алексей Александров сӑвӑ вуланӑ хушӑра юрласа та, ташласа та кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар хӗрӗ Софья Авазашвили «Песни» (чӑв. «Юрӑсем») проекта хутшӑнса жюрие вокал пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Пике хӑйӗн юррине, «Без тебя меня нет» (чӑв. «Эпӗ сансӑр ҫук») ятлӑскере, Тим Гримбергпа юрланӑ. Шоу продюсерӗ тата хӗрӗн наставникӗ Максим Фадеев чӑтса ларайман – пукан ҫинчен тӑнӑ та ташлама пуҫланӑ. Ҫапла вӑл пурне те тӗлӗнтернӗ. Софья концертра хӑйӗн юррине шӑрантарнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Жюрире ларнӑ Тимати юрӑҫ та юрра ырланӑ. Вӑл композици лайӑх пулнине, ҫакӑншӑн тӑрса алӑ ҫупма хатӗррине палӑртнӑ. Унччен Тиматие Софья Авазашвилин «На радиоволнах» (чӑв. «Радиохумсем ҫинче») юрри те килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Илле Иванов Чӑваш поэчӗ тата журналисчӗ Илле Иванов нумаях пулмасть Японире пулнӑ. «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, публициста Токиори ют чӗлхесен университечӗ ҫичӗ юта йыхравланӑ. Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, Илле Иванов Японире чӑваш чӗлхи вӗренекен ӑсчахсене пулӑшнӑ. Маларах асӑннӑ кӑларӑм журналисчӗ Япони ӑсчахӗсем чӑваш чӗлхине мӗн тума ӑша хывнипе кӑсӑкланнӑ. «Синджиро Казама профессор Чӑваш Ене темиҫе хут та килнӗччӗ,ученӑй-филологсемпе тӗл пулнӑччӗ. Казама-сан тата унӑн ӗҫтешӗсем чӑваш диалекчӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ. Вӗсем алтай ҫемйине кӗрекен чӗлхесен калаҫу словарьне хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрӗк чӗлхисен хушшинче чӑваш чӗлхи питӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать», — уҫӑмлатнӑ Илле Иванов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Хумма Ҫеменӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |