Чӑваш Ене Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи ҫамрӑк журналистсемпе кинематографистсем пуҫтарӑнӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 1-5-мӗшӗсенче Ҫамрӑксен массӑллӑ информаци хатӗрӗсен тата киностудисен «Волжские встречи» (чӑв. Атӑлҫи тӗл пулӑвӗсем) пӗтӗм тӗнчери 30-мӗш фестивалӗ иртӗ. Мероприятие Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи хастар ҫамрӑксем ҫеҫ мар, Беларуҫрен, Казахстанран, Украинӑран тата Молдовӑран килсе ҫитмелле.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче 450-а яхӑн ҫамрӑк килме пулнине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем хушшинче — аслӑ классенче вӗренекенсем тата студентсем. Вӗсемпе ӑсталӑх класӗсене медиаотрасльти паллӑ экспертсем ирттерӗҫ. Сӑмахран, «Русский репортер» журналӑн тӗп редаткорӗ Виталий Лейбин, «Карусель» тата «Дисней» телеканалсен режиссерӗ Антон Михалев, Молдавинче ӗҫлесе пурӑнакан, ҫынна аталанма тата лидер пулма хӑнӑхтаракан Марчел Паскаль тренер, М.В. Ломоносов ячӗллӗ МПУри журналистика факультечӗн преподавателӗ, «Моя Планета» телеканал ертӳҫи Роман Лобашов.