Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Василий Эктел ҫыравҫӑн «Тӗлӗнтермӗшсем» сӑвӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ку кӑларӑм — кӗҫӗн шкул ачисем валли. Чӑваш кӗнеке издательстви шучӗпе ҫӗнӗ кӑларӑм шӑпӑрлансене ҫутҫанталӑк ытамне илӗртет. Сӑвӑсем урлӑ автор тӑван тавралӑхӑн ытарайми илемӗпе, ӳсен-тӑран тата чӗрчун тӗнчин хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарать. Василий Эктелӗн ҫутҫанталӑкӗ те этем пекех сывлать, туять, асапланать, хӑйӗн ҫулӗ ҫинче тӗл пулакана аркатать, ыйха путать те вӑранать. Ҫутҫанталӑкри кашни уйӑхпа паллаштаракан ярӑмри сӑвӑсене те вулама кӑсӑклине ӗнентереҫҫӗ ӑна кӑларакансем. Кӗнеке 1000 тиражпа пичетленнӗ. Унӑ редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Иван Алексеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен кӑҫал Республика кунне ирттересси пирки халех шухӑшлама тытӑннӑ. Тӑван тӑрӑхӑмӑршӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑма хатӗрленес тӗллевпе нумаях пулмасть Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне пухнӑ. Уяв вӑхӑтӗнче ытти ҫулхиллех тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Ҫав шутра — «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль те. Анчах кӑҫал унӑн программине палӑрмаллах улшӑну кӗртме палӑртнӑ. Фестивале хутшӑнакансем ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑри районсем тӑрӑх тухса кайӗҫ. Унта вӗсем концертсем лартӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Тепӗр кунне ҫӗршыври ӑстасен пултарулӑхӗпе Шупашкарта киленӗпӗр. Кӑҫал фестивале Болгарирен те килмелле. Ҫакна Чӑваш Ен культура министрӗ Константин Яковлев каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсем иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетме пухӑнӗҫ. Пуху республикӑн Наци вулавӑшӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн яваплӑ ҫыруҫи тата Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, пухӑва пынисене 9 сехет те 30 минутра шута илме пуҫлӗҫ. Пухӑвӑн кун йӗрки те халех паллӑ. Иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнипе пӗрлех малашлӑхри аталанӑва палӑртӗҫ. Таврапӗлӳҫӗсем пӗлтӗр пичетленyӗ чи лайӑх кӗнекесен авторӗсемпе чи маттур краеведсене чыслама та ӗмӗтленеҫҫӗ. Пухуччен ял тӑрӑхӗсемпе районсенчен, шкулсенчен, gултарулӑх ҫурчӗсенчен, вулавӑшсенчен, музейсенчен, клубсенчен, архивсенчен тата ытти учреждени-организацирен делегатсем суйлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишшин музейӗ Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунӗнче, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче «Чувашский наравне со всеми языками мира» (чӑв. Чӑваш чӗлхи тӗнчери мӗнпур чӗлхепе тан) музыкӑпа поэзи каҫӗ иртӗ. Культура учрежденине ертсе пыракан Антонина Андреева Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие Ҫеҫпӗл Мишши сӑвӑ ҫырас йӗркене реформӑланине тата поэтсен куҫару ӗҫӗ-хӗлне халаллӗҫ. 15 сехетре пуҫланакан музыкӑпа поэзи каҫне республикӑра пурӑнакан, литературӑпа пултарулӑха хаклакан ҫынсене пурне те йыхравлаҫҫӗ: сӑвӑ вулама юратакансене те, ӑна итлеме кӑмӑллакансене те. Хӑйсен сӑввисене хӑйсемех вулакансем пырсан пушшех те лайӑх. «Уявра сӑвӑсем чӑвашла та янӑрӗҫ, вырӑсла та», — пӗлтерет Антонина Андреева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Хорло» фильмри самант Чӑваш Ен Хусанта иртекен Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк киновӗн фестивальне хутшӑнать. Кинофорума пуш уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пуҫтарӑнӗҫ. Вӑл Стамбулта пӗлтӗр иртнӗ Тӗрӗк тӗнчи кино ассоциацийӗн президиум ларӑвӗн йышӑнӑвӗпе пулать. Кинофорум валли Тутарстана суйласа илнине темиҫе сӑлтавпа ӑнлантараҫҫӗ. Тутарсен, сӑмахран, мӑсӑльман киновне ирттерес опыт пур тата республикӑра халӑхсен йӑли-йӗркине аталантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Тӗрӗк киновӗн фестивальне Турцирен, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Узбекистанран, Азербайджанран тата Туркменистанран килсе ҫитмелле. Хамӑр ҫӗршыври регионсенчен, Тутарстансӑр пуҫне, Пушкӑртстанран, Якут Республикинчен, Хакас Республикинчен тата, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Чӑваш Енрен хутшӑнмалла. Пирӗн республикӑри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑвашсем Марат Никитинӑн «Хорло» фильмӗпе кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкара Я. Эшпай ячӗллӗ Мари патшалӑх филармонийӗн артисчӗсем килӗҫ. Ҫав кун Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «Ҫурхи юмореска» программӑн премьери иртӗ. Программӑна «Марий кундем» халӑх инструменчӗсен патшалӑх оркестрӗ хутшӑнӗ. Куракансем Раҫҫей тата ют ҫӗршыв классикӗсен хайлавӗсемпе киленӗҫ, фильмсенчи тата мультфильмсенчи кӗвӗсене итлӗҫ. Палӑртмалла: оркестр - Мари Республикинчи чи лайӑх ушкӑнсенчен пӗри. Вӑл тӗнче тата Раҫҫей шайӗнчи конкурссен лауреачӗ, Гран-прие те пӗрре мар ҫӗнсе илнӗ. Концерт 18 сехет ҫурӑра пуҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ЧР Культура министерствин сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк Чӑваш Енре 19-мӗш ҫул ӗнтӗ «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртет. Театрсем унта хӑйсен чи лайӑх спектаклӗсене тӑратаҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне кӑҫал республикӑри профессиллӗ 6 театр коллективӗ хутшӑнӗ. Конкурс условийӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, кашнин икшер ӗҫпе тупӑшма юрать. Анчах ку майпа Драмӑн сӑнавлӑ патшалӑх театрӗ тата Оперӑпа балет театрӗ усӑ курман — вӗсем пӗрер спектакльпех ҫырлахнӑ. «Чӗнтӗрлӗ чаршаври» ӗҫсене хаклакан йыш ултӑ ҫынран тӑрать: ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Ефимова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн искусствоведени пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Любовь Бушуева, Оперӑпа балет театрӗн литературӑпа драматурги пайӗн ертӳҫи Ольга Митина, Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Галина Скворцова, Чӑвашрадиовӑн радиовещанин службин шеф-редакторӗ Ольга Тургай. Аякран килнӗ хӑна та пур. Пушкӑртстанӑн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, театровед, театр критикӗ Дина Давлетшина тӳресен ертӳҫи пулӗ. Конкурса Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Вырӑс драма театрӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «НТВ» телеканалпа кӑтартакан «Поедем, поедим» проект ертӳҫи Джон Уоррен ҫак кунсенче Шупашкарта пулнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫапла, телеканал пирӗн республикӑра пуш уйӑхӗн 11–14-мӗшӗсенче ӗҫлерӗ. Акӑлчан ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан ӗнерхи усламҫӑна, паянхи журналиста Шупашкарти трактор музейӗпе те паллаштарнӑ. Унта Джон Уоррен авалхи трактора ним мар хускатнӑ, ҫавӑнти кафере апатланнӑ. «Трактор савучӗсем» концернӑн пресс-служби ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Джона темиҫе тӗрлӗ трактор сӗннӗ. Хӑна вара Харьковра 1952 ҫулта кӑларнӑ «ХТЗ-7» маркӑллине суйланӑ. Джон Уоррер авалхи техникӑна ҫӑмӑллӑн чӗртнӗ. Акӑлчан ҫынни Шупашкарти трактор музейӗ арҫынсем валли ҫеҫ, унта кӑра арҫынсем кӑна тесе малтанласа шухӑшланине пытарман. Тракторсене хитре хӗрсем ҫӑмӑллӑн тытса пыни те ӑна тӗлӗнтернӗ. |
Культура
![]() К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ районсем тӑрӑх ҫӳрет. Ку таранччен артистсем Тӑвай, Йӗпреҫ, Елчӗк, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай тата ытти районта пулнӑ. Ыран, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, труппа Комсомольски районне ҫитме палӑртнӑ. Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем «Ялта» драмӑна курса киленӗҫ. Спектакль пуҫланиччен Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ артистпа Валерий Карповпа тӗлпулу иртӗ. Унта РСФСР халӑх артистки, Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Яковлева та хутшӑнӗ. Гастроль валли «Ялта» драмӑна ахальтен суйламан. Унта театрӑн пӗтӗм труппи хутшӑнать. Спектакль Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче 18 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ тата Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Яковлев вулавне хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине тата театрӑн 85 ҫулхине халалланӑ. «Чӑваш драматургийӗн пуҫламӑшӗ» ятпа ирттерекен вулава пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 13 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ирттерӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче драматурги хайлавӗсене вулӗҫ. Вӗсене хӑй вӑхӑтӗнче Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗнче вӗреннисем ҫырнӑ. Мероприятие театрӑн илемлӗ ертӳҫи Иосиф Дмитриев ертсе пырӗ. Кун пирки Фейсбукра театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева пӗлтернӗ. Хыпара сӳтсе явма хутшӑннӑ Иосиф Дмитриев режиссер мероприятие Виталий Родионов профессор хутшӑнассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |