Культура
![]() Сулахайри — Александра Никоалева Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Китайра «All Nations 2018» пӗтӗм тӗнчери конкурс иртнӗ. Унта Чӑваш Енри Александра Николаева пилӗк финалист йышне лекнӗ. «Volga Models» модель агентствинче (хӗр унтан тухнӑ) конкурса тӗнчен мӗнпур континенчи 30-а яхӑн ҫӗршывран хутшӑннине пӗлтернӗ. Александра Николаева «3-вице пике» титула тивӗҫнӗ. Тӗнче шайӗнчи конкурса вӑл пуҫласа хутшӑнӑ. Ӑмӑртура пӗр пикене чи хитри тесе чысланӑ, тӑваттӑшне вице ятсем панӑ. Конкурсра Таиланд пики мала тухнӑ, Австралинчи хӗр — 1-вице, Вьетнамри — 2-вице, Канадӑри — 4-вице. Виҫҫӗмӗш вице мисс, Александра, Чӑваш Енӗн чипер пики ята пӗлтӗр тивӗҫнӗ, «Раҫҫей туризм пики» конкурсра вӑл пӗрремӗш вице-пике ята ҫӗнсе илнӗ. Нумаях пулмасть вӑл «Grace Models» пӗтӗм тӗнчери модель агентствипе килӗшӳ тунӑ, ҫулла чикӗ леш енне модель пулса ӗҫлеме тухса кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Тӑван Ен» сӑн ӳкерчӗкӗ Паян Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат ҫав тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ виҫӗ пӗр тӑван Костинсене халалланӑ фотоконкурса пӗтӗмлетрӗ. Ишек ялӗнче 13 ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ Александрпа Георгий йӗкӗрешсем пулнӑ. Фотоӑста ӗҫне вӗсем аслӑ пиччӗшӗнчен, Николайран, хӑнӑхнӑ. Георгий ТАСС фотокорӗ те пулнӑ. Анчах шӑпа, тӗрӗсрех каласан, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи, ӑна ҫав агентствӑра нумай ӗҫлеме паман - вӑл вӑрҫа тухса кайнӑ. Костинсен ячӗллӗ премие ҫӗнсе илмелли республикӑри конкурса «Тӑван Ен» хӑйӗн 85 ҫулхине уявланӑ май, пӗлтӗр, ирттерме йышӑннӑччӗ. Конкурса «тӑван енҫӗсем» малтан пӗлтернӗ пекех Пичет кунӗ тӗлне пӗтӗмлетрӗҫ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн фокорреспонденчӗ Сергей Журавлев унта кашни номинаципех пӗрер ӗҫ тӑратнӑ. Унӑн «Вороне где-то» фотоӳкерчӗкӗ «Тӑван тӑрӑхӑн илемӗ» номинацире мала тухнӑ. Ӑна сумлӑ преми тата ятарлӑ элем парнеленӗ тесе ҫырнӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Алина Герасимова Паян Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче Чӑваш Енри пичет ӗҫченӗсем професси уявне иртетерессине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, вӑл уяв паян кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре пуҫланмалла. Раҫҫей пичет кунӗ кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче пулчӗ те, журналистсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ун чухнех саламланӑччӗ. Вырӑна ҫитсе, коллективсемпе курнӑҫса мар. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑччӗ. Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский те ырӑ суннӑччӗ. Журналистсен 2017 ҫулхи премине тивӗҫнисен ячӗсем халех паллӑ. Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн информаци пайӗн редакторӗ Алина Герасимова, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатӑн информаци пайӗн редакторӗ Ирина Павлова Ҫемен Элкер премине тивӗҫӗҫ. «Халӑх шкулӗ» журнал редакторӗ Олег Кульев тата Чӑваш Енӗн Наци музейӗн ӗҫченӗ Наталия Захарова-Кульева Николай Никольский премине илӗҫ. Чӑваш радиора корреспондентра ӗҫлекен Ирина Паргеевӑна Леонид Ильин премийӗпе хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Иртнӗ ҫулта проката тухнӑ «Движение вверх» кинофильма пирӗн ҫӗршыври куракансем кӑмӑлтан йышӑнни пирки Чӑваш халӑх сайтне вулакансем те илтнех-тӗр. Антон Мегердичев режиссер ӗҫӗнче 1972 ҫулта иртнӗ Ҫуллахи Олимп вӑййи вӑхӑтӗнчи СССР тата АПШри арҫынсен пӗрлештернӗ командисен финалти матчӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Иван Едешко сӑнарне Кузьма Сапрыкин калӑпланӑ. Вӑл — Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче артистра ӗҫленӗ Виктория Гичкина ывӑлӗ. Ҫакна «Хыпар» издательство ҫурчӗн хыпарсен служби «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн тата электрон документацийӗн архивӗн секторӗн заведующийӗ Вероника Кочешкова Фейсбукра ҫырни тӑрӑх хыпарланӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Иртнӗ эрнекун Чӑваш Енре республикӑри культура ӗҫченӗсене чысланӑ. Ҫак отрасльте тӑрӑшакансене республика Элтеперӗ ячӗпе ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов саламланӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн пурнӑҫ никӗсӗ — культура. Вӑл истори астӑвӑмне тата халӑхӑн ӑс-хакӑл хӑватне пӗр ҫӗре пухать. Ӳнер ӗҫченӗсем ҫынсене хайсен пултарулӑхне тата ӑсталӑхне панине те палӑртнӑ спикер. Хӑйӗн сӑмахӗнче Валерий Филимонов Варнавӑна, Шупашкарӑн тата Чӑваш Енӗн митрополитне, ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев Варнавӑна ведомствӑн «За достижения в культуре» (чӑв. Культурӑри ҫитӗнӳшӗн) кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа хисеп тунӑ. Унпа ҫавӑн пекех СССР халӑх артисткине Вера Кузьминана тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫине Валерий Яковлева хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Счастье Райской птицы. Ҫӑтмах кайӑкӗн телейӗ» ятпа ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Нина Абрамова, аслӑ категориллӗ врач-психотерапевт, медицина ӑслӑлӑхсен кандидачӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ сиплев учрежденийӗнче 35 ҫул ытла ӗҫлекенсер вӑтам тата аслӑ шкул ҫулӗсенчи ачасем юмахсемпе калавсем ҫырнӑ. Нина Михайловна 1961 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Алманчӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн биографийӗпе паллаштарнинче вырӑнти вӑтам шкула ылтӑн медальпе вӗренсе пӗтернине те палӑртнӑ. 1984 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Нина Абрамаова ҫырнисене чӑвашла Альбина Юрату (Любимова) поэт куҫарнӑ. Ӳкерчӗксен авторӗ — Ольга Любимова, вӑл — Альбина Юрату хӗрӗ. Кӗнекен редакторӗ — Ольга Иванова. Калавсемпе юмахсен пуххи 1000 тиражпа пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Cheboksary.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Паян пирӗн ҫӗршывра Раҫҫей пичет кунне уявлаҫҫӗ. Ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗнче вара — Чӑваш пичечӗн кунӗ. Сӑмах май, пичет ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне кӑҫал кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пухӑнӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене саламласа ҫапла каланӑ: «Эсир ҫынсене ҫӗршыв пурнӑҫӗнчи тата тӗнчери пысӑк пулӑмсемпе, обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ хыпарсемпе вӑхӑтра паллаштаратӑр. Халӑха ҫутта кӑларас, социаллӑ ҫивӗч ыйтусене татса парас тӗлӗшпе те сирӗн ӗҫӗн хакӗ пысӑк. Эсир яланах малти ретре, ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем, улшӑнусемпе паллӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартатӑр, вӗсене хак паратӑр. Ку питӗ кӑткӑс тата яваплӑ ӗҫ, ҫапах ӑна пичет ӗҫченӗсем пысӑк шайра тата тивӗҫлӗ пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Ахальтен мар пӗлтӗр республикӑри кӑларӑмсенчен чылайӑшӗ Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗсенче ҫӗнтерӳҫӗсемпе лауреатсем пулса тӑчӗҫ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» музейра паян уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Ӑна музей йӗркелӳҫи, унӑн пӗрремӗш директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ Толстов-Атнарский Валериан Григорьевич 105 ҫул тултарнине халалланӑ. Валериан Григорьевичӑн ячӗ ӗмӗрлӗхех район историйӗнче ҫырӑнса юлнӑ. Пухӑннисем таврапӗлӳҫе халалланӑ экспонатсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ. Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров ҫапла хак панӑ: «Валериан Толстов пурнӑҫӗ ҫамрӑксемшӗн яланах тӗслӗх пулса тӑмалла», — тенӗ. Вӑл музей ӗҫне пысӑка хурса хакласа пухӑннисене культура ӗҫне, район чысне яланах ҫӳллӗ шайра тытса пыма чӗнсе каланӑ. Музей ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Чемалина хӑнасене «Подвигу жить в веках» (чӑв. Паттӑрлӑх ӗмӗрлӗх) хӑтлавпа (презентаципе) паллаштарнӑ. Ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ Валерий Романов, Лев Медведев, Галина Афанасьева, Васса Столярова, Сергей Баринов, Галина Зотова ҫак музея епле йӗркелесе янӑ пирки, сумлӑ ҫынпа ҫыхӑннӑ самантсене аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Этническая Чувашия» (чӑв. Этнос Чӑваш Енӗ) туризм кластерӗ пирки темиҫе ҫул ӗнтӗ калаҫаҫҫӗ. Шупашкара 500 ҫул паркра тата Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑш ҫывӑхӗнче аталантаракан ҫак проекта пурнӑҫа кӗртсе юлашки ҫулсенче самай ӗҫ тукаларӗҫ-ха. 2013 ҫултанпа проекта 3 миллиарда яхӑн тенкӗ хывнӑ, ҫав шутран 1 миллиарда яхӑн — федераци хыснинчен. Ҫапах та паянхи куна «Амазония» центрта малтан шантарнӑ аквапарк та, океанариум та ҫук. Инфраструктурӑн пӗр пайне ҫаратнине маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Туризма аталантарассипе ҫыхӑннӑ федераци программи епле пурнӑҫланнине пӗтӗмлетнине тишкернӗ. Унта Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин Константин Яковлева хытах критикленӗ иккен. Туризм кластерӗ валли уйӑрнӑ укҫапа епле усӑ курнине федераци казначействи тӗрӗсленӗ мӗн те 24 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи отчет та юрӑхлӑ пулмасан штраф виҫи тата тепӗр 200 миллионлӑх ӳсме пултарасси пирки сӑмах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Хӗрлӗ Чутайри «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» музей залӗнче Чӑваш наци музейӗн куҫса ҫӳрекен сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. «Памятники истории и культуры Чувашии в фотообъективе» (чӑв. Чӑваш Енӗн историпе культура палӑкӗсем — фотообъективра) ятлӑ курав 12 планшетран тӑрать, кашнинче Чӑваш Республикин тӗрлӗ районӗсенчи паллӑ культурӑпа истори палӑкӗсене сӑнлакан 34 сӑнӳкерчӗк. Вӗсен авторӗсем — культурӑпа архив министерстви ирттернӗ ятарлӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисем. Курав уҫнӑ ҫӗре Питӗркасси шкулӗнчи 4–5-мӗш класра вӗренекесем те хутшӑннӑ. Шупашкар, Улатӑр, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри тата Пӑрачкав районӗсенчи истори палӑкӗсемпе ачасем кӑсӑкланса паллашнӑ. Курав пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ӗҫлет, историпе тата культурӑпа интереслекенсем музейри экспонатсемпе хаваспах паллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |