Культура
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче туй ирттерме май пур. Ҫук-ха, туях мар. Мӑшӑрланакансене сӑн ӳкерӗнме тата ҫырӑнма ирӗк параҫҫӗ. «Хисеплӗ фотографсем тата ҫамрӑк мӑшӑрсем! Пирӗн театрта фотосессисем ирттерме вырӑна тухса ҫырӑнма пӳлӗмсем ҫулталӑкӗпех тара параҫҫӗ. Туй кунӗнче ҫанталӑк начар пулсан сире пирӗн пата чӗнетпӗр, пирӗн патра хитре тата хӑтлӑ!» — тесе ҫырнӑ театрӑн халӑх тетелӗсенчен ушкӑнӗсенчен пӗринче. Унта кампа тата мӗнле номерпе ҫыхӑнмаллине пӗлтерсе телефон номерӗсене кӑтартнӑ. Мӗн тӑвас, хысна предприятийӗсен, ҫав шутра культура учрежденийӗсен те, укҫа мӗнле ӗҫлесе илмелли пирки пуҫ ватма тивет. Пӳлӗмсене тара парас шухӑш патне театр ахальтен ҫитменнине ҫавӑнпа ӑнланма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пушкӑртстанра кӑҫал йышӑннӑ Ҫемье ҫулталӑкне халалласа Ҫтерлӗ хулинчи 21-мӗш ача пахчинче «Ҫурхи уяв» ятпа хула шайӗнчи фестиваль иртнӗ. Ҫтерлӗри 61-мӗш ача пахчин воспитателӗ Наталья Яковлева «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хутшӑнакансенчен кашниех юрлама, ташлама, тӗрлӗ музыка инструменчӗпе калама е сӑвӑ, халап, поэма пайне суйласа илсе чӑваш халӑхӗн культура пуянлӑхӗн тӗслӗхӗсемпе паллаштарма пултарнӑ. Ҫурхи уява хутшӑннисене пурне те асӑнмалӑх парнесем, сертификатсем парса чысланӑ. Тӗлӗнмелле илемлӗ концерт пулчнӑ. «Чӑваш тумӗсем епле илемлӗ. Чӑнах та, куҫ илмесӗр пӑхтараҫҫӗ чӑваш хӗрӗн кӗписем, пӗринчен тепри капӑртарах. Ку уяв пирӗн кӑмӑла кайрӗ, эпир унта хаваспах хутшӑнтӑмӑр», — тенӗ Наталья Яковлева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче Пушкӑртстанри Пелепей районӗнче чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен VII «Силпи асамачӗ» фестиваль-конкурс иртнӗ. Унта пухӑннисене чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров хакланӑ. «Урал сасси» хаҫатӑн халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Надежда Родионова пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса Пушкӑртстанпа Тутарстанри, Чӑваш Енри, Челепи облаҫӗнчи 300-е яхӑн ачапа ҫамрӑк хутшӑннӑ. Пурӗ 74 заявка килнӗ. Пысӑк масштаблӑ мероприяти РФ Президенчӗн фончӗ пулӑшнипе иртнӗ. Конкурса тӑратнӑ номерсене чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров ертсе пыракан жюри ушкӑнӗ хакланӑ. Суйлав турӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк артистсем мероприятийӗн тӗп уявне — гала-концерта — пуҫтарӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Етӗрне районӗнчи Палтай шкулӗнче чӑваш чӗлхи эрнине Валерий Муравьев поэт, прозаик, журналист, таврапӗлӳҫӗ уйрӑлса кайнӑранпа ҫулталӑк ҫитнине халалланӑ. Валерий Венедиктович халӑхпа ирттерекен мероприятисене: ял уявӗ-и, Чӑваш литератури уявӗ-и, Чӑваш чӗлхи кунӗ-и – кӑмӑлланӑ. Ҫавӑнпа та асӑну каҫне чӑн-чӑн Чӑваш литератури уявӗ туса палӑртнӑ. Мероприятие ирттерме Палтайри вӑтам шкул, Палтай ялӗнчи библиотека, Пӗрҫырлан шкулӗ, Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗ, Пӗрҫырлан культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хастар хутшӑннӑ. Уява Палтай шкулӗнчи ачасем Валерий Муравьева халалланӑ сӑвӑллӑ-юрӑлллӑ композиципе уҫнӑ. Чӑваш тӗррисемпе илемлетнӗ залра Валерий Венедиктович сӑввисем, унӑн сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсем янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Мӑнтарӑн пирӗн вырӑнти культура министрӗ! Балет фестивальне уҫнӑ чух синкерлӗ саламланӑран ун ҫумне яланлӑхах «ПетИпа» ят вырнаҫать пулӗ», — тесе ҫырнӑ «Советская Чувашия» хаҫатӑн культура темине ҫутатакан журналисчӗ Маргарита Красотина Фейсбукра. Аса илтерер, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкрати оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуҫланчӗ, вӑл «Петипа-гала» концертпа уҫӑлчӗ. Хрнатсуссен балетмейстерӗн Мариус Петипан хушаматӗнче ударени юлашки сыпӑк ҫине ӳкет. Форумсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, Константин Яковлев министр балет фестивалӗ вырӑнне опера фестивалӗ тенӗ имӗш. <iframe src="https://www.facebook.com/plugins/post.php?href=https%3A%2F%2Fwww.facebook.com%2Fritakrasotina%2Fposts%2F1496593517133030&width=500" width="500" height="193" style="border:none;overflow:hidden" scrolling="no" frameborder="0" allowTransparency="true" allow="encrypted-media"></iframe> Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Петр Петров художник Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти патшалӑх художество музейӗнче чӑваш художникӗ Петр Петров ҫуралнӑ кун, унӑн пултарулӑхӗпе паллаштаракан лекци-калаҫу иртнӗ. Сӑрӑ ӑстине Атнер Хузангай филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ метафизик тесе хаклать. Пухӑннисем умӗнче шӑпах вӑл сӑмах илнӗ те. Петр Петров Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ Казахстанра иртнӗ. Пӗр вӑхӑтра Дагестанра, Эстонире, Тыва Республикинче ӗҫлесе пурӑннӑ. Интервьюсенчен пӗринче вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ ашшӗ-амӑшӗ ҫерем ватма тухса кайнӑ. Ашшӗ геологи тӗпчевӗнче инженер пулнӑ, амӑшӗ ача пахчинче — воспитатель. Петр Петров хӑйне чӑваш художникӗнчен ытла Шупашкар е Елчӗк художникӗ теме кӑмӑллани паллӑ. Унӑн портретсемпе натюрмортсем ҫукпа пӗрех. Ытларах ӗҫӗ — пейзаж. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юлия Полячихина И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнче журналиста вӗренекен 18 ҫулти Юлия Полячихина «Раҫҫей пики — 2018» конкурс финалне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ /news/18704.html|пӗлтернӗччӗ__. Ӗнер иртнӗ конкурса Чӑваш Енри тепӗр пике те, 21 ҫулти Анна Швецова та, сӑмах май, хутшӑннӑ. «Раҫҫей пики — 2018» ята Юлия Полячихина тивӗҫнӗ. Ӑна бриллиантпа, рубинпа тата сапфирпа капӑрлатнӑ, шурӑ ылтӑнтан хатӗрленӗ корона тӑхӑнтартнӑ. 3 миллион тенкӗ укҫапа тата автомобильпе хавхалантарнӑ. Пике шкултан ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑ. Бадминтонла вылять тата фитнес-аэробикӑна ҫӳрет. Журналиста вӗренекен хӗрӗн юратнӑ кӗнеки — Дэниел Кизӑн «Цветы для Элджернона» хайлавӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишшин музейне Ҫеҫпӗл Мишшин лауреачӗ ҫак кунсенче икӗ паха япала парнеленӗ. Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа 1948 ҫулта кӑларнӑ "Хурҫӑ шанчӑк" кӗнекене тата ҫулӑм чӗреллӗ поэтӑн скульптурине музее Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Юрий Матросов ҫитерсе панӑ. Скульптура авторӗ Василий Черепанов пуль тесе шухӑшлать иккен художник. «Камӑн ӗҫӗ пулнине кам калайӗ?» — ыйтса ҫырнӑ Антонина Андреева. <iframe src="https://www.facebook.com/plugins/post.php?href=https%3A%2F%2Fwww.facebook.com%2Fmussespel%2Fposts%2F2107209062883769&width=500" width="500" height="515" style="border:none;overflow:hidden" scrolling="no" frameborder="0" allowTransparency="true" allow="encrypted-media"></iframe> Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӗмен облаҫӗнчи Тобольск хулинче «Золотые купола» (чӑв. Ылтӑн куполсем) пӗтӗм тӗнчери фестиваль иртнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври тата Беларуҫпа Казахстанри 33 хуларан 1,5 пине яхӑн ҫын пуҫтарӑннӑ. Ямал-Ненецк тӑрӑхӗнчи чӑваш юррин «Хавас» ансамблӗ «Халӑх вокалӗ. Ансамбль» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Маларах ҫак ушкӑн Тӗменти пӗтӗм тӗнчери фестиваль-конкурсра Гран-прие тивӗҫнӗччӗ. Аса илтерер, пултарулӑх ушкӑнне Пушкӑртстанри Ҫтерлӗри филармонире ӗҫленӗ Лира Губарева ертсе пырать. Ансамбле 2009 ҫулта йӗркеленӗ. Пӗчӗккисем валли «Шевле» ушкӑн та пуҫарнӑ вӑл. Чӑваш наци культурине аталантарнӑшӑн Лира Губаревӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Тав хучӗпе тата Хисеп хучӗпе наградӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Энциклопедия Шемуршинского района» (чӑв. Шӑмӑршӑ районӗн энциклопедийӗ) пичетленнӗ. Кӑларӑма районӑн 80 ҫулхи юбилейӗ тӗлне Герман Ларшников, Петр Фомин, Владимир Андронов хатӗрленӗ. Дмитрий Литаврин художник илемлетнӗ. Кӗнекене 1500 тиражпа кӑларнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, район аталанӑвне хӑйсен тӳпине хывнисене халалланӑ пай энциклопединче пысӑк вырӑн йышӑнать. Шӑмӑршӑ районӗн тулашӗнче ҫуралса муниципалитетшӑн тӑрӑшнисене те шута илнӗ. Районӑн Астӑвӑм кӗнекине лекмен Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем те энциклопединче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ. Ҫурҫӗр Кавказри, Вӑтам Азири тата ытти хӗрӳ вырӑнти хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннисене те манса кайман. Районӑн энциклопедине маларах елчӗксем, етӗрнесем, муркашсем, шупашкар районӗсем тата ытти хӑш-пӗри кӑларнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |