Культура
![]() Пӗлтӗрхи поэзи каҫӗнчи сӑн. Варринче — Дмитрий Поздеев. Тутарстанри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Рукопожатие трёх республик» (чӑв. Виҫӗ республика пӗр-пӗринпе алӑ парӗҫ) ятпа поэзи концерчӗ иртмелле. Ҫакӑн пирки темиҫе кун каяллах Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Мероприятие Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне халалланӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, поэзи концертне виҫӗ республика: Тутарстан, Чӑваш Ен тата Мари Эл — хутшӑнмалла. Пирӗн республикӑран кам каяссине пӗлес тесе паян ҫак йӗркесен авторӗ Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе те, Чӑваш Республикинчи профессилле ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗпе те ҫыхӑнчӗ. Анчах нихӑшӗнче те Тутарстанри поэзи концертне кам каяссине калаймарӗҫ. Асӑннӑ культура мероприятине тутарсем, сӑмах май, иккӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ӑна унти вырӑссен наципе культура пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех Вырӑс литература клубӗн ҫармӑссен, чӑвашсен регионти уйрӑмӗсем те пулӑшаҫҫӗ. Асӑрхаса хӑваратпӑр, ку поэзи каҫне пӗлтӗр Дмитрий Поздеев, Эдуард Фролов, Сергей Тихонов, Наталья Ромашина тата Галина Белгалис хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Ҫӗр ҫавра юрӑ — Сто строф — One hundred stanzas. Из чувашской народной афористической поэзии» кӗнекене хӑтлӗҫ. Ҫак кӗнекене ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ, профессор, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Михаил Кондратьев кӑларнӑ. Михаил Кондратьев шухӑшланӑ тӑрӑх, чӑвашсен тӑватӑ йӗркеллӗ сӑввисем тухӑҫ поэзине — перссен рубайне, яппунсен танкине, турккӑсен манине — ҫывӑх. Чӑвашсен «ҫавра юрӑ» ӑнлав пур. Тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑсене Михаил Кондратьев темиҫе ярӑма уйӑрнӑ. Вӗсене вырӑсла тата акӑлчанла куҫарни те, ӑнлантарса пани те пур. Кӑларӑма Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленӗ. Кӗнеке хӑтлавӗ Наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче 14 сехетре пуҫланать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8(8352) 23-03-17, хушма номер 144. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Софья Авазашвили. soffly-studio.com сӑнӗ. Грузире ҫуралнӑ, пӗчӗк чухне Шупашкара куҫса килнӗ Софья Авазашвили «Песни» шоу-программӑн кастингне хутшӑннӑ. Максим Фадеевпа Тимати ирттерекен проекта эфира пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑларнӑ. Шоу-программӑн суйлав тапхӑрӗн пиллӗкмӗш кӑларӑмӗнче Софья хӑй ҫырса кӗвӗленӗ юрра шӑрантарнӑ. Проектра юлас, тепӗр тапхӑра куҫас тесен унта хутшӑнакансен пӗр тӳрене те пулин килӗшмелле. Софья вара тӳрех виҫӗ тӳре кӑмӑлне кайнӑ. «Мана килӗшрӗ, эпӗ сана ӗнентӗм», — тенӗ Максим Фадеев продюсер. «Маншӑн эсӗ тепӗр тапхӑра куҫатӑн», — палӑртнӑ опера юрӑҫи Аида Гарифуллина. Асӑнса хӑвармалла, ку проект Софья Авазашвилишӗн пӗрремӗш мар. Унччен вӑл Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Голос» шоу-программӑра хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Фаина Васнар. «Пӗр класрисем» ушкӑнри сӑн укерчӗк «Тӗрленӗ шӑлавар, Ҫурҫӗр Америкӑри индеецсен шереписем, хӗрлӗ йӗм ҫийӗн кӑларса янӑ хӗрлӗ кӗпе — ытла мӗскӗннӗн те сумсӑр курӑнать. Хӑвӑр туймастӑр-и вара ҫакна?» — ҫапла пӗтӗмлетнӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Киремет tv» ушкӑнра чӑваш эстрада артисчӗсен черетлӗ концертне тишкернӗ май. «Шӗвӗртӳк аппан амаҫури ывӑлӗ» ят хыҫне пытарӑнса ҫыракан этем пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи концертра пулнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне палӑртнӑ. «Юрӑҫсен тумтирпе мӗн те пулин шухӑшласа кӑлармаллах. Ҫамрӑк дизайнерсем пайтах!» — тиркенӗ вӑл сцена ҫине тухакан чӑваш эстрада юрӑҫисене. Килӗшекен ҫын та тупӑннӑ ятне кӑтартмасӑр ҫыракан автора. «Тумтир тӗлӗшӗнчен Фаина Васнар питӗ савӑнтарчӗ. Оперӑпа балет театрӗн витӗмӗ туйӑнчӗ темелле пуль. Ун ҫине пӑхсанах культура варкӑшӗ вӗрнӗн туйӑнчӗ», — ырланӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 14 сехетре Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Аса илтерер, чӑваш поэчӗ, куҫаруҫи Василий Егорович Митта 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи учителӗнче, Патӑрьел районӗнчи райхаҫатра яваплӑ секретарьте ӗҫленӗ. Каярах Чӑваш Республикин радиокомитетӗнче тата Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑрӑшнӑ. Поэта 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ, 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ. Маларах эпир Митта Ваҫлейӗн юбилейне халалласа Куславкка районӗнчи Тӗмер ял вулавӑшӗнче «Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сассӑм» ятпа курав уҫнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра хитре хӗре суйлӗҫ. Кастинг (акӑлчанларан чӑвашла куҫарсан ҫак сӑмах «умӗн суйлани» е «малтанхи конкурс» тенине пӗлтерет) пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче иртмелле. Конкурса «Volga Models» модель агентстви ирттерет. «Чӑваш Ен пики — 2018» конкурса хутшӑнма тивӗҫ хӗрсен суйлавӗ Шупашкарти модӑсен ҫуртӗнчи 515-мӗш офисра 16 сехетре пуҫланӗ. Унта 14 ҫултан аслӑрах пикесене йыхравлаҫҫӗ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсен ҫӳллӗ кӗлӗллӗ туфли тата купальник илмелле. «Чӑваш Енӗн пики — 2018» конкурсра ҫӗнтернӗ хӗр Раҫҫейри илем конкурсне килес ҫул хутшӑнӗ. Маларах, сӑмах май, «Ҫӗнӗ Шупашкар пики — 2018» конкурс иртнӗ. Унта «Volga Models» модель агентствин модельсемпе фотомодельсен курсӗсене ҫӳренӗ Ванесса Васильева ҫӗнтернӗ. Кун пирки модель агентстви халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Курава уҫнӑ самант. Сар.ru cӑнӗ Чечняра Раҫҫей халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗн Ревель Федоровӑн тата унӑн ывӑлӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Александр Федоровӑн куравӗ ӗҫлет. Хайхи курав пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чечня Республикин парламенчӗн депутачӗсем Владимир Кашлюнов, Аднан Нагаев, Мурат Тагиев, культура министрӗ Хож-Бауди Дааев, Чӑваш Енӗн культура министерствин халӑх канашӗн ертӳҫи Владимир Васильев, пултарулӑх ҫыннисем, студентсемпе шкул ачисем хутшӑннӑ. Хож-Бауди Дааев кунашкал мероприятисем живопиҫ аталанӑвне вышкайсӑр пысӑк тӳпе хывнине палӑрнӑ, курав авторӗсене хисеп хучӗпе чысланӑ. «Ку картинӑсем пире Чӑваш Енпе паллашма май параҫҫӗ», – палӑртнӑ Мурат Тагиев депутат. Ревель Федоров курава уҫнӑ саманта хутшӑнайман. Ун ятӗнчен ывӑлӗ Александр калаҫнӑ, вӑл А.А. Кадыров ячӗллӗ Мухтавӑн астӑвӑм компексӗн фондне ашшӗн пӗр картинине парнеленӗ. Хӑйӗн икӗ ӗҫне вара вӑл ку фонда иртнӗ ҫултах панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивалӗ иртӗ. Фестивале 3 тапхӑрпа йӗркелесси паллӑ. Пушӑн 10-31-мӗшӗсенче вырӑнти культура учрежденийӗсенче ирттерӗҫ, акан 1-мӗшӗ—ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче республикӑра пултарулӑх ушкӑнӗсемпе уйрӑм юрлакансене суйласа илӗҫ, авӑн 4-5-мӗшӗсенче вӑл гала-концертпа вӗҫленӗ. Сусӑр ачасемпе ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ номинацире: тӗрлӗ стильпе (академи, халӑх, эстрадӑпа джаз, жест) юрласа, пӗр-пӗр илемлӗ хайлава хитре каласа, тӗрлӗ инструмент каласа, ташласа — кӑтартайӗҫ. Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивальне 2009 ҫулта ҫӗршывӑн тӗп хулинче ирттернӗ. Тепӗр икӗ ҫултан тӗнче шайӗпе йӗркелеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре Республика кунне уявланӑ май салют панине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. Ахаль салют кӑна мар, ҫав вӑхӑтра Фейервексен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртет. Кӑҫал ӑна XI хут йӗркелӗҫ. Ватти-вӗттин кӑмӑлне каякан уявпа Шупашкарти кӳлмекре киленме май килӗ. Тепӗр майлӑ каласан, яланхи вырӑнтах. Кӑҫал вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче иртӗ. Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне пилӗк ушкӑн хутшӑнмалла. Ҫав шутра Китайран, Мальтӑран тата Беларуҫран килмелле. Республика кунне уявлассипе паян Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ертсе пынӑ. Унта тӗрлӗ министерствӑпа ведомствӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ, уявпа ҫыхӑннӑ самантсене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Беларуҫри Минскра «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» ятпа иртнӗ пӗтӗм тӗнчери симпозиума хутшӑннӑ. Беларуҫ Республикин информаци министрӗ Александр Карлюкевич ҫак мероприяти тӗрлӗ ҫӗршыври писательсен ыйтӑвӗсене сӳтсе явма май панине палӑртнӑ. Кун пирки «БЕЛТА» информаци агентстви хыпарлать. Симпозиума 21 патшалӑхри ҫыравҫӑсемпе литераторсем хутшӑннӑ. Хӑшӗ-пӗрне Александр Карлюкевич ҫӗршывсен хушшинче литература енӗпе ҫыхӑнусем йӗркелес ӗҫе хутшӑннӑшӑн тав хучӗпе чысланӑ. Вӗсен йышне чӑваш поэчӗ Валери Туркай та кӗнӗ. «Беларуҫ Республикин информаци министерстви Тургай Валерий Владимировича ҫӗршывсен хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетнӗшӗн тата аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн, Минскри пӗтӗм тӗнчери XXV кӗнеке курав-ярмӑркки вӑхӑтӗнче иртнӗ литераторсен «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» симпозиумӗн ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн тав хучӗпе чыслас», — палӑртнӑ унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |