Культура
«Эревет» ансамбль «Эревет» ансамбль иртнӗ шӑматкун Кремльти кермен сцени ҫине тухнӑ. Концерта Анастасия тата Захар Заволокинсем ертсе пынӑ. Мероприятине «Янра, хут купӑс!» телепроект йӗркелӳҫи, Раҫҫей халӑх артисчӗ Геннадий Заволокин ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Республикӑри ачасен халӑх инструменчӗсен кӑтартуллӑ «Эревет» ансамбльне 28 ача ҫӳрет. Мускава вӗсем тата пысӑкрах йышпа, 35-ӗн, кайнӑ. Йышра унччен ансамбле ҫӳренисем те пулнӑ. Мускаври Кремльти сумлӑ сцена ҫинче Чӑваш Енри 11 хут купӑсҫӑ, 5 параппанҫӑ, 6 контрабас-балалайкӑҫӑ тухнӑ. Унсӑр пуҫне шӑпӑр, шӑхлич, ытти инструмент калакан пулнӑ. 1981 ҫулта йӗркеленнӗ «Эревет» чылай ҫӗршыва: Италие, Францие, Германие, Бельгие, Голландие, Австрие, Словение, Словакие, Венгрие, Дание, Швецие, Финляндие, Турцие тата ытти ҫӗре — ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫак самантра Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Ҫӗнӗ сывлӑш — Ҫӗнӗ варкӑш — Кӗтрет» уяв каҫӗ пырать. Мероприятие культура учрежденийӗ ҫӗнӗ ҫуртри (пӗлтӗртенпе вӑл «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта тӗпленчӗ) ҫӗнӗ сценӑна уҫнӑ ятпа йӗркеленӗ. Уяв пуҫланиччен театрӑн ӗҫченӗсем сӑн ӳкерӗннӗ, театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева: «Кӗҫех уяв пуҫланать», — тесе Фейсбукри хӑйӗн страницинче нумаях пулмасть ҫырнӑ. Аса илтерер, театра йӗркеленнӗренпе кӑҫал 85 ҫул ҫитет. Сумлӑ юбилее вӑл юсаса ҫӗнетнӗ 375 ҫынлӑх ҫӗнӗ сценӑпа кӗтсе илет. Ӑна юсама, ҫутӑ хатӗр-хӗтӗрӗ, кирлӗ ытти оборудовани туянма республика хыснинчен пӗлтӗр 12 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. |
Культура
Ака уйӑхӗн 12-22-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ иртет. Акан 12-мӗшӗнче «Петипа-гала» концерт программин премьери пулӗ. Ӑна паллӑ балетмейстер Мариус Петипа ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче куракансем пӗлтӗр сцена ҫине пӗрремӗш хут тухнӑ «Жизель» (А.Адан) балетпа киленӗҫ. Ӑна Чӑваш Ен балечӗ 50 ҫул тултарнине халалланӑ. Тӗп рольсене Пысӑк театр ҫӑлтӑрӗсем вылӗҫ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Пермь хӑнисем сцена ҫинче пулӗҫ. «Евгений Панфилов балечӗ» С.Прокофьевӑн «Ромео и Джульетта» балетне лартӗ. Акан 20-мӗшӗнче мускавсем пултарулӑхне кӑтартӗҫ. Н.Касаткина тата В.Васильев ячӗллӗ классика балечӗн патшалӑх академи театрӗ «Весна священная» тата «Жар-Птица» балетсем кӑтартӗ. Гала-концерт акан 22-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хӑйӗн пӗр ӗмӗрхи юбилейне халалланӑ мероприятисене малалла ирттерет. Аса илтерер, ҫулҫӳревпе артистсем темиҫе района ҫитме ӗлкӗрнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫак уйӑхӑн 20-мӗшӗнче вӗсем Етӗрнери культура ҫуртӗнче спектакль лартӗҫ. Етӗрнесене Федор Павловӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ялта» драмӑна кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче театр Питӗр хулинче гастрольте пулӗ. Шупашкарти артистсем ун чухне Литейнӑй проспектри Патшалӑх драма театрӗн сцени ҫине тухӗҫ. Пӗрремӗш кунхине питӗрсем И.С. Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльпе киленӗҫ, тепӗр кунхине — Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Туя туй пек тӑвар-и»? камитпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Smolensk-i.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем ҫак кунсенче икӗ хӗрарӑм мӗн сӑлтавпа вилнине тӗпчеҫҫӗ. Вӗсене иккӗшне те урамра тупнӑ. Тӗпчевҫӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсене ирӗксӗрлесе вӗлерни сисӗнмест. Вӗсем иккӗшӗ те шӑнса кӳтнипе леш тӗнчене ӑсаннӑ. Вӑрнар районӗнче пурӑннӑ 49 ҫулти хӗрарӑм виллине нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче асӑрханӑ. Ҫав каҫхине вӑл Вӑрнарти пӗлӗшӗсем патӗнче мунча кӗни паллӑ. Унтан ҫурҫӗр иртни пӗр сехет тӗлӗнче тухса кайнӑ. Хӑнара вӑл епле хӑналанни хальлӗхе паллӑ мар. Шупашкарта пурӑннӑ 82 ҫулти кинемей Ҫӗрпӳ районӗнчи пахча юлташлӑхне ҫӑлкуҫ шывӗ ӑсма кайнӑ. Ҫапла ӗмӗтлине вӑл нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тӑванне пӗлтернӗ. Кинемей виллине дача енне каякан сукмак ҫинче кӑнтӑрла асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Ялта» спектакльти сыпӑк Иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче ҫӗр ҫул тултарнӑ республикӑри чи аслӑ театр учрежденийӗ — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ — республикӑри районсем тӑрӑх гастрольпе ҫӳрет. Юбилея халалласа йӗркеленӗ ҫулҫӳревпе артистсем темиҫе района ҫитме ӗлкӗрнӗ-ха. Ҫак уйӑхӑн 20-мӗшӗнче вӗсем Етӗрнери культура ҫуртӗнче Федор Павловӑн «Ялта» спектакльне кӑтартӗҫ. Куракансемпе спектакль умӗн артистсем курнӑҫӗҫ. Ҫав шутра — Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснисем те. Вӗсем — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Василиса Петрова тата Петр Садовников, театр артисчӗсем Ирина Иванова, Надежда Зубкова, Григорий Федоров. Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче чӑваш драма театрӗ Алексей Островскин «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» вилӗмсӗр пьеси тӑрӑх куракан патне ҫитернӗ икӗ пайлӑ драмӑпа Хусанта пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӑҫал ача-пӑча театрӗсене тата сӑнав драма театрне субсиди сахалрах парӗҫ. Анчах вӗсене «Театрсем — ачасем валли» тата «Пӗчӗк хуласен театрӗсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа-тенкӗ малашне те уйӑрӗҫ. Кӑҫал ача-пӑча театрӗсем, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 300 пин тенкӗ сахалрах илӗҫ. Пӗтӗмпе 3,7 миллион тенкӗ парӗҫ. Иртнӗ ҫул ку пулӑшӑва Ҫамрӑксен театрӗ тата Пукане театрӗ тивӗҫнӗ. Вӗсем ку укҫапа ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туяннӑ, ҫӗнӗ икӗ постановка сцена ҫине кӑларнӑ. Кӑҫал вара Ҫамрӑксен театрӗ Белянкинӑн «Юрату тата курайманлӑх» спектакльне хатӗрлӗ. Пукане театрӗ вара Тургеневӑн «Муму» спектакльне, Ганапольскаян «Алсиш» постановкине тата Пушкинӑн «Пулӑҫпа пулӑ ҫинчен хывнӑ юмах» спектакльне ачасене кӑтартӗ. Сӑнав драма театре кӑҫал 5,6 миллион тенке тивӗҫӗ. Пӗлтӗр вара ку виҫе ҫур миллион тенке яхӑн ытларах пулнӑ. Кӑҫал театр ачасем валли «Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино ҫулҫӳревӗ» спектакль сцена ҫине кӑларӗ. Ялсенчи культура ҫурчӗсене ҫӗнетмешкӗн 47 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: пӗлтӗрхинчен 9 миллион тенкӗ ытларах. Ку укҫапа районсенчи 57 культура ҫуртне юсаса ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗнӗ Шупашкарта тухса тӑракан «Грани» хаҫатӑн журналисчӗ Ирина Павлова Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн фончӗ «Чӑнлӑхпа тӗрӗслӗх» ятпа ирттернӗ конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн информполитика министерстви хыпарлать. Журналистсен пултарулӑх тупӑшӑвне 2500 ҫын 5500 ӗҫ ярса панӑ, вӗсенчен 350-шне тӳресем ҫӗнтерӳҫӗ пек палӑртнӑ. Хӑйсен статйисенче журналистсем пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнчи ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ, коррупци, патшалӑх пулӑшӑвӗсен пахалӑхӗ, ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушлӑх пирки ҫырнӑ. Палӑртса хӑвармалла, ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн медиафорумӗнче чыслӗҫ, укҫан премипе хавхалантарӗҫ. Унсӑр пуҫне форум вӑхӑтӗнче журналистсем калаҫусене хутшӑнӗҫ, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен тӗп редакторӗсемпе, тӳре-шарапа тӗл пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Клiчу Вас на Победу...» курав уҫӑлӗ. Вӑл белорус халӑх поэчӗн Янка Купалӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе кӑна мар, унӑн вӑрҫӑ ҫулӗсенчи нуши-терчӗпе те паллаштарать. Курав ячӗ валли поэтӑн «Беларускім партызанам» сӑввинчи йӗркисене илнӗ. Янка Купала 1941 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Тутарстанри Ҫӳлти Услон районӗнчи Печищи салине килнӗ. Кунта вӑл 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен пурӑннӑ. 1975 ҫулта вара Янка Купалӑн Раҫҫейри пӗртен-пӗр астӑвӑм хваттер-музейӗ уҫӑлнӑ. Хайӗн аса илӗвӗсенче паллӑ поэт Шупашкара, хӑй пурнӑҫӗнче хутшӑннӑ чӑваш сӑвӑҫисене асӑннӑ. Палӑртса хӑвармалла, ҫак курава Беларуҫри Янка Купала литература музейӗпе Печищи салинчи музей пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑран хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Николай Пирожков фермер Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑранпа ыран, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, 87 ҫул ҫитет. Ҫак ятпа редакци ӗҫченӗсене, калем ветеранӗсене, обществӑлла корреспондентсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов саламланӑ. Редакци пуҫарӑвӗпе йӗркелекен «Ҫулталӑк ҫынни» конкурса та унта пӗтӗмлетнӗ. Вӑл кӑҫал 15-мӗш хут иртнӗ. Хальхи конкурса 9-ӑн хутшӑннӑ. Чи нумай сасӑ пуҫтарса «Ҫулталӑк ҫынни — 2017» ята районти «Нектар» хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн ертӳҫи Николай Пирожков тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ-фермера район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Александр Козлов саламланӑ. Малашне те пысӑк ҫитӗнӳ тума ӑна хастарлӑх, иксӗлми вӑй-хӑват суннӑ, Хисеп хучӗ тата асӑнмалӑх парне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |